Шупашкарти ача-пӑча центрӗсенчен пӗри кӑшӑлвирусран шикленмен. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ канмалли кунсем тесӗ пӗлтернине те, Чӑваш Енре ятарлӑ мерӑсем йышӑннине те пӑхӑнман унта.
Хулари Павлов мичман урамӗнчи «Джуниор» ача-пӑча центрӗ ӗҫленине Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча организациийӗнче дежурство ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Тӗрӗслевҫӗсем пынӑ вӑхӑтра унта тӑватӑ ача пулнӑ.
Ача-пӑча центрне Шупашкарти Мускав район сучӗ 31 кунлӑха ӗҫлеме чарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн учреждение пырса суд приставӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Джуниор» центра ӗҫлеттерме чарса лартнӑ, унӑн алӑкӗсене хупса хунӑ.