Нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнчи пӗр ҫуртра, виҫҫӗмӗш хутра, ҫулӑм тухнӑ. Инкек вырӑнне патрулировани маршрутӗнчен ШӖМ ӗҫченӗ Артем Петров ҫитнӗ.
Хваттерӗн тимӗр алӑкӗ хупӑ пулнӑ. Кӳршисем унта пурӑнакан арҫынна кӑшкӑрнӑ, алӑкран шакканӑ – лешӗ сасӑ паман. Ҫӑлавҫӑсем хваттере кӗме пусма лартнӑ вӑхӑтра арҫыннӑн амӑшӗ ҫитнӗ, алӑка уҫнӑ. Артем Петров полицейски тӗтӗм-сӗрӗмпе тулнӑ пӳлӗме чупса кӗнӗ те арҫынна урама кӑларнӑ. Лешӗ сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑран хӑй тӗллӗн утайман.
Полицейски васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем 39 ҫулти арҫынна кислород маски тӑхӑнтартнӑ та пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗсене видеокамерӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче кӑларни пирки паян пӗлтернӗ.
Видеомониторинг тытӑмӗсемпе Улатӑрти, Шупашкарти тата Йӗпреҫри вӑрман хуҫалӑхӗсене тивӗҫтерӗҫ. Видеотытӑм хакӗ 1,1 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Видеомониторинг вӑрманта пушар тухнине хӑвӑрт, пушар анлӑ сарӑличчен палӑртма май парӗ.
Вӑрман хуҫӑлӑхӗсене видеомониторингпа тивӗҫтерни «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать.
Вӑрман хуҫалӑхӗсене валеҫме йышӑннӑ видеотытӑм пӗр вырӑнта тӑраканни мар. Ятарлӑ хатӗр пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫӳресе вӑрмана ҫӳлтен ӳкерӗ, ҫав информацие яваплисем патне ҫитерӗ. Апла пулсан, ҫулӑмпа кая юлмасӑр кӗрешме тытӑнма май парӗ.
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемье пушарта шар курнӑ. Инкек ҫемьен хуҫалӑхне кӗллентерсе ҫӗрпе танлаштарнӑ.
Кил хуҫи, Ольга Илларионова, ялта юлташӗсем патӗнче вӑхӑтлӑх тӗпленнӗ, ачисем — хулара, тӑванӗсем патӗнче.
Ҫемьене вырӑнти ял тӑрӑхӗ вӑхӑтлӑх икӗ вырӑн сӗннӗ: унчченхи ваттисен ҫуртне тата хваттерти пӳлӗме. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи ваттисен ҫурчӗ пулнӑ ҫуртра ачисемпе пӗччен пурӑнма шикленет иккен, вӑл хваттерти пӳлӗме кайса пӑхасшӑн.
Ял ҫыннисем ҫемьене кӑштах пулӑшкаланӑ-ха. Пушарта нимсӗр юлнӑ йыша сӗтел-пукан, йӑлари техника таранах кирлӗ.
Ольга Илларионова Ҫатра Хочехматри шкулта директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
Паян каҫхине Шупашкар хулинче пӳрт ҫуннӑ. Республикӑри электрон кӑларӑмсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Шупашкарӑн Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче тухнӑ. Ун пирки МИХа инкеке курнисенчен пӗри пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахне ӗнентерме вӑл видео ярса панӑ.
Пушар паян, кӑрлачӑн 12-мӗш каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, тухнӑ. Ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем урлӑ аякранах курӑннӑ. Инкек мӗн сӑлтавпа пуҫланнине пӗлтермен. Ӑна специалистсем каярах татса калӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче мунчасем час-час ҫунаҫҫӗ. Инкекрен сыхланас тесен мӑрьесене кварталта пӗр хутран кая мар тасатма, кӑмака купалаттарма тата ӑна юсаттарма специалистсене ҫеҫ явӑҫтарма сӗнеҫҫӗ.
Ӗнер ҫӗрле, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Павлов Мичман урамӗнчи 74-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Хулари ача-пӑча клиника пульницине икӗ ачана илсе ҫитернӗ. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланма пултарнӑ. Тепӗр аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Ҫак тӑватӑ ҫыннӑн сывлӑхӗ халӗ вӑтам йывӑр шутланать.
Сӑмах май, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра республикӑра 5 пушар пулнӑ, вӗсенче 3 ҫын шар курнӑ, 15 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 27 минутра Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дежурнӑй пульчӗ ҫине Шупашкарта пушар тухни пирки хыпар ҫитнӗ. «Ярмарккӑ» пасарта ҫулӑм тухнӑ-мӗн.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, курттӑмӑн туянмалли ретри пӗр контейнерта ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Пушар темиҫе контейнера (суту-илӳ точкине) тӗп тунӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, 16 контейнер ҫунса кайнӑ. Теприсем 7 контейнер кӗлленни пирки калаҫҫӗ.
Пушара 35 пушарнӑй, 9 техника сӳнтернӗ. Вӗсен «хӗрлӗ автанпа» самаях кӗрешме тивнӗ. Пушара 5 сехет те 8 минутра ҫеҫ сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑра Шупашкарти Патрис Лумумб урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ, анчах ҫулӑм кравате сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ача шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал Чӑваш Енре ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран 30 яхӑн пушар тухнӑ. Юпа уйӑхӗнче Шупашкар районӗнче 2 ҫулти ачана пула ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Шӑпӑрлан кӑмака умӗнчи япаласене чӗртсе янӑ.
Муркашра тирпейлӗ хӑна кил хуҫисене чутах пӳртсӗр хӑварман. Ӗнер ҫавскер улӑма пуҫтарса ҫунтарма шут тытнӑ. Шухӑшланӑ — тунӑ. Пӳрт ҫумӗнчи улӑма йӑпӑр-япӑр чӗртсе янӑ. Ҫулӑм алхасса кайсан пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илме тивнӗ.
Ӗнер Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче те пушар тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнче 70-мӗш
ҫуртӑн иккӗмӗш подъездӗнчи ҫӳп-ҫап упранакан вырӑн ҫунма пуҫланӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма пилӗк минутранах сӳнтернӗ. Ҫуртра пурӑнакансем шар курман. Ҫавӑн пек инкек Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Унта та вута алхасма паман. Хуласенчи ҫак икӗ пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Паян ир-ирех, ҫур ҫӗр иртни 3 сехет те 40 минутра, Шупашкарти Чапаев урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Ҫулӑм залра алхасма тытӑннӑ, сӗтел-пукана ярса илнӗ.
Ҫав самантра килте хваттере тара илнӗ хӗрарӑм, унӑн 3-ри ачи тата иккӗмӗш сыпакри йӑмӑкӗ пулнӑ. Ҫулӑм тухнине курсан вӗсем ӑна хӑйсем тӗллӗн сӳнтереймен, урама тухсан пушарнӑйсене чӗннӗ.
Пушара сӳнтернӗ чухне подъездран 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Тӑваттӑмӗш хутра пурӑнакан 1 ҫулти ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушар розеткӑран тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Унта тӳрех темиҫе прибора чикнӗ-мӗн, ҫав шутра – гирлянда та.
Ҫулӑм чӗлхи вӑрӑммине пурте пӗлеҫҫӗ. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗш каҫхине, Ҫӗрпӳ районӗнче пӑрусем чутах шар курман.
Вут-ҫулӑм Елашри йывӑҫ витере алхасма пуҫлани ҫинчен пушарпа кӗрешекенсене 18 сехет те 30 минутра систернӗ. 40 пӑрӑва витерен кӑларнӑ. Йывӑҫ вите вара ҫунса кӗлленнӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар сӳнтерме 4 единица техникӑпа усӑ курнӑ. Вут-ҫулӑм мӗн сӑлтавпа алхасма пуҫланине ҫӑлавҫӑсем палӑртӗҫ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче кӑҫал пирӗн республикӑра 1473 пушар тухнине пӗлтереҫҫӗ. Вут-ҫулӑма пула 69 миллион ытла тенкӗлӗх шар курнӑ. 64 ҫн пурнӑҫе татӑлнӑ, 91-шӗ суранланнӑ. 143 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |