Сосновкӑри ухӑҫӑ Европӑри чемпионатра тата ӑмӑртура пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Юниорсем хушшинчи ӑмӑрту Францири Виттель хулинче иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран 17 ҫулти Роман Ефремов хутшӑннӑ.
ЧР Физкультура тата спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ухӑҫӑсен чемпионачӗ пирӗн ҫӗршыв командине ӑнӑҫу кӳнӗ. Раҫҫей спортсменӗсем Францирен 11 медальпе таврӑннӑ.
Сосновкӑри ачасемпе ҫамрӑксен 10-мӗш спорт шкулне ҫӳрекен Роман Ефремов Мускав каччипе Дмитрий Степановпа тата Калининград яшӗпе Евгений Соколпа команда ӑмӑртӑвне хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен ӑсталӑха тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Ухӑран перекенсен республикӑри федерацийӗн президенчӗ Максим Яриков патӗнче туптать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 12–13 тата 14–15 ҫулсенчи хӗрачасем ҫичӗ виҫе категорийӗнче кӗрешнӗ. Ӑмӑрту Хӗрарӑмсен кӗрешӗвне аталантаракан республикӑри центрта иртнӗ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен пуҫтарӑннӑ пикесем Натальӑпа Ольга Смирнова парнисемшӗн кӗрешӗве тухнӑ. 11 регионти 150-а яхӑн пике хушшинче Чӑваш Ен хӗрӗсем те тивӗҫлипе ӑмӑртнӑ. Ҫӗршывӑн ытти субъектне илсен, Ҫӗнӗ Шупашкарти кавир ҫинче Мускав хулинчи, Мускав, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчи, Тутарстанри, Мари Элти, Мӑкшӑ, Пушкӑрт, Коми республикисенчи хӗрсем пулнӑ.
Кӗрешӗве тухнӑ хӗрсене Наталья Смирнова (вӑл — ирӗклӗ мелпе кӗрешекен хӗрарӑмсен Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ) тата унӑн тӑванӗ Ольга Смирнова (ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсен Чӑваш Енри командин аслӑ тренерӗ) саламланӑ.
Пирӗн пикесене илес пулсан вӗсем пӗрремӗш вырӑнсене те йышӑннӑ. Ольга Рехметулловӑна (Канаш), Надежда Матвеевӑна (5-мӗш спорт шкулӗ), Анастасия Яндушкинӑна (5-мӗш спорт шкулӗ), Анна Ивановӑна (Канаш), Татьяна Тимофеевӑна (Ҫӗнӗ Шупашкар) хӑйсен виҫинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ ятпа саламлама пулать.
Шупашкарта ҫемьесем йӗлтӗр сырса ӑмӑртнӑ. Спорт мероприятине Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мероприяти республикӑри спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче иртнӗ. Унта республикӑри районсенчен, хуласенчен ҫемьесем килнӗ. Вӗсем виҫӗ категорире ӑмӑртнӑ. Ушкӑнсене ача миҫерине кура пайланӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине кайнӑ депутатсем те хутшӑннӑ. Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева та йӗлтӗр сырнӑ. Вӑл ӑмӑртӑвӑн чи опытлӑ спортсменне — 63-ри Анатолий Давыдова — парнепе чысланӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: «Шупашкарти ҫемье – 2017» номинацире Леонтьевсем ҫемйи ҫӗнтернӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫемье командисен хушшинче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Унта пуҫтарӑннисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫирӗп ҫемье — ҫӗршыв тӗрекӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ.
Эстафетӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсемпе вӗсен ҫемйисем хутшӑннӑ. Республикӑри районсемпе хуласенчен пухӑннӑ 30-а яхӑн команда тӗрлӗ дистанцире мала тухассишӗн тупӑшнӑ. Вӑрмар районӗн чысне, сӑмахран, Архиповсем хӳтӗленӗ, Шупашкар районӗнчи Никитинсем те ҫӗнтерес тӗллевпе старта тухнӑ. «Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ» ята Шупашкар районӗнчи 9 ҫулти Дима Юрьев тивӗҫнӗ, аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче Комсомольски тӑрӑхӗнчи Анатолий Давыдова чысланӑ.
Элӗк районӗнчи хӗрарӑмсем паян Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне кӗрекере уявлас вырӑнне райцентрти «Хӗлхем» ача-пӑчапа спорт шкулне тата Элӗкри И.Я. Яколвев ячӗллӗ вӑтам шкула ирех пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем футзалла вылянӑ.
Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва хӗрарӑмсен футзалне сарас, физкультурӑна, спорта тата сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командисем ял тӑрӑхӗсенчен, тӗрлӗ учрежденипе организацирен пуҫтарӑннӑ.
Ӑмӑрту вунӑ сехетре пуҫланнӑ. Хӑш команда кампа выляссине шӑпа туртса палӑртнӑ.
Турнирта мала тухнӑ маттур хӗрарӑмсене (тӗрӗсрех каласан, ушкӑнсене) дипломсемпе, медальсемпе тата хаклӑ парнесемпе хавхалантарнӑ.
ПУШ | 05 |
Нарӑсӑн 27-мӗшпе пуш уйӑхӗн 4-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫак хыпарсем тухрӗҫ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Алексей Шадриков юрӑҫа тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята пани пирки хыпарларӑмӑр;
• Мускаври чӑвашсен автономипе 2013 ҫулта мӗнле пӑтӑрмах пулса иртни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Хурлӑхлӑ хыпар та пулчӗ — Мускавра иккен ҫав тӑрӑха ӗҫ шыраса кайнӑ тепӗр чӑвашӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ;
• Студенткӑна заняти вӑхӑтӗнчех мӗн сӑлтава пула полици тытса кайни пирки пӗлме пултартӑр;
• Суту-илӳ министрӗн хӑш ҫумне ӗҫрен кӑларса янине пӗлтертӗмӗр;
• Георгий Егоров Шупашкар районне хӑш вӑхӑтран ертсе пыма пӑрахнине каласа патӑмӑр;
• Тутарти усламҫӑсем пирӗн тӑрӑхри чӑх-чӗп хапрӑкне мӗн сӑлтава пула тиркени пирки хыпарларӑмӑр;
• Тутлӑ апат пӗҫерекенсем валли мӗнле ҫӗнӗ кӗнеке тухни ҫинчен систертӗмӗр;
• Ҫамрӑксен театрӗнче тата кам тава тивӗҫлӗ артист ята тивӗҫни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Тӳре-шаран ӗҫ укҫин виҫи пирки те хыпарларӑмӑр (ӳсни е чакни пирки — хыпарта пӗлме пулать).
Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ.
Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ.
Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗрев-куҫав аппарачӗ аманнисен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейри ӑмӑрту пуҫланнӑ. Ун пек ӑмӑрту Олимп резервӗн республикӑри 3-мӗш спорт шкулӗн манежӗнче кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет.
Виҫӗ кунлӑх ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 39 регионӗнчи 350-а яхӑн спортсмен пуҫтарӑннӑ. Республикӑри тӳре-шара вӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Чире парӑнмасӑр ҫитӗнӳ патне талпӑнакансене хамӑр ҫӗршыври пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Олегг Костюченко та хавхалантарнӑ. «Пӗтӗм тӗнчери паралимпиада комитечӗ пирӗн ҫӗршывӑн паралимпиада комитетне кӗртмест пулин те эпир шанӑҫа ҫухатмастпӑр, малаллах ӑнтӑлатпӑр», — тенӗ вӑл.
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртекен ӑмӑртура мала тухнисем пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнӗҫ. Спортсменсем 60, 400, 800, 1500, 3000 метра тупӑшӗҫ, техника дисциплинисенче хайсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ.
«Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат иртнӗ уйӑхра 85 ҫул тултарчӗ. Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ҫак куна чаплӑ уяв туса палӑртнӑччӗ. Ҫитес эрнери шӑматкун вара, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, хаҫат мини-футбол ӑмӑртӑвне ирттерет, пурне те хутшӑнма чӗнет. Мечӗк хӑвалас тесен 7 ҫынран кая мар ушкӑн йӗркелемелле, тата тепӗр ҫын представитель тивӗҫне пурнӑҫламалла.
Ӑмӑрту Йӗпреҫри «Патвар» ятлӑ вӑй-хал культурипа сиплев комплексӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 10 сехетре.
Ку турнира хаҫат кашни ҫул ирттерет. Ҫӗнтерӳҫӗ куҫакан кубока тивӗҫет. Ҫавӑн пекех ушкӑнри кашни ҫынна ҫурҫуллӑх хаҫат ҫырӑнса параҫҫӗ, медальпе чыслаҫҫӗ. 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑн йышӑннисене диплом парӗҫ тата медальсем.
Чӑваш спортсменки Анжелика Сидорова тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура тупӑшӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Ӑмӑртӑва хутшӑнма ирӗк илес тесе Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн ассоциацине ыйту янӑ. Нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хурав килнӗ. Дисквалификаци пулсан та Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинчи шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидоровӑна старта тухма ирӗк панӑ. Унсӑр пуҫне Кристина Сивкова, Алексей Сокирский тупӑшӗҫ. Анчах вӗсем нихӑш ҫӗршыв чысне те хӳтӗлемӗҫ.
Тепӗр ултӑ спортсмена старта тухма ирӗк паман. Анна Крылова, Анастасия Калина, Александра Гуляева, Денис Лукьянов, Евгения Соловьева и Максим Афонин ӑмӑртӑва хутшӑнмӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |