Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче халӑх театрӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫатра Константин Малышев журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ Зинаида Аниськина ертсе пырать.
Акӑ епле ҫырса кӑтартнӑ вӑл: «Ачасемпе ҫулталӑкне 2 спектакль хатӗрлет Зинаида Владимировна. 15 ача ун патне актер ӑсталӑхне вӗренме ҫӳрет. Эрнере икӗ хутчен шкул хыҫҫӑн пухӑнаҫҫӗ вӗсем клуба. Денис Аниськин, Ангелина Агапова, Карина Яшмурзина, Полина Григорьева, Роман Чухунов, Вадим Ефремов – чи пултаруллисем.
Ялти театр сезонӗ кӗркунне клуба ӑшӑ парсан пуҫланать. Премьерӑсене ял-йыш та кӗтет.
Декорацисене те ял театралӗсен хӑйсен тума тивет. Клубри хӗрарӑмсене мӑшӑрӗсем пулӑшаҫҫӗ. Костюмсемпе ҫеҫ йывӑр. Уйрӑмах ачасем валли тӗрлӗрен выльӑхсен тумӗсене тума хӗн.
Аслисен репертуарӗ – йӑлтах чӑвашла. Аслӑ ушкӑна шкулта тата ача пахчинче ӗҫлекенсем ҫӳреҫҫӗ, пенсионерсем те сахал мар. Анчах кунта та йывӑрлӑхсӑр мар. Зинаида Аниськина шухӑшӗпе, хальхи драматургсен пьесисемпе хатӗрленӗ спектакльсене ялта лартма йывӑр. Чебановӑн комедийӗсене кӑна сцена ҫине кӑларма ҫӑмӑл. Тата Ефим Никитин пухса хатӗрленисене.