Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спектакльсем

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ҫак кунсенче Тӗменпе Ижевск хулисенчи куракансене спектакльсем кӑтартӗҫ.

Чӳк уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче Тӗменти Пысӑк драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ, раштавӑн 2-мӗшӗнче — Ижевскра, унти Патшалӑх наци театрӗн сцени ҫине.

Гастроль программинче — Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗ, Игорь Муренкон «Ай мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камичӗ тата Юлий Кимӑн «Кто принцессу поцелует?» (чӑв. Принцессӑна кам чуптӑвӗ?) музыкӑллӑ юмахӗ.

Чӑвашла спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/7112
 

Культура
kalmteatr.ru сӑнӳкерчӗкӗ
kalmteatr.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче спектакль кӑтартнӑ. Инҫе ҫула вӗсем чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ.

Чӑваш артисчӗсем унта ҫулсерен йӗркелекен «МанджиевФест» регионсем хушшинчи театр фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Культура мероприятийӗ Калмӑк Республикин тӗп хулинче, Элистара, Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртет.

Фестивале Пушкӑртстанри, Дагестанри, Мордва Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тувари артистсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашсем «Куккук куҫҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Мускаври театр критикӗсем килнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӗсем пӑхнӑ спектакльсем хушшинче Чӑваш академи драма театрӗн «Шуйттан чури» драми те пулнӑ.

Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн театр эткерлӗхӗн комиссийӗн председателӗ Дмитрий Родионов Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ май «юлашки ҫулсенче курнӑ чи лайӑх этнос постановки» тесе каланӑ.

Ӗҫ паянхи кунпа килӗшсе тӑнине те вӑл палӑртса хӑварнӑ. Этнокультура – тӗнче бренчӗ-ҫке.

Ҫӗршыври паллӑ театроведсене декораци те, артистсен тумӗ те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Наталия Сергеева режиссёр массӑллӑ сценӑсемпе ӗҫлеме пултарнине, асра юлмалла сӑнарсем хатӗрленине асӑрханӑ.

Спектакльте вылянӑ артистсенчен Елизавета Хрисанфовӑпа (Эрнук) Алексей Герасимова (шуйттан) уйрӑмах ырланӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра Мускаври театр критикӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Ене чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ.

Раҫҫейри театр критикӗсен коллегийӗн пирӗн тӑрӑха килнӗ пайташӗсен йышӗнче — «Сцена» журналӑн тӗп редакторӗ, «Федерация» наци театрӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн илемлӗх канашӗн пайташӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ преми лауреачӗ Дмитрий Родионов, ҫавӑн пекех паллӑ театроведсем Полина Богданова тата Анастасия Ильина.

Сумлӑ хӑнасем Ҫамрӑксен театрӗн, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн ӗҫӗсене хаклӗҫ.

Республикӑна килсе ҫитнӗ кунхине критиксем Ҫамрӑксен театрӗн «Кошкин дом» тата «Чапаев» ӗҫӗсене пӑхнӑ, ӗнер — «Куккук куҫҫулӗ» фантазие.

Чӳк уйӑхӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» драмӑпа «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикомедие хаклӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрне ҫитсе

«Мертвые души» фантасмагорие, «Виртуальные приключения Сони и Вовы» кибер-юмаха тата «Братья Карамазовы» драмӑна пӑхӗҫ.

 

Культура
Надежда Павлова. gctm.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Надежда Павлова. gctm.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2023 ҫулта «История Нарспи» балет спектаклӗ лартма палӑртнӑ.

Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет валли Анисим Асламас чӑваш композиторӗн музыкипе усӑ курӗҫ.

Постановка валли Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне уйӑрмалла.

Спектакле пирӗн ентешӗмӗре, СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халаллӗҫ.

Аса илтерер: Надежда Павлова 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнчи ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать.

 

Культура
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республика парламенчӗн депутачӗсем умӗнче тухса калаҫнӑ. «Правительство сехечӗ» форматпа йӗркленӳ калаҫу вӑхӑтӗнче «халӑх тарҫисем» министр докладне итленипех ҫырлахман, ыйтусем те панӑ.

Игорь Моляков депутат, акӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Сурский рубеж» спектаклӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Парламентари палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл шкулта музыка пӗлӗвне ҫичӗ ҫул вӗреннӗ, унсӑр пуҫне унӑн килӗнче музыка хайлавӗсен пуян коллекцийӗ упранать. Игорь Моляков шухӑшланӑ тӑрӑх, опера пахалӑхӗ пысӑк мар.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ ӗҫ пахалӑхӗ начар тесе шухӑшлани пирки унччен «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра та ҫырса кӑтартнӑччӗ.

Ӳнер ӑсталӑхне ӑнланакансем хакланӑ тӑрӑх, оперӑна лартма 5 миллион тенке тухӑҫлӑ усӑ курман.

Светлана Каликова вара урӑхларах шухӑшлать. Игорь Молякова вӑл хуравланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ музыка хайлавӗсене пур чухне те ырласа йышӑнмаҫҫӗ. Пётр Чайковскин «Лебединое озеро» балетне халӑх 20 ҫултан ҫеҫ йышӑннӑ тесе ӑнлантарнӑ министр. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Шостаковича «Леди Макбет» оперӑшӑн тиркенине те, Ж.

Малалла...

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Герои спорта» (чӑв. Спорт паттӑрӗсем) хореографи спектаклӗ хатӗрленӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ ӗҫӗн сюжетне спортӑн тӗрлӗ енӗсене халалланӑ: ишесси, конькипе ярӑнни, бокс, ҫӑмӑл атлетика...

Юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем спортсменсен ӑсталӑхне кӑтартни килӗшӳллӗ пулса тухнӑ.

Ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи — тӗп дирижёрӗ Кирилл Кассович хореографи спектакль ӳсекен ӑрушӑн та усӑллӑ пуласса шанать.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чӑваш халӑх артисчӗ Пётр Садовников 50 ҫул тултарнӑ.

Пулас артист 1972 ҫулта Етӗрне районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчи (институтӗнчи) чӑваш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Мускавран таврӑнсанах вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ӗҫтешӗсем тата театр ӳнерне ӑнланакансем Пётр Садовникова нумай енлӗ пултаруллӑ актёр тесе хаклаҫҫӗ. Артист, чӑн та, нумай роль калӑпланӑ. Ҫав шутра — тӗп сӑнарсене те, сцена ҫине самантлӑха тухаканнисене те; драмӑллисенче те вылянӑ, камитсенче те.

 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Аякри Тӗмен хулинче чӑваш спектаклӗсене кӑтартӗҫ. Унта К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ гастрольпе тухса кайӗ.

Чӑваш артисчӗсем Тӗменте чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗпе 30-мӗшӗсенче пулӗҫ.

Тӗменти Пысӑк драма театрӗн сцени ҫине малтанхи кун «Ялта» спектакльпе тухӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 тата 13 сехетсенче «Кто принцессу поцелует» юрӑллӑ-ташӑллӑ юмах лартӗҫ. Ҫав кун каҫхине, 19 сехетре, «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камит курма май килӗ.

 

Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера кӑтартрӗҫ. Хальхи унчченхи спектакльсенчен уйрӑлса тӑчӗ. Ӳнер учрежденийӗн илемлӗх ертӳҫи — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев концерт-спектакль хатӗрленӗ.

«Юрлар-и, ташлар-и фольклорпа джаз кӗввипе» ят панӑскере чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑтартрӗҫ.

Шухӑшӗ, чӑн та, ырӑ. Вӑрӑма тӑсӑлса кайман спектакль-концерт пуян культурӑллӑ чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, юрри-ташшипе ҫӑмӑллӑн паллаштарать, чӑвашсем ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ халӑх иккенне ҫирӗплетсе парать.

Ҫапах та пӗр самант аптӑратсах ячӗ. Улаха пуҫтарӑннӑ хӗрсемпе яшсен, салтак юрри юрлакансен хыҫӗнче каҫхи хула (нумай хваттерлӗ ҫуртсем) сӑнарланнӑ. Ҫавна малтанласа: «Джаз вӑхӑтӗнче те пӗр декораци пулать-тӗр», — тесе тӳрре кӑларма хӑтлантӑм. Ҫук иккен — кайран декораци ылмашрӗ.

Малтанхи пайра йӑмраллӑ, ҫырма-ҫатраллӑ чӑваш ялӗ сӑнлансан килӗшӳллӗрех курӑнассӑн туйӑнчӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 43
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пултарулăх валли лайăх вăхăт, чи çутă ĕмĕтсене пурнăçлама пултаратăр. Лура-тăрăва алăран вĕçертес мар тесен пуçаруллă пулмалла. Çĕнĕ опыт сирĕн умра çĕнĕ майсем уçĕ. Туссемпе курнăçма, романтика тĕлпулăвĕ валли лайăх вăхăт.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть