Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи лайӑх ӗҫлекен тата професси тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ 40 ытла специалиста Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Эсир Раҫҫей, Чӑваш Ен наци мӑнаҫлӑхӗ, унӑн илемӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр. Сирӗнтен ыттисен вӗренсе пымалла. Эсир тӑрӑшса, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тулли кӑмӑлпа яланах пурнӑҫлатӑр. Чӑваш Ен ырлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ сирӗнтен килет. Тавах Сире, тӑван ҫӗршыва, тӑван тавралӑха, ӗҫе юратнӑшӑн», — тенӗ Михаил Игнатьев наградӑна илнисене ырласа.
Хисепе тивӗҫнисем хушшинче — Куҫ микрохирругийӗн Шупашкарти филиалӗн директор ҫумӗ Надежда Поздеева, Шупашкарти электроаппарат завочӗн слесарь-инструментальщикӗ Юрий Маслов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев тата ыттисем.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Йӑлмаччара фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ял ҫыннисене ун пек ҫурт мӗн тесен те питех те кирлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие районти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва ял халӑхне пухсах каснӑ вӗсем. Районтан килнӗ йыш хушшинче Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — агропромышленность организацийӗсемпе ҫыхӑну тытакан пай пуҫлӑхӗ Анатолий Егоров, Канаш районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Рената Федорова пулнӑ.
364 ҫын пурӑнакан ял халӑхӗ ячӗпе ФАПшӑн Татьяна Варфоломеева тав тунӑ. Фельдшерпа акушер пунктне вӑл парне те панӑ.
Кӳршӗллӗ Вӑтакас Татмӑшри участокри пульницӑри тухтӑрсем Любовь Яковлева, Наталья Кондратьева тата ыттисем те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ ятпа ял ҫыннисене саламланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье хваттерте газпа наркӑмӑшланнӑ. Тӑватӑ ҫынна, ҫав шутра кӑкӑр ачине те, пульницӑна илсе килнӗ.
Гагарин урамӗнче пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Кил хуҫи 22 сехетре васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӑл хваттерте газ шӑрши кӗнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене йывӑр пулнине пӗлтернӗ.
Тухтӑрсем темиҫе минутран ҫитнӗ. Анчах хваттере кӗреймен. Вӗсем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ арҫын алӑка уҫайман – икӗ уйӑхри ачине йӑтнӑскер тӑнне ҫухатнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрнӗ. Шалта кил хуҫипе арӑмӗ тата 10-ри ывӑлӗпе 2 уйӑхри ачи тӑнсӑр выртнӑ. Халӗ вӗсен пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар.
Хурлӑхлӑ хыпар. Чылай вӑхӑт усал шыҫӑпа нушаланнӑ Лиза Петрова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вал 8 ҫулта кӑна пулнӑ.
Хӗрача Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча пульницинче сывлама чарӑннӑ. Лиза ура усал шыҫҫипе нумай нушаланнӑ. Нумай сипленнӗ хыҫҫӑн унӑн сулахай урине татни те пулӑшман. Унӑн ӳпкинче метастаза аталанма тытӑннӑ. Вӑл хӑвӑрт аталаннӑран химиотерапи пулӑшман.
Юлашки икӗ кун Лиза тӑнсӑр выртнӑ. Пӗчӗкскер хӑрушла ыратсан та яланах кулнӑ. Шел, чир парӑнман. Лизочкӑпа паян, 13 сехетре, ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ.
Ашшӗ-амӑшне йывӑр паллах. Анчах пуҫ усмалла мар вӗсен: тепӗр 5 ачана ура ҫине тӑратмалла.
Паян, ирхи 10 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка аварие лекнӗ. Ун чухне салонра 6 ҫын пулнӑ. Маршрутка Патӑрьелтен килнӗ. Вӑл кювета ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Маршрутка ҫаврӑнса ӳкнӗ. Телее, вилекенсем пулман. Чылайӑшӗ йывӑр аманман. Авари вырӑнне васкавлӑ медпулӑшу хӑвӑрт ҫитнӗ, йывӑр суранланнӑ пӗр пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.
Кӑштахаран, тепӗр темиҫе сехетрен, тепӗр пассажир хӑйне япӑх туйма тытӑннӑ. Вӑл та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ыттисем хӑйсене чиперех туяҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи пульницӑра саккуна пӑсаҫҫӗ. Епле сипленине калаймӑпӑр та, анчах ӗҫ сыхлавӗн саккунне унта кирлӗ пекех пӑхӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Асӑннӑ район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ муниципалитетри тӗп пульницӑна иртнӗ уйӑхра тӗрӗсленӗ.
Шурӑ халатлисенчен сакӑр ҫынна отпуск укҫине РФ Ӗҫ кодексне пӑсса тӳленӗ. Асӑннӑ саккунӑн 136-мӗш статйин 9-мӗш пайӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, каннишӗн укҫана отпуска кайиччен виҫӗ кун маларах куҫармалла. Пульницӑра вара канма пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӳленӗ. Пӗри тата ӗҫрен кайнӑ, анчах ӑна ӗҫ килӗшӗвне татни ҫинчен калакан приказпа та паллаштарман.
Кӑлтӑк пирки ЧР Ӗҫ инспекцине хыпарланӑ, унтисем пульница ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ыран, раштавӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун унта ача ҫемьене илме шухӑшланӑ ҫынсем килме пултарӗҫ.
Мероприяти 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Унта ача хӳтлӗхе илме шухӑшланӑ ҫынсемпе калаҫӗҫ, ыйтусем пулсан ӑнлантарӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунӗ Республикӑри кардиологи диспансерӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗнче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари 7-мӗш пульницӑра та иртӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунне килнӗ чухне хӑвӑрпа пӗрле полис, паспорт тата СНИЛС илмелле.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта хулари пульницӑн паллиативлӑ уйрӑмӗнче выртакан ачасем валли парнесем пухаҫҫӗ. Чылай шӑпӑрланӑн – парӑнман чир. Вӗсем те ытти ача пекех Ҫӗнӗ ҫул парни пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑн уйрӑмӗнче 11 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗ иртет. Волонтерсем хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ. Марафона «Ӗмӗтсем пурнӑҫланаҫҫӗ» ят панӑ.
Парнесем Ҫӗнӗ ҫула пульницӑра кӗтсе илекен ачасем валли пулӗҫ. Ачасене савӑнӑҫ парнелес килсен волонтерсене канцтавар, теттесем, ытти япала пама пулать
Ҫавӑн пекех вӗсене памперс, плед, ачасене ҫитермелли пюре, сӗткен тата ытти кирлӗ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче улшӑну пулнӑ. Унта министрӑн пӗрремӗш ҫумне кӗскетнӗ.
Унччен ку должноҫе Татьяна Багданова йышӑннӑ. Ҫак кунсенче вӑл Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫӑлама тытӑннӑ. Унччен ку должноҫре Наиля Зинетуллина пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл та унччен ЧР сывӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Ӗренпурта РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев ертсе пынипе иртнӗ селектор канашлӑвне хутшӑннӑ. Ҫӗршывра сывлӑха сыхлассипе туса ирттермелли ӗҫсене сӳтсе явнӑ май пирӗн республика ертӳҫи реабилитаци технологийӗсене усӑ курни кипкери ачасем вилессине чакарни пирки доклад тунӑ. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, сывлӑх сыхлавӗ валли уйӑракан укҫан чӗрӗк пайӗ ытла ачасемпе амӑшӗсен сывлӑхне ҫирӗплетме оборудованипе ытти пурлӑха туянма, кадрсемпе тивӗҫтерме каять. Пӗчӗк ачасем вилесси вӑтамран юлашки 15 ҫул хушши чакса пырать. Пӗлтӗр, ав, пирӗн тӑрӑхра Раҫҫейринчен те пӗчӗк пулнӑ: шӑпӑрлансем вилессин коэффициенчӗ Раҫҫейре пин ача пуҫне 6,5; Федерацин Атӑлҫи округӗнче 6,1 пулнӑ; Чӑваш енре вара ку кӑтарту — 3,3. Юлашкинчен асӑннӑ цифра аталаннӑ ҫӗршывсенчи пек.
Докладпа тухса калаҫнӑ Михаил Игнатьев ача-пӑча пульницисене тӑвассипе тата юсаса ҫӗнетессипе ҫӗнӗ программа хатӗрлеме сӗнсе хӑварнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ асӑрханӑ тӑрӑх, нумайӑшӗ паян — 1960–1980-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑскерсем, вӗсем хальхи пурнӑҫ ыйтнипе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |