Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче пушар тухнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула виҫӗ хуҫалӑх шар курнӑ.
МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫамрӑксен урамӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫыннӑн сарай таврашӗнче пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна май ҫулӑм кил хуҫин ҫурчӗ ҫине куҫнӑ, кайран икӗ кӳршин пӳрчӗ ҫунма тытӑннӑ.
Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ, пушарнӑйсем ултӑ автоцистернӑпа усӑ курнӑ. Пӗр ҫурт тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ, тепӗр иккӗшне ҫӑлма май килнӗ.
Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ
Йӗпреҫ район администрацийӗн сайтӗнче ку хыпара иртнӗ уйӑхӑн 19-мӗшӗнчех пичетленӗ-ха. Ӑна Киров ял тӑрӑхӗн сайтӗнче те вырнаҫтарнӑ. Хуйхӑллӑ хыпар «Актуаллӑ» баннерта тӑнӑран пирӗн куҫ тӗлне лекрӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Йӗпреҫри Васильевсен пӳрчӗ ҫуннӑ. Арӑмӗпе упӑшки Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи ҫар ӗҫ комиссариатӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен. Ачисем вак-ши е ӳссе ҫитнӗ-ши — кӗске хыпарта ӑна пӗлтерсе тӑман.
Вӑрӑран юлать тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ. Пушар, шел те, йӑлтах тӗп тӑвать. Инкекри ҫемьене пулӑшма ыйтса ҫырнӑ.
Укҫа куҫармашкӑн банк карттисен номерӗсене те кӑтартнӑ: «ВТБ 24» кредит учрежденийӗнче уҫнӑ карттӑ номерӗ — 5368 2900 1562 4572; Перекет банкӗнчи карттӑ номерӗ — 5469 7500 1086 2970.
Шупашкарти Гузовски урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансен пӗр канӑҫ та ҫук. Унта кун кунлакан 74 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хваттерне темӗн те пӗр сӗтӗрет-мӗн, йӑлтах ӑпӑр-тапӑрпа тултарса лартать. Ҫавӑнпа ҫав хваттертен ырӑ мар шӑршӑ тухать.
Ҫынсем управляющи компанийӗнчен пӗрре мар пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем хӑйсен вӑйӗпе ҫӳп-ҫапа темиҫе хутчен те илсе тухнӑ. Анчах усӑсӑр, кил хуҫи хваттере каллех ӑпӑр-тапӑрпа тултарать. Вӑл вӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗнчен сӗтӗрет. Кун пирки «Про Город» хаҫата Николай Петров каласа кӑтартнӑ.
Ӗнер вара ҫав шӑршлӑ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Кӳршисем тӗтӗм шӑршине туйнӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра килте пулман. Юрать, ҫулӑма вӑхӑтра сӳнтернӗ, унсӑрӑн кӳршисем та шар курӗччӗҫ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм коридорта тухнӑ.
Вӑрмар районӗнче паян ҫӗрле пушар алхаснӑ. Унта чутах амӑшӗпе хӗрӗн пурнӑҫӗ татӑлман. Пушарта шар курнӑ хӗрарӑма, пиҫсе кайнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.
Пушар ирхи 2 сехет ҫурӑра 84 ҫулти кинемей килӗнче тухнӑ. Йывӑҫ ҫурт хӑвӑрт ҫунма тытӑннӑ. Пӳртре кинемей тата унӑн 54 ҫулти хӗрӗ пулнӑ.
Пушар тухнине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсемех кил хуҫисене урама тухма пулӑшнӑ. 54-ри хӗрарӑм хытах пиҫсе кайнӑ.
Ӗнер Шупашкарти Алькеш поселокӗнче те пушар алхаснӑ. Унта 37 ҫулти хӗрарӑмӑн ҫурчӗ кӗлленнӗ. Унӑн 62 ҫулти ашшӗ, шел те, ҫӑлӑнайман.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 331 пушар алхаснӑ, вӗсенче 33 ҫын вилнӗ, 32-ӗн аманнӑ, 195 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ тата шалӑк сезонӗ уҫӑлнӑ май Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пӗр эрнере кӑна пушарнӑйсем ҫакнашкал ҫичӗ пушара сӳнтернӗ.
МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 6,8 гектар ҫуннӑ. Телее, ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман. Халӗ пашар кам айӑпӗпе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Типӗ курӑка ҫунтарнӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ахаль ҫынсен – 2-3 пин, должноҫри ҫынсен – 6-15 пин, юридици сӑпачӗсен 150-200 пин тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пушар ан тухтӑр тесе пушарнӑйсем профилактика ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 72 пушар тухнӑ, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 6 пушар ытларах алхаснӑ, ҫав инкексенче 7 ҫын пурнӑҫӗ (пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра — 6) вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Кун пирки паян, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧСӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов пӗлтернӗ.
Вут-ҫулӑм ытларах чухне юсавсӑр кӑмакапа усӑ курнӑран шар кӑтартать, асӑннӑ тахӑрта ҫак сӑлтава пула 33 хут вут тухнӑ. Электрооборудовани юрӑхсӑррине пула — 13, пирус туртнӑ самантра асӑрханманнипе — 6, вут тивертнӗ вӑхӑтра тимсӗрлӗхе ҫухатнипе 2 пушар алхаснӑ. Автотранспорт юсавсӑррине пула — 4, ача вутпа вылянӑран 1 пушар инкек кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне кӑҫал икӗ ҫемье кил-ҫурчӗ чӗртсе янӑран ҫунса кӗлленнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пушарта вилнисем пурте тенӗ пекех ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнӑ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче пушар алхаснӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр хутлӑ ҫурт ҫуннӑ.
Пушар пӳртӗн шалти пайне тата тӑррине сиенлетнӗ. Шел те, ҫулӑм виҫӗ арҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 50 ҫулти кил хуҫин тата 40-ри, 37 ҫулти ентешӗсен виллине тупнӑ.
Ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнине кӳрши асӑрханӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Вӑл пушарта виҫӗ ҫынна ҫӑлнӑ. Сӑмах Муркаш районӗнчи пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Юрий Варюхин пирки пырать.
Ӗнер ирхине Юрий Варюхин яланхи пекех ӗҫе кайма тухнӑ. Мӑн Тутаркас ялӗ патне ҫитсен хайхискер пӗр йывӑҫ ҫуртӑн тӑрри айӗнчен тӗтӗм йӑсӑрланнине курнӑ. Ҫак ялта пурӑнакан 64 ҫулти арҫыннӑн килӗ ҫуннӑ-мӗн.
37-мӗш пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ часрах унта васканӑ. Шалта ӳсӗр виҫӗ арҫын пулнӑ. Юрий Варюхин вӗсене уҫӑ сывлӑша илсе тухнӑ. Арҫынсем пульницӑна кайма хирӗҫленӗ.
Часах вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Пушара виҫӗ автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Пӳртӗн шиферпа витнӗ тӑрри ҫунса кайнӑ.
Халӗ пушар мӗнле тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паянтанпа Чӑваш Енре пушара хирӗҫле тапхӑр тесе йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата инкеклӗ ӗҫсен комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров пӗлтернӗ тарӑх, вӑрмансене пушартан сыхлас тӗлӗшпе мероприятисен планне хатӗрленӗ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вара Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим йышӑнӗҫ. Ун пирки республикӑн Министрсен Кабинечӗ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчех ятарлӑ хута алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Вӑрманта кӑвайт чӗртекен тата ҫавӑн пек пуҫтахланакансене 5 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, предприяти-организацисене саккун 500 пинтен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таранлӑх явап тытарма ирӗк парать, должноҫри ҫынсене
— 50 пин тенкӗ таран.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 23 сехет те 53 минутра Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм икӗ ҫурта тӗп тунӑ, вӗсенчен кӗл купи ҫеҫ юлнӑ.
Икӗ ҫемье, Лубашкинсемпе Березкинсем, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Анна Березкина ялти шкулта ачасене биологипе хими предмечӗсене вӗрентет, Валентина Лубашкина – кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ.
Пушар тухнӑ чухне Березкинсем ҫывӑрнӑ. Чи малтан хунямӑшӗ вӑраннӑ, ҫулӑм пиче патне пынӑран вӗри туйнӑ. Пӳртре 6 ҫын ҫывӑрнӑ. Вӗсем документсене тата ноутбука илме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ.
Березкинсем Лубашкинсем патне шакканӑ. Лешсем йӑлара уса курмалли хӑш-пӗр техникӑна тата документсене ҫеҫ илнӗ, часрах ҫунакан пӳртрен чупса тухнӑ. Икӗ кил хуҫалӑхӗнче те выльӑх-чӗрлӗх ҫунса вилнӗ.
Ҫемьесен халӗ нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӗсене япаласем кирлӗ: арҫынпа хӗрарӑм тумӗсем, эмелсем, ҫӑвӑнмалли хатӗрсем, апат-ҫимӗҫ. Укҫан пулӑшсан та лайӑх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |