Чӑваш Енре черетлӗ диспансеризаци пуҫланнӑ. Кӑҫал та тӗрлӗ ҫулта ҫуралнисем тӗрӗсленме пултараҫҫӗ.
Диспансеризаци витӗр 21 ҫултан аслӑрах ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Кӑҫал 1995, 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917 ҫулсенче ҫуралнисен тӗрӗсленме ирӗк пур.
Пӗлтӗр, 2015 ҫулта, диспансеризаци витӗр 217 пин ытла ҫын тухнӑ. Ун чухне тӗрлӗ чирпе нушаланакан 25 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫынсем ытларах чӗрепе юн тымарӗн, хырӑмлӑхпа пыршӑлӑх, сывлав органӗсен чирӗсемпе аптӑраҫҫӗ. Усал шыҫӑпа чирлекенсем те пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ пульница ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӑшӑ пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑран пулнӑ ку.
Пӑрӑх сиенленнӗрен Республикӑри клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухсанах кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу кӗтекен пациентсене хулари урӑх пульницӑсене куҫарнӑ.
Авари служби пӑтӑрмаха 13 сехет те 45 минут тӗлне сирнӗ. 19 сехет ҫурӑ тӗлне мӗн пур ӗҫе вӗҫленӗ те тытӑм туллин ӗҫлесе кайнӑ.
Ҫӗрпӳ район пульницинче ача-пӑча уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ ҫулхи каникулсем хыҫҫӑнах унта пациентсем килме пуҫланӑ.
Ача-пӑча уйрӑмӗ чылай вӑхӑт кивӗ ҫуртра пулнӑ. Унта йӑлтах кивелнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене сипленсе пӗтермесӗрех киле илсе кайнӑ. Нумаях пулмасть республика хыснинчи укҫапа усӑ курса стационар корпусӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ те ачасем валли уйрӑм уҫнӑ. Вӑл стандартсемпе, санитари нормисемпе килӗшсе тӑрать.
Кунта выртмалли 10 тата кӑнтӑрла сипленмелли 3 вырӑн пур. Ашшӗ-амӑшӗ валли юнашарах койка пур. Палатӑсене бокс евӗр хӑтлӑлатнӑ. Интерьер та хитре.
Вӑйӑ залӗ, апатланӑш валли усламҫӑсем пулӑшнипе хатӗр-хӗтӗр илнӗ. Уйрӑма хута ямашкӑн 3,5 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Шупашкарти тухтӑрсем эрехпе наркӑмӑшланнӑ арҫын ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ача икӗ ҫулта кӑна-ха.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗри ачана, эрехпе наркӑмӑшланнӑскере, Шупашкарти пӗр пульницӑн реанимацине вырттарнӑ.
Ҫав пульницӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ачана ахаль палатӑна куҫарнӑ, унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Икӗ ҫулти ача эрехпе мӗнле наркӑмӑшланнӑ? Хальлӗхе тӗпчесе пӗлеймен-ха.
Республикӑри пульницӑсенче сестрасен приемӗн пӳлӗмӗсене уҫма палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемшӗн меллӗ пулӗ.
Ҫӗнӗлӗхе «Пациент ячӗпе» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа кӗртӗҫ. Пациентсене йышӑннӑ чухне направлени ҫырса парасси, анализсене тишкересси, рецептсем ҫырса парасси нумай вӑхӑт йышӑнать-ҫке-ха.
Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче вара тухтӑрсене ҫӑмӑллӑх кӳме палӑртнӑ. Ку пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсене пырса тивет. Пульницӑра чирлисене «сортировка» тӑваҫҫӗ. Медаппасем камӑн тухтӑр патне каймаллине палӑртаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрине унӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ маррине пӗлтереҫҫӗ. Асӑннӑ пульницӑра медаппасем урлӑ специалист патне ҫырӑнма пулать. Паллах, ку тухтӑр сӑнаса тӑнӑ чухне иртет. Ҫапах ку унӑн вӑхӑтне перекетлеме май парать.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек йӗркене Шупашкарти пур поликлиникӑра та пурнӑҫа кӗртесшӗн.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонта поликлиника пулӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун валли вырӑн хатӗр ӗнтӗ.
Ку вырӑн пирки тахҫанах судра тавлашусем пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Б.Хмельницкий урамӗнчи 123-мӗш «а» ҫуртра пульница пур-ха. Анчах вӑл пӗчӗк, микрорайона пурӑнма куҫакан халӑха йышӑнса пӗтереймест.
Ку ыйтӑва татса панӑ халӗ. Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫурта поликлиника хута ямашкӑн панӑ. Унччен ӑна Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ илесшӗн пулнӑ.
Поликлиникӑна туса пӗтерсен вӑл аслисене те, кӗҫӗннисене те йышӑнӗ.
Улатӑрти тӗп пульница ҫумӗнчи ача ҫураттармалли ҫуртра ҫур ҫул ытла лифт ӗҫлемен-мӗн. Пациентсем тинех ҫӑмӑллӑн сывласа яма пултарӗҫ. Пульницӑра ҫулталӑк вӗҫлениччен лифт ӗҫлесе каймалла. Пӑр Чӑваш Енри Халӑх фрончӗ «сӑмса чиксен» ҫеҫ вырӑнтан тапраннӑ.
Халӗ лифта савутра хатӗрлеҫҫӗ. Лифт пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче калаҫма тытӑннӑ. Хула ҫыннисем медицина учрежденийӗсенче пациентсене операци пӳлӗмне, бокса илсе каймалли лифт ҫукки пирки ҫӑхав ҫырнӑ. Медсестрасемпе санитаркӑсем ҫуратма хатӗрленекен пациентсене наҫҫилккапа йӑтса хӑпартнӑ. Ку вара хӑрушлӑх кӑларса тӑратать, медсестрасене те йывӑр килет.
Хастарсем ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен лифт лартмашкӑн укҫа тупма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн ведомство аукцион ирттернӗ, унта лифта 2 миллион та 267 пин те 700 тенкӗпе лартма калаҫса татӑлнӑ.
Малашне пульницӑсене тӗрӗслесех тӑрӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ.
«Пациентшӑн» ятлӑ вӑл. Проекта ведомство ахальтен пуҫарман. Ҫапла майпа пульницӑри ҫивӗч ыйтусене татса парасшӑн.
Проектпа килӗшӳллӗн, пульницӑсенче кашни уйӑхра анлӑ тӗрӗслев пулӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, чи малтанах Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти поликлиникӑсене ҫитсе курӗҫ.
План та хатӗрленӗ. Виҫӗ эрне хушшинче пациентсемпе анкетировани тата ыйтӑм ирттерӗҫ. Пӗтӗмпех шута илӗҫ — черетрен пуҫласа пациентсене мӗнле йышӑнни таранах.
Пульницӑна пациентсем министрпа тӗл пулнӑ чухне паллӑ лартӗҫ. Ҫур ҫул иртсен каллех тӗрӗслӗҫ. Проекта пуҫарсан чи малтан Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пульницӑна тӗрӗсленӗ.
«Про Город» хаҫата Шупашкарта пурӑнакан Роза Викторовна пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулара такамсем кӑҫал ҫуркунне шӑматкунлӑхра лартнӑ йывӑҫсене тӑпӑлтарнӑ.
Ку ӗҫе юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче тунӑ-мӗн. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, вандалсем Психиатри пульници умӗнче лартнӑ хунавсене, 12 йывӑҫа, тӑпӑлтарса кӑларнӑ та ҫавӑнтах персе хӑварнӑ. Ку хура ӗҫе пӗрремӗш хут кӑна тумаҫҫӗ-мӗн. Хунавсене лартсанах 70-шне кӑкланӑ-мӗн. Анчах ун чухне вӗсене пӗрлех илсе кайнӑ пулмалла.
Экологи управленийӗнче кун пирки пӗлеҫҫӗ. Вӗсене Психиатри пульницин тухтӑрӗ шӑнкӑравласа каланӑ. Паллах, кӑкланӑ хунавсене ҫӗнӗрен лартӗҫ. Ҫак ӗҫӗ пульница ӗҫченӗсем пурнӑҫлӗҫ.
Комсомольски район прокуратури граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе патшалӑх программисен гарантийӗсем епле пурнӑҫланнине пӗлтерсе тӑрассине тата сывлӑх сыхлавӗнче саккуна пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Прокурорсем пӗтӗмӗшле практика офисӗнче тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен программӑсем пирки пӗлтерекен информаци ҫуккине тупса палӑртнӑ. «Информаци стенчӗ ҫинче программӑсем пирки пӗлтермен, тӗп положенисем тата реквизитсем ҫук. Унпа пӗрлех программӑсемпе килӗшӳллӗн кӳрекен тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗн калӑпӑшне палӑртман, условийӗсене асӑнман», — тесе ӑнлантарать кун пикри асӑннӑ район прокурорӗ В. Николаев.
Кӗҫӗн Каҫалти тата Урмаелӗнчи пӗтӗмӗшле практика офисӗсенче, Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунктӗнче те ҫакӑн пек ҫитменлӗхсем тупӑннӑ.
Информаци стенчӗсем ҫинче кирлӗ информаци вырнаҫтарасси — район тӗп больницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн тивӗҫӗ-мӗн. Тухтӑр ҫумне административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, Чӑваш Республикинчи сывлӑх надзорӗ 10 пин тенкӗ штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |