Канашра ача-пӑча валли поликлиника уҫӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра унти территорисем хушшинчи медицина центрӗнче 11 пин ытла ачана пӑхса тӑраҫҫӗ. Ача-пӑча поликлиники 15 ача пахчипе 10 шкула пӑхса тӑрӗ.
Сывлӑха тӗрӗслесе тӑракан ҫав ҫурта уҫнӑ май хӑйӑва уҫма та ачасенех шаннӑ.
Ун пек мероприятисенче тӳре-шарана тав тӑвасси йӑлана кӗнӗ тесен те юрать. Канашри мӗнпур ашшӗ-амӑшӗн ячӗпе Спиридоновсен ҫемйи правительствӑна тав тунӑ. Сӑмах калаканӗ арӑмӗ пулнӑ. «Мана кирлӗ пулӑшӑва тухтӑрсем кӳрессине, ача пӑхма вӗрентессине, врачсене яланах шанма май пуррине хам опыт тӑрӑх калатӑп», — хӑпартланса калаҫнӑ ҫамрӑк амӑшӗ. Хӑй вӑл медицина сестрин сертификатне кӗҫех илессине, Канашра тухтӑрта ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова пӗлтернӗ.
«Ҫӗнӗ васкавлӑ пулӑшу» проект Чӑваш Енри 1 муниципалитетра 2003 ҫулта старт илнӗ. Пульницӑсен автопаркне ҫӗнетес ӗҫе харпӑр организаци илнӗ. Ку, Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, лайӑх витӗм кӳнӗ.
Тухтӑрсем, виҫӗ ҫул каяллахипе танлаштарсан, пациентсем патне 1,5 минут хӑвӑртрах ҫитме пуҫланӑ. Вӗсем вӑтамран 12,7 минутра килеҫҫӗ. Ҫул ҫинче авари пулсан вара 10,7 минутра ҫитеҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа «Ҫӗнӗ васкавлӑ пулӑшу» проект тепӗр виҫӗ муниципалитетра вӑй илнӗ. РФ Президенчӗ РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ку опыта ҫӗртме уйӑхӗччен тишкерсе пӗтерме ыйтнӑ.
Шурӑ халатлисем тем туса та ӗлкӗреҫҫӗ: чирлӗ ҫынсене йышӑнаҫҫӗ, вӗсене сиплеҫҫӗ. Хушсан ташласа юрлама та, агитбригада йӗркелсе ӑмӑртӑва хутшӑнма та пултараҫҫӗ.
Артистла пултаракан тухтӑрсем сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенчи агитбригадӑсен хушшинчи ӑмӑртура хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Конкурс Шупашкар хулинчи тӗп пульницӑра иртнӗ.
Вӗсене республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова: «Сире эпӗ ҫынсене сипленишӗн кӑна мар, хӑвӑр профессипе мӑнаҫланнишӗн те тав тӑватӑп», — тесе каланӑ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи конкурса хулари 20 пульница хутшӑннӑ. Унччен икӗ кун маларах иртнинче районтисем ӑмӑртнӑ. Шупашкартисенчен 1-мӗш номерлӗ клиника пульници, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульница тата Хулари стоматологи малтанхи вырӑнсене пайланӑ.
Республикӑри онкологи диспансерӗнче меланомӑна тупса палӑртас тӗллевпе акци ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем тур паллине ӳкернӗ сӑнсене ярса панӑ, специалистсем патне приёма килнӗ.
Ҫав кун специалистсенчен 138 ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 4-шӗн усал шыҫӑ пулма пултарать. 9-шӗ тӗлӗшпе иккӗленнӗ. Специалистсем электронлӑ почтӑпа ярса панӑ тур паллин ӳкерчӗкӗсене те тишкернӗ. Вӗсем 164 анкета пӑхса тухнӑ. 40 ҫыннӑн меланома пулма пултарассине пӗлтернӗ. Вӗсене приема килме йыхрав янӑ.
Ку ыйту питӗ ҫивӗч пулнӑран акцие тӑсма палӑртнӑ. Онкологсем хӗвел ҫинче сахалрах пулма, унран хӳтӗлекен кремпа усӑ курма, соляри пирки манма сӗнеҫҫӗ.
Мускавра шар курнӑ Елчӗк ҫынни ахаль-махаль ҫын мар. Вӑл — РФ Инкеклӗ ӗҫсен министрӗн канашҫи Валерий Шуйков.
Чӑваш Енри кӑнтар енчи маларах асӑннӑ ҫав районти Шӑмалакра 1958 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол органӗсенче ӗҫленӗ. РФ халӑх депутачӗ пулнӑ, РФ Аслӑ Канашне суйланнӑ. РФ Наци политикин патшалӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин департаментӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Валерий Шуйков Инкеклӗ ӗҫсен министерстви чикӗ леш енче ирттерекен гуманитари операцийӗсене темиҫе хутчен те хутшӑнни паллӑ.
Пуҫне амантнӑ В. Шуйкова Мускав варринче тупнӑ, ӑна Боткин ячӗллӗ хулари клиника пульницин реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем Елчӗк чӑвашне такамсем юри суранлатнӑ пуль тесе те, инсульта пула персе аннипе пуҫне амантман-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Чулхулара пулнӑ взрывра шар курнӑ ҫынсене Шупашкара илсе килнӗ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче сирпӗнсе суранланнӑ икӗ арҫынна тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, илсе килнӗ. Унччен вӗсем Чулхула пульницинче пулнӑ. Кунта вӗсене тӑванӗсемех илсе ҫитернӗ. Тепӗр арҫынна вара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине сипленме хунӑ.
Аса илтерер: сирпӗнӳ ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Хута каякан 12 хутлӑ ҫуртра компрессор сирпӗннӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вырӑна тӗплӗ пӑхса тухнӑ, унти япаласене тӗпчев ирттермешкӗн илнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе судмедэкспертиза ирттерме палӑртнӑ. Следовательсен ку пӑтӑрмахра кам айӑплине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Енре пӗр тухтӑра пациент вилӗмӗшӗн айӑпласшӑн. Патӑрьел район пульницин хирургӗ, 50 ҫулти арҫын, пациента тивӗҫлипе пӑхман.
Тухтӑр нимӗн туманнипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ ҫын ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Ку 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Пульницӑна 48 ҫулти хӗрарӑма илсе пынӑ. «Пневмони» диагноз лартнӑскере раштавӑн 22-мӗшӗнче хирург ӗҫлекен уйрӑма куҫарнӑ. 10 сехет иртнӗ — тухтӑр нимӗн те туман, сывлӑхне тӗрӗслемен те.
Ҫакна кура хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Йывӑрланнипе вӑл сывлама чарӑннӑ. Хирург ӑна тӗрӗсленӗ, сипленӗ пулсан вилмӗччӗ вӑл. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев ирттерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ.
Роспотребнадзоран Чӑваш Енри управленийӗ Ҫӗрпӳри тӗп пульницӑра тӗрӗслев ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн тӗп тухтӑр тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.
Пульница уйрӑмӗнче юсав пулманни пирки ҫынсем нумай хутчен ҫӑхавланӑ-мӗн. Ҫӗрпӳри пульницӑри инфекци уйрӑмӗнче юсав ҫукран Роспотребнадзора ҫӑхав ҫырнине Дмитрий Семенов пӗлтернӗ.
Ведомство ӗҫченӗсем уйрӑма ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ. Вӗсем ҫурт тӑррине ҫӗнетмеллине, умне, пӳлӗмсене юсамаллине палӑртнӑ.
Управленире палӑртнӑ тӑрӑх, 1,3,5-мӗш палатӑсенче юсав ирттернӗ, пластик чӳрече лартнӑ. 1, 2, 4-мӗш палатӑсенче, ваннӑйра, туалетра, пациентсене йышӑнмалли пӳлӗмре юсав тумалла.
Тӗп тухтӑр Ольга Ермакова палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑна юсамашкӑн ҫулсерен 5 миллион тенкӗ уйӑрать. Анчах кӑҫал йывӑр лару-тӑрӑва пула укҫа-тенкӗ уйӑрман.
Пациентсенчен ыйтса пӗлнӗ чухне палатӑсенче кӑткӑсем, сӑвӑссем пурри ҫирӗпленмен.
Прокуратура ӗҫченӗсем Пӑрачкаври тӗп пульницӑна тӗрӗсленӗ. Тӗрӗссипе, вӗсене васкавлӑ медпулӑшу уйрӑмӗн ӗҫченӗсем чӗнсе илнӗ.
Хысна учрежденийӗсен подразделенийӗсене, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ертсе пыраканскерсене, реструктуризациленӗ. Ҫавна май васкавлӑ медпулӑшура тӑрӑшакан 21 ҫынна ӗҫрен хӑтарнӑ, вӗсене Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцине куҫарнӑ.
Ун чухне 19 ӗҫчене шалу вӑхӑтра парса татман. Ҫавӑн пекех отпускра пулманшӑн компенсаци тӳлемен. Пӗтӗмпе – 500 тенке яхӑн.
Прокуратура медицина учрежденийӗн ертӳҫине административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 4 пин тенкӗ штра тӳлеттерме йышӑннӑ.
Питӗр хулинче Чӑваш Енри 20 ҫулхи каччӑ шар курнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутри чӳречене ҫума хӑпарса кайнӑ. Анчах тем сӑлтава пула йӑтӑнса аннӑ.
Ҫулне кура унти аслӑ шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан студент мар-ши теме те пулать пек, анчах тӗрлӗ интернет-ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ вӑл хулана ӗҫлеме тухса кайнӑ. Унти стройкӑра тӑрӑшнӑ.
Дунай проспектӗнчи 7/7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра чӳрече ҫунӑ чух ӳкнӗ каччӑна рабочисем ҫывӑхри вакуна илсе кайнӑ та васкавлӑ пулӑшу машинине шӑнкӑравланӑ.
20-ри ҫамрӑка тухтӑрсем Васкавлӑ пулӑшӑвӑн наукӑпа тӗпчев институчӗн пульницине вырттарнӑ. Пӗҫҫине хуҫнӑскере, катасуран (шурӑ халатлисем ҫапла диагноз лартнӑ) илнӗскере реанимаци уйрӑмне хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |