Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 22 сехетре Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫав каҫ упӑшкипе арӑмӗ, виҫӗ ачи ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен ферми те ҫунса кайнӑ. Пушарта 800 яхӑн кӑркка, чӑх ҫунса вилнӗ.
Ҫулӑм тухнине кил хуҫи асӑрханӑ, вӑл арӑмне вӑратнӑ. Хӗрарӑм аслӑ ывӑлне тӑратнӑ, хӑй кӗҫӗннине йӑтнӑ. Асли вара вӑтаммине ҫавӑтнӑ. Ҫапла вӗсем ҫунакан пӳртрен тухнӑ.
Ҫемье документсене те илме ӗлкӗреймен. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ тата ачисем кӳршисем патӗнче вӑхӑтлӑх пурӑнаҫҫӗ. Лешсем унта кун кунламаҫҫӗ, сайра хутра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ.
Ял-йыш ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ ҫемьене тумтирпе, атӑ-пушмакпа пулӑшнӑ. Ҫапах ку ҫителӗксӗр, ҫемьене пурӑнмашкӑн укҫа та кирлӗ. Вӗсем ҫунса кайнӑ ҫурта ҫӗнетсе унта пурӑнма кӗресшӗн.
Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗ ҫуннӑ. Ҫак йӗркесен авторне шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм сӗт-ҫу, аш-какай сутмалли ҫуртра алхаснӑ.
Пасар шӑматкунпа вырсарникун ӗҫлет. Паян унта кайнисем пасар уҫӑ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Суту-илӳ тӑвакансем ятарлӑ ангарта мар, урамра, машинӑсем ҫинче, сутнӑ.
РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн сайтӗнче инкек пирки калани ҫак самантра ҫукчӗ.
Пасара кайнӑ ҫынсем унта пушар хуралӗн ӗҫченӗсене курнине пӗлтереҫҫӗ. Апла пулсан, ахӑртнех, тӗпчев пырать.
Ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем тӗшмӗртни тӑрӑх хакласан, пасара такамсем тивертсе яма пултарнӑ имӗш. Анчах, тепӗр хут палӑртар, ку вӑл — сӑмах-юмах шайӗнче сарӑлнӑскер кӑна. Сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Дон ҫинчи Ростов хулинче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл 29 ҫулта кӑна пулнӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиелте ҫуралнӑ арҫынна авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ.
Палтиел ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Замире Шарафутдинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Дамир Вахитов 1987 ҫулта ҫуралнӑ.
«Блокнот Ростов-на-Дону» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Петренко урамӗнчи 16-мӗш ҫуртри лифтра авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алхаснӑ. Ҫав самантра унта пулнӑ Шӑмӑршӑ район арҫыннин ӳчӗ 95 процент таран пиҫсе кайнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ сайтри хыпара сӳтсе явакансем хушшинче пушар сӑлтавӗ пирки тӗрлӗрен ҫырнӑ. Пирус туртнипе кладовкӑра пушар тухнӑ текен те пур.
Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Канаш хулинче вӑйпитти арҫын сӗрӗмпе вилнӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек каҫхи тӑхӑр сехет тӗлӗнче тухнӑ.
Канаш хулинчи Хӗвелтухӑс урамри 3-мӗш ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте кил хуҫи хӗрарӑмӗн пиччӗшӗ хӑналаннӑ. 52-ри арҫын вырӑн ҫинче сигарет туртнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кайран вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Пирусран малтан диван хыпса илнӗ, унтан ҫулӑм пӳлӗмри ытти япала ҫине куҫнӑ.
Арҫын сӗрӗмпе хытах минренӗ. Инкек вырӑнне персе ҫитнӗ пушар хуралӗн ӗҫченӗсем хӗрлӗ автана 15 минутра сӳнтернӗ. Анчах арҫынна ҫӑлса хӑварма май килмен. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машини килсе ҫитиччен вилсе кайнӑ.
Ӗнер Етӗрне районӗнчи Пупӑлькасси ялӗнче те пушар тухнӑ. Унта пушӑ ларнӑ ҫурт ҫуннӑ тата кӳршисен хуралтисем сиенленнӗ.
Вырсарникун, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Рассвет» хуҫалӑхра утӑ-улӑм хумалли хуралтӑ ҫунса кайнӑ. Унта 200 тонна утӑ тата 300 тонна улӑм пулнӑ.
Пушара тӑватӑ пушар автоцистерни сӳнтернӗ. Юрать, юнашар вырнаҫнӑ выльӑх-чӗрлӗх ферми шар курман.
Шӑматкун ҫӗрле Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ялӗнче те пушар алхаснӑ. Унта пӗр хуҫалӑхри хуралтӑ таврашӗ тата унран виҫӗ метрта пулнӑ утӑ купи ҫунса кӗлленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар такам чӗртсе янине пула тухма пултарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман.
Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче хӗрлӗ автан пуҫтахланма тытӑннӑ. Пушар Чапаев урамӗнчи 9-мӗш ҫуртиа тухнӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи МИХсенчен пӗри халӑх корреспонденчӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
Вӑрӑмах мар хыпарта пушар сӑлтавне кӑтартман.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, инкек пилӗк хутлӑ ҫуртӑн тӑваттӑмӗш хутӗнче пулни курӑнать. Ҫуртӑн чӳречинчен хура тӗтӗм хӑрамалла тухать, вӑйлӑ ҫулӑм хӑрушла алхасать.
Пушар кӑнтӑрла иртсен, 13 сехет те 20 минутсенче, тухнӑ. Пушар хваттере йӑлтах ярса илнӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑмпа кӗрешме пушар хуралӗнчен вырӑна ятарлӑ икӗ машина пырса ҫитнӗ.
Вут хыпса илнӗ нумай хутлӑ ҫуртран ҫынсене, ахӑртнех, эвакуациленӗ-тӗр.
Канаш районӗнчи Шаккӑлта пурӑнакан 52-ри арҫын пӗр каҫра пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 30 минут тӗлӗнче, тухнӑ. Ҫӗр хута вут-ҫулӑм алхаснине асӑрханисем пушар хуралӗн ӗҫченӗсене систернӗ.
Шел те, кил хуҫин йывӑҫ пӳртне хӗрлӗ автан тӗп тумаллипех тӗп тунӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем кил хуҫин хуралтисене ҫеҫ ҫӑлса ӗлкӗрнӗ.
Инкек тухнӑ каҫ кил хуҫи килте пулман. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ ҫутӑпа асӑрханмасӑр усӑ курнипе е юсавсӑр кӑмака хутнипе ҫыхӑнкалать те, Шаккӑлтин сӑлтавӗ урӑх тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрте такам юри чӗртсе янӑ.
Чӑаш Енри пушарсенче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 80 миллион тенке яхӑнлӑх пурлӑх вутпа кӗлленнӗ.
Полици подполковникӗ Юрий Плотников ывӑлӗпе ҫав кун Муркаш районӗнчи Сарчак ялӗнче хӑнара пулнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем темӗн шаплатнине илтнӗ. Тепӗр урамра ҫурт ҫунма пуҫланӑ-мӗн.
Полицейски 20-ри ывӑлӗпе пушар енннелле чупнӑ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре ҫынсем пухӑнма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Халӑх ҫулӑма хӑйӗн вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Полицейскипе ывӑлӗ ытти арҫынпа пӗрле ҫывӑха лартнӑ автомобильсене тӗксе куҫарнӑ.
Кӳршисем ҫунакан ҫуртра хӑй тӗллӗн утайман 17 ҫулти арҫын ача пулнине пӗлтерсен полицейскипе ывӑлӗ пӗр чӳречене ҫӗмӗрнӗ. Ҫамрӑкки ҫурта пӗрремӗш кӗнӗ. Ашшӗпе пӗрле вӗсем кӳмере ларакан сусӑра урама илсе тухнӑ.
Шел те, ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.
Икӗ полицейски ҫамрӑксене пушартан ҫӑлнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем тӗтӗм йӑсӑрланнине курнӑ та унталла васканӑ.
Ҫав кун полици старшини Александр Федоров тата Евгений Ильин аслӑ сержант Шупашкарти Юрий Гарин-Михайловский урамӗнче патрулировани маршрутӗнче пулнӑ. Вӗсем тӗтӗм тухнине курнӑ та пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Хӑйсем вара ҫав вырӑналла утнӑ.
Ҫурт ҫывӑхӗнчи хуралтӑсем ҫунма пуҫланӑ-мӗн. Тӗтӗм пӳрте те кӗнӗ. Полицейскисем чӳречен пӑхнӑ. Тӗтӗмпе тулнӑ пӳлӗмре тӑватӑ ҫамрӑк ҫывӑрнӑ. Полицейскисем чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ, ҫамрӑксене илсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |