Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрнарти клубра чылай кӗтнӗ премьера тинех сцена ҫине тухнӑ. Унта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх спектакль лартнӑ.
2015 ҫула К.Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерсенех халӑх театрӗн режиссерӗ Галина Иванова районти культура обществисене явӑҫтарса классикӑн поэми тӑрӑх спектакль хатӗрлеме шутланӑ.
Репетицисем тӑватӑ уйӑх ытла иртнӗ. Премьерӑна 70 ытла артист хутшӑннӑ. Спектакле халӑх питӗ лайӑх йышӑннӑ. Ӑна депутатсем те ырланӑ.
Нарспи рольне Галина Блинова вылянӑ, Сетнера вара — Владимир Димитриев. Тӑхтаман Иван Комаров пулнӑ, Сентти — Геннадий Никитин, Михетер — Валерий Кураков, унӑн арӑмӗ — Надежда Куракова, Сетнер амӑшӗ — Надежда Захарова. Ял халӑхне калӑпланма ытти ҫынсем пулӑшнӑ. Спектаклӗн сасӑ режиссерӗ — Павел Васильев, декораторӗ — Виктор Попов, операторӗ — Игорь Сидоров.
Сӑнсем (16)
Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер черетлӗ премьера иртнӗ. «Ан пӑрахсам мана» ятлӑ спектакле театр ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӑ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ.
«Ан пӑрахсам мана» спектакль вӑрҫӑ чӑнлӑхӗнчен ытла урӑхла пулнӑ тӑк еплерех ҫаврӑнса тухассине халалланӑскер тесен тӗрӗсрех. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке.
Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанфована, Светлана Андреевана тата ыттисене шаннӑ.
Спектакле Наталия Сергеева лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.
Паянтан Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӑваш классики тата хальхи» фестиваль пуҫланнӑ. Ку мероприятие чӑваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестиваль паянтан пуҫласа ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак вӑхӑтра спектакльсен ярӑмӗ пырӗ. Ун пеккине маларах театр, сӑмах май, Валерий Яковлев тӗп режисерӑн юбилейне халалласа йӗркеленӗччӗ.
Хальхи фестиваль Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗпе уҫӑлӗ. Программӑна ҫавӑн пекех Денис Гордеевпа Геннадий Кирилловӑн «Хурлӑхлӑ хурама сасси», Петр Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш», Арсений Тарасовӑн «Мунча кунӗ», Анатолий Чебановӑн «Праски кинеми мӑнукне авлантарать», Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗсене кӗртнӗ.
Тӑвай районӗнчи Тушкилти драма кружокӗн членӗсем пӗринче савӑнӑҫлӑ каҫ ирттернӗ. Программӑна Елена Тюдюкина «А я все летала», «За четыре моря», «Цунами» юрӑсемпе уҫнӑ.
Клуб заведующийӗ Н. Георгиева хӑйсен кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Унтан вырӑнтисем А. Чабановӑн «Вӗлтӗрен кайӑкӗ» камитне кӑтартнӑ. Курма халӑх нумай пухӑннӑ. Вылякансем чӑн-чӑн артистсенчен пӗрре те кая мар тесе хакланӑ ентешӗсене ял ҫыннисем.
О. Максимовапа Л. Григорьева Анук инкен качча кайнӑ, хулара пурӑнакан хӗрӗсен Мариҫпе Таиҫ сӑнарӗсене ӑста калӑпланӑ. Н. Цыгановапа А. Васильев каччӑпа хӗр сӑнарӗсемпе пурнӑҫри чи илемлӗ юратӑва кӑтартса пама пултарнӑ.
Куракансем кӑмӑллӑ юлни тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинченех курӑнчӗ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти «Ял ӗҫченӗ» хаҫат.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунне уявлани пирки, ахӑртнех, нумайӑшӗ аса илмест. Анчах ку пӗлтӗрӗшлӗ уяв шутланать. Пирӗн планетӑра ӳсентӑран, чӗрчунсем, кайӑксем, ҫынсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Этемӗн тӗп тивӗҫӗ — ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упрасси. Ачасене те тӑван ҫӗре юратма пӗчӗкренех вӗрентмелле.
Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине ҫӳрекенсемпе воспитательсем вара Ҫӗр кунӗ пирки манман. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр уявланӑ та.
Уяв тӗлне ача пахчин ӗҫченӗсем «Вӑрман кӳренни пирки» спектакль хатӗрленӗ. Ачасем юмахри сӑнарсемпе вӑрман лекнӗ. Лука асатте вӗсене вӑрманта хӑйсене мӗнлерех тытмаллине аса илтернӗ. Гришка каскӑн вара тӑван ҫутҫанталӑка упрамаллине ӑнланса илнӗ.
Ачасем юмаха пӑхса ларнӑ кӑна мар, унта хутшӑннӑ та. Пӗчӗкскерсене ҫутҫанталӑк ҫӑлавҫи пулма килӗшнӗ. Чи пӗчӗккисем те ҫутҫанталӑка, юмахри сӑнарсене юратнине палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Йошкар-Олара чӑваш театрӗн кунӗ иртнӗ. Ҫармӑссен наци драма театрӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Арсений Тарасовӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Мунча кунӗ» спектакль лартнӑ.
Икӗ театр туслӑхӗ темиҫе ҫул ӗнтӗ тӑсӑлать. Вӗсем гастрольсемпе тӑташах ылмашӑнаҫҫӗ. Ку — куракансемшӗн пысӑк парне.
Халӑх артисчӗ Геннадий Медведев ку уйрӑмах Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемшӗн паха пулнине палӑртать. Вӗсем чӑвашлӑхшӑн тунсӑхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа гастрольсемпе ылмашӑнать те икӗ театр. Ҫармӑссен Шкетан ячӗллӗ театрӗ пирӗн пата килет, пирӗннисем унта хӑнана каяҫҫӗ.
Хальхинчи гастроль вара хӑйне евӗрлӗ. Икӗ театр та Арсений Тарасовӑн пьесине хӑйсем курнӑ пек лартаҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫармӑссем «Мунча кунне» пирӗн республикӑна илсе килӗҫ. Куракансен постановкӑна хаклама май пулӗ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче XIX балет фестивалӗ уҫӑлать. Унта сцена ҫине 10 ҫул ытла тухман «Баядерка» спектакль тухӗ. Балет фестивалӗ валли ӑна ҫӗнетме шутланӑ.
Ку спектакль Галина Сергеева халӑх артистки ертсе пынӑ чухне тухма пӑрахнӑ. Илемлӗх ертӳҫи тата тӗп дирижер Ольга Нетстерова каланӑ тӑрӑх, постановкӑна ҫӗнетме, сцена ҫине тепӗр хут кӑларма ӗмӗтленнӗ вӗсем.
Ку спектакльшӗн театр ЧР патшалӑх премине тивӗҫнӗ пулнӑ, ӑна Питӗрти тата Мускаври критиксем лайӑх хак панӑ.
Балет фестивальне Людвиг Минкусӑн «Баядерка» спектаклӗ уҫӗ. Кӑҫал ҫавӑн пекех «Лебединое озеро», «Дон Кихот», «Бахчисарайский фонтан» курма май пулӗ.
Вӗсене лартакансем тӗрлӗрен пулӗҫ. Тӗслӗхрен, «Лебединое озеро» постановкӑна Йошкар-Олари Мари театрӗ лартӗ. «Бахчисарайский фонтан» постановкӑна, премьерӑна, Чулхуларан илсе килӗҫ. Вӑл унти сцена ҫине темиҫе эрне каялла ҫеҫ тухнӑ.
Фестивальти гала-концерт та интереслӗ пулӗ. Унта пирӗн артистсем, Италири, Францири, Англири, Раҫҫейри тӗп театрсенчи хӑнасем хутшӑнӗҫ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Элӗкри клубра «Нарспи» спектаклӗн премьери пулӗ. Ӑна И.В.Афанасьев режиссер ертсе пыракан халӑх театрӗ сцена ҫине каларӗ, Раҫҫейри Литература тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халаллӗ.
Халӑх театрӗ классика спектакльне хапӑл тусах хатӗрленнӗ. Постановка халӑха килӗштӗр тесе пултарулӑх ушкӑнӗ унта ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшнӑ. Унта вӗсем хальхи технологисемпе усӑ курӗҫ. Тумӗсем вара пачах тепӗр май: ӗлӗкхи пурнӑҫа ҫывӑх пулӗҫ.
Малтанах ку постановкӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленнӗ чухне пултарулӑх ушкӑнӗ шикленнӗ те. Ара, Константин Иванова чӗлхине, чӑвашсен йӑли-йӗркине пӗлни ҫителӗксӗр-ҫке. «Нарспи» лайӑх «пиҫсе» тухтӑр тесен чӑваш культурин кашни пӗрчине пӗлмелле вӗт.
Анчах халӑх театрӗ ку ӗҫе пуҫӑннӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест. Ку — кӑсӑклӑ та усӑллӑ.
Спектакле Элӗкри клубра каҫхи 7 сехетре кӑтартӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче сцена ҫине «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» трагикомеди кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Премьерӑна ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче куракан патне ҫитерӗҫ. Пьеса авторӗсем — Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.
«Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» пӗччен фронтовикӑн шӑпипе паллаштарать. Оккупациленӗ Кейӳ хулинчен 1941 ҫулта Мирон мучи выҫӑ ачасене ҫӑлса партизан отрядне ӑсатнине унпа пӗр ял ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ те иккен. Чылай ҫул иртсен Мирон мучие хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ҫӑлнӑ пӗр тӑвансем шыраса тупаҫҫӗ.
Трагикомедин жанрӗ тӗп сӑнарӑн тата ӑна пӗлекенсен чун хевтине ӑнланма май парать тесе пӗлтереҫҫӗ театрта.
Рольсенче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Красова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Владимир Григорьев, Николай Дмитриев, Станислав Владимиров, Александр Степанов, Ирина Архипова, Венера Пайгильдина, Ольга Почалкина, Светлана Дмитриева тата ыттисем выляҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче фашистсене ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ май Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче те тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хальхинче вара апашсем Муркаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Апаш ялӗнче пулнӑ.
Хӑнасем пушӑ алӑпа пыман. Апашри халӑх театрӗ постановка илсе пынӑ. Муркаш районӗнчи Анаткас Апаш ялне те ахальтен суйламан вӗсем. Унта Шупашкар районӗн хисеплӗ гражданинӗ В.И.Смородинов ҫуралса ӳснӗ.
Муркашсем Апашран килнӗ хӑнасен постановкине ӑшшӑн йышӑннӑ. Апашсем В.Кирилловӑн «Ҫулсем иртсен, кунсем юлсан» спектакльне лартнӑ.
Анаткас Апаш ҫыннисем хӑнасене чылайччен алӑ ҫупнӑ, тав тунӑ. Муркашсем апашсене концертпа пыма шантарнӑ. Ҫапла майпа икӗ ял хушшинчи туслӑх кӗперӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |