Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.
Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 13 сехетре Етӗрне районӗн тӗп пульницине 11 ҫулти хӗрачана илсе килнӗ. Вӑл ӳсӗр пек курӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хӗрачана тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Шурӑ халатлисем ҫакна палӑртнӑ: 11-ти хӗрача ҫемйи кӗрекере ларнӑ хушӑра улма-ҫырла сӗткенӗ, йышне спирт кӗрекенскере, ӗҫнӗ.
Ачана япӑх пулсан тӑванӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ҫапла лекнӗ вӑл пульницӑна.
Полицейскисем уявра кӗрекере ларнӑ чухне аслисене тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Ачасенчен куҫ вӗҫертмелле мар.
Улатӑрта Республикӑри онкодиспансерӑн филиалӗ уҫӑлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетре Улатӑр районӗн тӗп пульницинче пулӗ.
Кунашкал филиал пӗрремӗш хут уҫӑлать. Улатӑрта онколог пур, ҫапах вӑл ӑна улӑштармасть. Филиала уҫса халӑха тивӗҫлӗ пулӑшу парасшӑн.
Онкологи диспансерӗн филиалӗ мӗншӗн шӑпах Улатӑрта уҫӑлать-ха? Мӗншӗн тесен район Шупашкартан инҫетре вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ятарлӑ графике пӑхӑнса йышӑнӗҫ.
Онколог пӳлӗмӗнче диспансер учетне туса пырӗҫ, пациентсене тимлӗн сӑнӗҫ. Филиала уҫнӑ ҫӗрте ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева пулӗҫ.
Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне пациента паян вертолетпа илсе килнӗ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки халиччен Чӑвашра пулман.
Вертолетпа килнӗ ҫын Хусанти клиники пульницинче сипленнӗ. Ҫул ҫинче 40 минут иртнӗ. Пулӑшу кирлӗ арҫыннӑн ҫурӑм шӑммин мӑй патӗнчи пайӗ аманнӑ.
Пациента санитари вертолечӗпе илсе килнине Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ ырланӑ, хӑш-пӗр сурансене вӑхӑтра пулӑшу кӳни питӗ паха пулнине каланӑ.
Хусанти пациента кӗтсе илме Чӑваш енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов та ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче санитари авиацине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӗнӗ поликлиника хута яраҫҫӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Хулари тӗп пульницӑн нумай профильлӗ поликлиникине утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута яма тытӑннӑ. Строительство лапамне ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫитнӗ. Вӑл ӗҫ планӗпе паллашнӑ.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра 4 тата 5 хут пулать. Унта васкавлӑ пулӑшу, врач умӗнхи пулӑшу, специалистсен уйрӑмӗн, функционаллӑ диагностика уйрӑмӗн тата ытти пӳлӗмсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех гинекологи, сиплев уйрӑмӗсем, кӑнтӑрлахи стационар, хӗрарӑмсен консультацийӗ пулӗҫ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче ачана хура ҫӗлен сӑхни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне ҫичӗ ҫын — Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче пурӑнаканскерсем — пульницӑра сипленет. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача та, вӑл 12 ҫулта, пульницӑра выртать. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче асламӑшӗ патӗнче каннӑ чухне ҫӗлен сӑхнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗленсен пӗр тӗсӗ ҫеҫ — хура ҫӗлен — анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта 3 ҫулти ачана хура ҫӗлен сӑхнӑ. Ку инкек пахчарах пулнӑ.
Юрать, ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫӗлен тапӑннине вӑхӑтра курнӑ. Ачана Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем пӗчӗкскере тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари пульницӑна яма йышӑннӑ. Унта ачана тӳрех хура ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен сыворотка янӑ.
Телее, ача халӗ хӑйне чиперех туять. Шӑпӑрлана халӗ пульницӑра сиплеҫҫӗ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ҫӗлен курсан сехӗрленсе ӳкмелле мар, майӗпен каялла чакмалла.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакансенчен пӗрисем ҫӗршыв Президенчӗ патне ҫыру хатӗрленӗ. Унта вӗсем муниципалитетри татман ыйтусене асӑнса кайнӑ. Ҫав шутра район центрӗнчен Канаша общество транспорчӗ сахал ҫӳренине, районти пульницӑри реанимаци уйрӑмӗнчи краватьсем кирпӗч ҫинче ларнине палӑртнӑ. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче йӗпреҫсем онкологипе чирлекенсен шучӗ районта йышлине асӑннӑ. Фельдшерпа акушер пункчӗсенче оборудовани ҫитмест тесе те каланӑ.
Ку ҫырура сывлӑх сыхлав тематикине хускатнине кура «Правда ПФО» интернет-хаҫатри ӗҫтешсем республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе ҫыхӑннӑ, Президент патне хайланӑ ҫырура илсе кӑтартнӑ фактсене тишкерме ыйтнӑ. Унтисем цифрӑсен чӗлхипе хуравланинче лару-тӑру аваннине пӗлтернӗ.
Етӗрне районӗн тӗп пульницин инфекци уйрӑмне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтернӗ.
Пульницӑна мӗншӗн хупнӑ-ха? Унта инфекционист тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Тата пульницӑра юсав ӗҫӗсем ирттерме палӑртнӑ. Ҫак икӗ сӑлтава пула Етӗрне районӗн тӗп пульницин инфекци уйрӑмне ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен хупнӑ.
Халӗ пациентсен ӑҫта каймалла? Камран пулӑшу ыйтмалла? Инфекци чирӗпе нушаланакансене Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗп пульници йышӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницин йышӑну уйрӑмӗн тухтӑрне судпа айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пациент вилӗмӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫак тухтӑр дежурствӑра пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу 56 ҫулти пациента илсе килнӗ, унӑн пневмони пулнине палӑртнӑ. Пациент ӳт температури хӑпарнине, вӑй ҫуккине, ӳслӗк пулине, ӳсӗрнӗ чухне ӳпке тӗлӗнчен ыратнине пӗлтернӗ. Тухтӑр вара ҫаксене илтсен те тӗрӗс мар диагноз лартнӑ.
Тухтӑр пациента пульницӑна вырттарман, килте сипленме сӗннӗ. Арҫын вара тепӗр кунхине килте йывӑр чире пула вилнӗ. Экспертиза та вӑл пневмоние пула сывлама пӑрахнине ҫирӗплетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |