Чӑваш Енре пурӑнакансен «Маугли ӑрӑвӗ» ача-пӑча спектаклӗнче ӳкерӗнес шанчӑк пур. Унта ӳкерӗнме конкурса хутшӑнас тесен www.dobroedelo.mts.ru сайтра ҫыру хӑвармалла. Спектакль премьери кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче Ӗпхӳре иртмелле.
Мюзикл валли актерсене аслисене те, ачасене те шыраҫҫӗ иккен. Хӑшӗсем пӗрремӗш рольсенче пулӗҫ, теприсем — иккӗмӗш. Хӗрарӑмсен 21 ҫултан пуҫласа 40 ҫулччен пулмалла, арҫынсене 21-рен пуҫласа 50-чченех йышӑнма хатӗр. Суйлав конкурсӗ Ӗпхӳре иртмелле. Ӑна «Маугли ӑрӑвӗ» проект ертӳҫи Константин Хабенский, спекталкь продюсерӗ Евгений Гуров тата режиссер-постановщикӗ Айнур Сафиуллин ирттерӗҫ.
Ку мюзикл Константин Хабенскин фончӗн тата МТС компанин пӗрлехи ыркӑмӑллӑх проекчӗ иккен. Спектакльте пухнӑ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплеме ярасшӑн.
Шупашкарти театрсем премьерӑсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ара, сезон уҫӑласси те инҫех мар-ҫке.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансем валли тӑватӑ премьера хатӗрлет. Артистсем отпускран таврӑнсан чи малтанах иртнӗ сезона пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: иртнӗ сезонра, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра, Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль чи лайӑххи пулнӑ. Нина Яковлева вара хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан ятне илнӗ. «Мунча кунӗ» спектакль Ӗренпурта Атӑлҫи федераци округӗнчи театрсен фестивалӗнче чи интереслӗ 5 спектакль йышне кӗнӗ.
Паян Куславккари «Пчелка» (чӑв. Пыл хурчӗ) ача пахчинче чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм хуҫаланнӑ. Шӑпӑрлансем патне ирех Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем тата воспитательсем Чӑваш патшалӑх пукане театрне хапӑлласах йышӑннӑ.
Артистсем ачасене «Лайӑх пулас килет» («Хучу быть хорошим») спектакльпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансем сӑнарсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ.
Ача пахчин воспитателӗсен шухӑшӗпе, паян ачасене спектакль кӑтартни усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫынпа хутшӑнасси хавшанӑ. Аслисем кӗҫӗннисен кунӗ кӑсӑклӑ, асра юлмалла ирттӗр тесе сахал мар тарӑшаҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Шупашкарта халиччен пулман камерлӑ театр уҫӑлать. Ӑна уйрӑм ҫын туприне хывнипе хута ярӗҫ.
Театра йӗркелекенсем «ArsLonga» камерлӑ театр пирки «театралсем театралсем валли» йӗркеленӗ тесе калаҫҫӗ. Апла тӑк вӑл куракансен ыйтӑвне тивӗҫтерессе шанаҫҫӗ. Пысӑках мар хӑтлӑ зал 174 куракана йышӑнать. Театра проектланӑ чух ҫутӑ тата сасӑ оборудованине илнине ӗнентереҫҫӗ. Тата, паллах, интерьера та театр тӗнчине илсе кӗртме лайӑх пултӑр тесе йӗркеленӗ-мӗн.
Театр стени пысӑках мар драматурги труппине вырнаҫма май парать. Апла тӑк унта пысӑках мар театр ушкӑнӗсем тата антрепризӑсем вырнаҫайӗҫ. Сӑнавлӑ проектсене те унта ним мар лартма пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн 25, 26, 27-мӗшӗсенче театра уҫнӑ май Ролан Топор пьесипе лартнӑ «Зима под столом» премьерӑна кӑтартӗҫ. Спектакль 19 сехетре пуҫланмалла. Спектакль 19 сехетре пуҫланмалла. Мӗнех, чӗрӗ кӗвӗ, ыттисенчен расна хореографи театр ӳнерне юратакансен кӑмӑлне тивӗҫтерессе шанасси ҫеҫ юлать.
Атӑлҫи федераци округӗнче Театрсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие ҫак уйӑхӑн 10-16-мӗшӗсенче пухнӑ.
Фестивале Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем унта Арсений Тарасов драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакльпе тухса кайнӑ.
Ӗренпур театрӗсенче вырӑс тата чӑваш спектаклӗсемсӗр пуҫне тутар, пушкӑрт, ирҫе, ҫармӑс, коми-пермяк чӗлхисемпе лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ.
Фестивалӗн хисеплӗ хӑни пулса Александр Калягин ертсе пыракан Мускаври ET CETERA театр хутшӑннӑ.
Чи лайӑх спектакле куракансен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлсе тата сасӑлаттарса палӑртӗҫ.
Мускаври «Драматургипе режиссура центрӗ» театрта ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «Поля входят в дверь» спектаклӗн премьери пулнӑ. Ӑна Геннадий Айхин «Все тоже прощание» хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Паллӑ поэтӑн Геннадий Айхин сӑввисене халӑх юратса вулать. Унӑн хайлавӗсене «Поля входят в дверь» спектаклӗн илемлӗх ертӳҫи Клим асӑрханӑ. Клим — хальхи театрта паллӑ ят.
Ҫак спектакль чылай ҫул хатӗрленӗ проектӑн пӗр пайӗ. Унта виҫӗ моноспектакль кӗрет. Хальлӗхе иккӗшӗ ҫеҫ кун ҫути курнӑ: «Возмездие 12» тата «Поля входят в дверь». Пӗрремӗшӗнче Ксения Орлова 5 сехете яхӑн Блокӑн икӗ поэмине юрлать. Иккӗмӗшӗнче Наталья Гандзюк Геннадий Айхин сӑввисене вулать.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков ҫак премьера чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл театр режиссерӗсем чӑваш ҫыравҫисен тата поэчӗсен хайлавӗсене пӗрре мар асӑрхасса шанса каланӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗртмен 11-мӗшӗнче «Пирӗн атте авлана-а-ать!!!» камит пулӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев лартнӑ.
Камитри тӗп сӑнар — Николай. Ура ҫинче ҫирӗп тӑракан ҫын ял пурнӑҫӗнчен пахине курмасть те иккен. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушанса юлнӑ: ывӑл-хӗрӗ, ӗлӗкхилле каласан, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ. Анчах унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Хайхин савнӑ хӗрӗпе хутшӑнусем йывӑрлӑха лекнине пӗлнӗ хыҫҫӑн вӑл алӑ усса ларас мар тет. Кӗҫӗн ывӑлӗн хӗрне качча иленҫи сӑмах сарать.
Спектакльте Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисем Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Архипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата театрӑн ҫармӑк артисчӗсем выляҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче Николай Терентьевич Терентьева асӑнса К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ П.Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» пьеси тӑрӑх спектакль лартнӑ.
Спектакль пуҫланиччен халӑх умне ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ С.П.Иванов тухса калаҫнӑ, вӑл Николай Терентьев Чӑваш Ен культурин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Унӑн пьесинчи чӑваш халӑх сӑнарӗсем темиҫе ӑрӑва воспитани пама пулӑшнӑ. Николай Терентьевич пултаруллӑ артист, драматург пулнӑ.
Артистсем спектакльти сӑнарсене чун витӗр кӑларнӑ. Уйрӑмах Ваҫҫа рольне вылянӑ С.П.Иванов, Санюк рольне калӑпланӑ С.Н.Лукиянова халӑх кӑмӑлне кайнӑ.
Аса илтерер: Николай Терентьев Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — ЧР халӑх писателӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, куҫаруҫӑ. К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Чылай пьеса авторӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Паян Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнать. Ҫапла вара ӳнерӗн ҫак енне юратакансен кӑмӑллакан театрӗсенчен пӗри чаршава 96-мӗш хут карӗ.
Ытти чухне вӑл сезона «Ялта» драмӑпа уҫатчӗ те, хупатчӗ те. Пьесӑн авторне те, хайлавне хӑйне те темле хисеплесен те куракансенчен пӗр пайне вӑл йӑлӑхтарса ҫитерни вӑрттӑнлӑх марччӗ. «Урӑх спекталкь ҫук-им?» — тетчӗҫ хайхисем. Театрӑн кун пирки хӑйӗн ӑнлантарӑвӗччӗ. Пӗр енчен, «Ялта» — вилӗмсӗр хайлав. Классика тепӗр май каласан. Тата унта театрти пӗтӗм артист вылянишӗн те сезона хупса уҫма ӑна халӑх умне кӑларатчӗҫ.
Ыран тетарта тинех урӑхла пулӗ. Хальхинче «Икӗ туй» ятпа уяв концерчӗ хатӗрленӗ. Унта «Ялта» спектакльти сыпӑк та пулӗ. Кунсӑр пуҫне Михаил Зощенко пьесипе лартнӑ «Туй» спектакль сыпӑкне курма май килӗ. Республикӑн Культура министерстви пӗлтерни тӑрӑх хакласан, программӑра тата ытти юрӑ-ташӑ та пулмалла.
Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи культура ҫуртне Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ҫыннисем хӑнана килнӗ. Пушӑ алӑпа мар — спектакльпе.
Аччара Хирпуҫри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем, «Ҫеҫпӗл» драмкружок артисчӗсем, Хирпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Терентьев хӑнара пулнӑ. «Ҫеҫпӗл» драма кружокӗн артисчӗсем Ачча халӑхне Николай Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпӑҫмасть» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль кӑтартнӑ. Елена Репицына, Любовь Свирская, Светлана Мальцева, Светлана Илларионова артисткӑсем сцена ҫинче выляни пурин кӑмӑлне те кайнӑ.
Хирпуҫ артисчӗсем спектакле вылянине курма зала халӑх нумай пухӑннӑ. Хальхи ял пурнӑҫне, унта пурӑнакан ҫынсен кун-ҫулне сӑнлакан комедие Аччасем хаваспах йышӑннӑ.
Сӑнсем (9)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.