Шупашкара Сахалинти театр килӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен вӑл пирӗн патра пулман.
Юпа уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче театр «Пысӑк гастроль» проектпа килӗшӳллӗн килӗ. Ӑна Росконцерт ҫӗршывӑн Культура министерствин гастрольпе концерт планне тӗе хурса йӗркелет.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗн сцени ҫинчи аякри хӑнасем «Золотой Цыпленок», «Убить Бобрыкина» и «Расскажи мне про Красную Шапочку» спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Гримм пӗртӑвансен юмахӗпе «Бременские музыканты» мюзикл лартма хатӗрленеҫҫӗ. Премьерӑна авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Трубадурпа унӑн тусӗсен мыскарисем ҫинчен каласа кӑтартакан ӗҫпе театрӑн тӗп режиссёрӗ Дмитрий Михайлов ӗҫлет. Мюзикла театрти пӗтӗм труппа тенӗ пекех хутшӑнӗ.
Мюзиклти юрӑсен авторӗ – Игорь Столяров музыкант тата композитор. Унпа театр унччен те килӗштерсе ӗҫленӗ. Художник-постановщикӗ — Питӗрти Мария Шуплецова. Вӑл маларах Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Ҫӗн Кун Ачи», Михаил Лермонтовӑн «Мцыри» ӗҫне лартма хутшӑннӑ.
Пластика режиссёрӗ — Пушкӑртстанӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата тава тивӗҫлӗ артисчӗ Рамиз Мухаметшин. Вӑл чӑваш театрӗнче «Снежная королева» юмах, «Ҫӗн Кун Ачи», «Шурҫамка», «Куккук куҫҫулӗ» спектакльсем лартма хутшӑннӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ, 107-мӗш, сезона «Салампи» спектакльпе уҫӗ. Кун пирки театр директорӗ Елена Николаева коллективпа ирттернӗ пухура пӗлтернӗ.
«Театр куракансене авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче йышӑнӗ. Ун чухне Чӑваш Енри театрпа культура учрежденийӗсем театрпа концерт сезонне уҫӗҫ.
Чӑваш драми авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ «Салампи» спектакле кӑтартӗ.
Юпа уйӑхӗнче кураканӑмӑрсене «Василисса» ӗҫе килсе курма йыхравлатпӑр. Унӑн режиссёрӗ — Тольятти хулинчи Алена Савельева.
Тӗп пулӑмсене вара пирӗн илемлӗх ертӳҫи, ятлӑ-сумлӑ режиссёр тата педагог, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев 85 ҫул тултарнине халаллӑпӑр», – тенӗ Елена Васильевна.
Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑна Пушкӑрт Республикинчи артистсем килӗҫ. Унти «Нур» театр пирӗн тӑрӑхра гастрольпе пулӗ.
Ӗхпӳри патшалӑх театрӗ тутар театрӗ шутланать. Шупашкарта ҫав коллектив авӑн уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче пулӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче хӑнасем «Галиябану», «Там, где сбываются мечты» тата «Фатима» спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Ммихаил Зощенко хайлавӗпе «Великие путешественники» (чӑв. Аслӑ ҫулҫӳревҫӗсем) инклюзив спектакль лартма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна учреждени Президент гранчӗсен фончӗн «Приходите на нас посмотреть без жалости и уныния!» (чӑв. Пире курма хӗрхенмесӗр тата нӑйкӑшусӑр килӗр) проекчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрлет.
Ку вӑл Чӑваш пукане театрӗн «ОСОБЫЕ-РАЗНЫЕ-РАВНЫЕ» студийӗпе Волгоградри «Ӑшӑ артистсем» инклюзив театрӗн пӗрлехи проекчӗ пулӗ.
Спектакльте сусӑр ачасем тата профессилле артсистем вылӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алина Каликова тата Николай Соколов артист.
Иртнӗ эрнере, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 106-мӗш сезон хупӑннӑ. Ӑна культура учрежденийӗ Никифор Мраньккан романӗ тӑрӑх лартнӑ «Ӗмӗр саки сарлака» спектакльпе хупнӑ.
Театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев иртсе кайнӑ ҫула пӗтӗмлетнӗ. Вӑл актёрсене тата театрта ӗҫлекенсене хыҫа юлнӑ черетлӗ сезонти ҫитӗнӳсемшӗн тав тунӑ.
Театрӑн ддиректорӗ Елена Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, 106-мӗш сезонти спектакльсене курма ҫӳрекенсен йышӗ 22 процент ӳснӗ май тупӑш шайӗ унчченхи сезонтинчен 35 процент ӳснӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ черетлӗ сезона Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльпе уҫӗ.
gorodzovet.ru спектакль анонсне кӗскен ҫапларах хыпарланӑ: «Александр Артемьевӑн этем пурнӑҫӗн тӗп никӗсне, чун тарӑнӑшне кӑтартакан «Салампи» повеҫӗнче ваттисен евӗрлесе каланӑ ӑслӑ сӑмахӗсем чылай вырӑнта тӗл пулаҫҫӗ. Ку хайлава пурнӑҫа вӗрентсе ҫырнӑ пулин те вӑл вулакана ирӗксӗрлемест, тӗп шухӑш патне ҫемҫен ертсе пырать. Ҫавӑнпах «Ҫак ӗмӗрте чи нумай вуланӑ чӑваш кӗнеки» ята илнӗ-тӗр вӑл (2020).
«Салампи» мелодрама сцена ҫинче повеҫри сӑнарсене чӗртсе тӑратать. Вӗсем куракана вӑхӑта парӑнман чӑн-чӑн юрату ҫинчен каласа парӗҫ. Ҫак тарӑн туйӑма хирӗҫ тӑракансем те пур кунта. Анчах вӗсем хӑйсен икӗпитлӗхне пытараймӗҫ».
Ҫӗн ӗҫе авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнӗ. Ӑна культура учрежденийӗ Михаил Лермонтовӑн «Мцыри» романтикӑлла поэми тӑрӑх лартнӑ спектакльпе вӗҫлеме йышӑннӑ.
Асӑннӑ ӗҫе театр «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) федераци программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Калмӑк Республикин халӑх артисчӗ Сергей Бурлаченко. Ӗҫӗн исценировкине Элистари ҫав ӑста хатӗрленӗ. Художникӗ – Питӗрти Мария Шуплецова. Пластика енӗпе режиссёр – Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑста, Бурят Республикин тата Тыва Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Менгилен Сат. Ҫутӑ режиссёрӗ – Питӗрти Михаил Добрышин.
Мцыри ролӗнче – Николай Миронов, Старец – Сергей Никитин,
Дзанни, манахсем, каччӑсем – Никита Бондаренко, Александр Захаров, Никита Чукмарев, хӗрсем – Надежда Полячихина, Екатерина Чекушкина, Мария Благушина.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Суздаль хулинче иртекен Раҫҫейри наци театрӗсен ҫуллахи пӗрремӗш фестивальне хутшӑннӑ.
Пин ҫулхи хулана вӗсем ӗмӗр каялла Константин Иванов ҫырма пуҫланӑ, 1967 ҫулта Ухсай Яккӑвӗ вӗҫленӗ «Шуйттан чури» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ мистикӑллӑ драмӑпа кайнӑ. Спектакле вӗсем Йывӑҫ ӑсталӑхӗн музейӗн уҫӑ сцени ҫинче кӑтартнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «декорацисем вырӑнне – йывӑҫ чиркӳсем, тарасасемпе ҫил арманӗсем, ешӗл ҫеремпе кӑвак тӳпе, хӗвел ҫути, ӗмӗрхи йӑласемпе чӑваш чӗлхи. Спектакль куҫ умӗнче пулса иртекен чӑн-чӑн япала пек туйӑннӑ куракана».
Пукане театрӗн спектаклӗ Раҫсейри наци театрӗсен «Ылтӑн маска» премине тивӗҫнӗ. Сӑмах - «Король Лир» постановка пирки. Ӑна Санкт-Петербургри ӳнерҫӗ Юрий Сучков илемлетнӗ. Спектакль «Ӳнерҫӗн чи лайӑх ӗҫӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Премишӗн 40 спектакль, 184 театр ӗҫченӗ кӗрешнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |