Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта 21 ҫул тултарман ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем те унта кайнӑ.
Юрий Тимофеевпа Александра Козлова лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнӑ. Вӗсем тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Александрӑна 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ҫитекенни пулман. Вӑл 99 килограмлӑ штангӑна йӑтса 220 килограмм пухнӑ.
Юрий Тимофеев 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пурне те ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Вӑл 135 килограмм пухма пултарнӑ. Юрий икӗ енлӗ кӗрешӳре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре ҫӑмал атлетика енӗпе командӑсемпе харпӑр ҫынсен чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва ветерансем хутшӑннӑ. Вӑл Мускавра иртнӗ.
Пирӗн республикӑран унта СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ШӖМ ветеранӗ Виктор Семенов хутшӑннӑ. Вӑл 65–69 ҫулсенчи ветерансен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Олимпиец 3 пин метра 14 минут та 47 ҫеккунтра утса тухнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫак дистанцире Раҫҫейӗн рекордне ҫӗнетнӗ. Эппин, хальлӗхе пирӗн ентеш ку енӗпе чи матурри.
Чӑваш Енри паллӑ биатлонистсене — Татьянӑпа Вячеслав Акимовсене — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫитӗнӳсем тунӑ ятпа саламланӑ. Татьянӑпа Вячеслав — упӑшкипе арӑмӗ. Вӗсем — биатлон енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем, Раҫҫейӗн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗсем.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев республикӑра вӑй-хал культурипе спорта аталантарас тӗлӗшпе ҫулсерен 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине палӑртнӑ. Ҫак пулӑшу пуррипе 34 пин ача спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Татьяна ҫитӗнӳсенче тренерӑн Анатолий Акимовӑн (вӑл Вячеславӑн ашшӗ) тӳпи пысӑк пулнине палӑртнӑ. Вӑл ӑна тӑван хӗрӗ пекех воспитани панӑ. Михаил Игнатьев вара биатлонистсен ашшӗ-амӑшне ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче слоуп-стайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Лана Прусакова унта лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.
Хӗрарӑмсен турнирӗнче пирӗн ентеш 80,4 балл пухса пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Мускаври Анастасия Таталина тивӗҫнӗ. Пӑхӑр медале вара Анасасия Сибиченкова илнӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: Лана Прусакова Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче те чи нумай балл пухнӑ. Паян Миассере татах слоуп-стайл енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.
Улатӑр спортсменки ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать. Ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Евгения Шелгунова спорт гимнастики енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗнче командӑри нумай енлӗ тупӑшура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Евгения Шелгунова спорт гимнастики енӗпе тӗнче класлӑ спорт местерӗ пулнине те палӑртмалла. Германире пуш уйӑхӗн 17–19-мӗшӗсенче иртнӗ тупӑшура та вӑл ав командӑпа пӗрле малта пулнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине Елена Еремина, Наталья Капитонова, 2016 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ Дарья Спиридонова та кӗнӗ.
Команда Германири ӑмӑрту вӗҫленсенех Италие кайнӑ. Унта вӗсем пӗтӗм тӗнчери турнира хутшӑнӗҫ. Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче Венецире иртӗ.
Пирӗн ентеш Анастасия Тарасова сумо енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫапла майпа вӑл Европа чемпионатне кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Венгрире иртӗ.
Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту Смоленскра иртнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти спортсменсем хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Анастасия Тарасова пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 95 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Анастасия ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Петров патӗнче ӑсталӑхне туптать. Настя — сумо енӗпе Европӑн икӗ хут чемпионки. 2104 ҫулта вӑл Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командине кӗрсе команда тӑпӑшӑвӗсенче тӗнче чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ене футбол енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валерий Газзаев килет. Вӑл кунта футбол тренерӗсемпе тӗл пулӗ.
Паллӑ тренер 40 ҫулти тата аслӑрах ҫынсен хушшинче иртекен хӗллехи ӑмӑртӑва ҫитсе курӗ. Вӑл «Труд» стадионта 12 сехетре пуҫланать.
Ҫав кунах Валерий Газзаев вырӑнти футбол тренерӗсемпе курнӑҫӗ. Вӗсем регионти футбол аталанӑвне сӳтсе явӗҫ.
Сӑмах май, Валерий Газзаев — 1980 ҫулта иртнӗ Олимп вӑййисен пӑхӑр призерӗ. Вӑл халӗ РФ Патшалӑх Думин Спорт комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ.
Ҫӑмӑл атлетсен кӑҫал иртекен Тӗнче чемпионатне Чӑваш Ен интересне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова хутшӑнма пултарать. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекен ҫак хӗрсӗр пуҫне Раҫҫей спортсменкисенчен Дарья Клишинӑна ирӗк панӑ.
Спортсмен 1991 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Раҫҫейри ӑмӑртусенче вӑл темиҫе хутчен те чемпион ятне тивӗҫнӗ. Википеди пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑсталӑха Сидорова «Юность Москвы» обществӑра Светлана Абрамова тренер ушкӑнӗнче туптать. 2010 ҫулта Тӗнче чемпионатӗнче юниорсем хушшинче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. 2013 ҫулта ҫамрӑксем хушшинче Европӑри чемпионатра кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Тепӗр ҫулхине, 2014-мӗшӗнче, А. Сидорова ҫуллахи Европа чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӑҫалхи Тӗнче чемпионачӗ ҫурла уйӑхӗнче Лондонра иртмелле.
Чӑваш Ене кӗҫех ультрамарафонец Александр Капер ҫитӗ. Хальлӗхе вӑл Чулхула облаҫӗнче. Шупашкара вӑл пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫитмелле.
Александр Капер Мускавран тухнӑ. Вӑл Пекина чупса ҫитесшӗн. «Мускав – Пекин» чупӑва вӑл пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пуҫланӑ. Пӗтӗмпе 8 пин ытла ҫухрӑм чупмалла. Хальлӗхе вӑл 500 ҫухрӑма парӑнтарнӑ.
Спортсменпа пӗрле «автодом» пур. Вӑл унта выртса тӑрать. Кайран ку проект пирки «На бегу» фильм ӳкерӗҫ.
Марафонец Шупашкара ҫитсен унпа пӗрле чупма май пулӗ. Ҫакна тумашкӑн спортсменӑн сайтӗнче трек тӑрӑх сӑнамалла.
Чӑваш Енре физкультурӑпа спорт ӗҫне пӗтӗмлетнӗ. Тишкерӗве пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Физкультурӑпа спорт министерствин анлӑ коллегийӗн ларӑвӗнче ирттернӗ.
Унтах, сӑмах май, иртнӗ ҫул лайӑх ӗҫленисене чысланӑ. Хальхинче ача-пӑча спорт шкулӗсем хушшинче Патӑрьелти мала тухнӑ. 2015 ҫулта вӑл виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнине шута илсен пӗлтӗр ӗҫе палӑрмаллах лайӑхлатнӑ.
Патӑрьелти ача-пӑчапа спорт шкулӗ 500 ытла шкул ҫӳрекенсем хушшинче ҫӗнтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча спорт шкулӗ ку номинацире иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче — Кӳкеҫри «Улӑп» спортпа сывлӑх центрӗ.
500 ачаран сахалтарах ҫӳрекеннисем хушшинче Елчӗкри «Улӑп» мала тухнӑ. Ҫӗмӗрлери «Олимп» — иккӗмӗш, Канашри «Локомотив» — виҫҫӗмӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |