Шкулти бассейнра ача путса вилнӗшӗн шкул директорӗ пулнӑ ҫынна суд тунӑ. Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнчи бассейна иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑхӑтлӑха ӗҫлеме чарнӑччӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче бассейнра ача путса вилни. 9 ҫулти арҫын ача тӑр кӑнтӑрла, 10 сехет ҫурӑра, куҫ хупнӑ.
Инкек хыҫҫӑн тӗрӗслев пуҫарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спорт шкулӗнчи ишмелли тӳлевлӗ бассейнра хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Унта тухтӑр та, инструктор та пулман. Ҫӑлав хатӗрӗсене те туянман.
Спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын хай айӑпне тунман. Суд ӑна хупса хумасӑр икӗ ҫуллӑха явап тыттарма тата вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫинче ӗҫлеме ҫулталӑклӑха чарма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗн тӗлӗшпе Чӑваш Енре приговор вуланӑ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури Республикӑри клиника окологи диспансерне кӑҫал ҫуркунне тӗрӗсленӗччӗ, пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса медицина хатӗр-хӗтӗрӗ тата медицина тӗлӗшпе усӑ курмалли япала туяннӑ чухне саккуна пӑхӑнман иккен. Пӗр енчен, вӑл Росздравназорта регистрацилемен оборудовани туяннӑ тата медицина обрудованине ытла хаклӑпа илнӗ. Ҫапла хыснана 34 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Вӑрмар районӗнче усламҫӑ автобус водительне ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ: 143 пин тенкӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет.
Прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн акӑ мӗн палӑртнӑ: усламҫӑ пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус водительне 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ӗҫ укҫи – пӗтӗмпе 143 пин тенкӗ – тӳлемен. Кунсӑр пуҫне усӑ курман отпускшӑн 11 пин тенкӗ ытла паман.
Усламҫӑ тӗлӗшпе икӗ уйӑх ытла шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе мӗнле тӗпченине Вӑрмар районӗн прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.
ЧР прокуратури тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ Шупашкарти биатлон центрне тунӑ чухне хысна укҫипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев ЧР Спорт министерствинче иртнӗ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт инвентарӗ тата ытти хатӗр-хӗтӗре туянмашкӑн уйӑрнӑ 34,3 миллион тенке вӑрлани ҫиеле тухнӑ.
Прокуратура ыйтнипе спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумӗ тата «Алза» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Палӑртмалла: министрӑн экс-ҫумне Алексей Яковлева унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне вӑл «Шурӑ чулсем» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центра, мунтинбайк центрне тунӑ чухне укҫа тӑкакланӑшӑн тата биатлон комплексӗ умӗнче йывӑҫсене каснӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Куншӑн ӑна колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ, халӗ вӑл унта ларать.
«Алза» директорне Сергей Лаврентьева кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытса чарнӑ, халӗ вӑл килти арестра ларать.
Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул-йӗр ҫинчи 1246 инкеке шута илнӗ. Вӗсенче 160 ҫын вилнӗ, 1630-ӑн аманнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫул-йӗр инспекторӗсем хыпарлани тӑрӑх кӑсӑклӑ пӗр тишкерӳ пичетленӗ. Ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ кашни виҫҫӗмӗш аварин сӑлтавӗ — ҫул-йӗре тивӗҫлипе тытса тӑманни.
Кӑлтӑкӗ чылай чухне пӗр пекрех: ҫул-йӗр палли ҫукки час-час тӗл пулнӑ. Кирлӗ ҫӗре ҫул-йӗр паллине вырнаҫтарманни те ҫул ҫӳрекенсене инкек патне илсе ҫитерет. Хӗллехи вӑхӑтра ҫула тивӗҫлипе тытса тӑманни те аварипе вӗҫленет.
Асӑрханӑ кӑлтӑк тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем тӗрлӗ мера йышӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫитменлӗхе пӗтерме ыйтса яваплисем патне хут ҫыраҫҫӗ. Асӑрхаттарсан та кӑлтӑка пӗтерменнисен тӗлӗшпе прокуратурӑна евитлеҫҫӗ. Надзор органӗ вара суда тавӑҫпа тухать.
Елчӗ районӗн прокуратурине малашне Сергей Фирсов ертсе пырӗ. Ӑна асӑннӑ район прокурорӗ пулма ӗнер, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн генеральнӑй прокурорӗн приказӗпе ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юстицин аслӑ канашҫи Сергей Фирсов 1978 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енӗн прокуратурин тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан Сергей Фирсов Шупашкарти прокуратурӑра тӗпчевҫӗ пулнӑ, унта аслӑ тӗпчевҫе ҫитнӗ, кайран Муркаш районӗн прокурорӗн ҫумӗ, каярах прокурорӗ пулма шаннӑ. 2014 ҫултанпа Сергей Фирсов Ҫӗмӗрлери районсем хушшинче прокурор пулса ӗҫленӗ.
Шупашкар районӗн центрӗнчи, Кӳкеҫ поселокӗнчи, ишӗлекен ҫуртсене сӳттерессишӗн суда ҫитнӗ. Таӑҫпа тухаканни — прокуратура. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ.
Кӳкеҫри Шоссе урамӗнчи 25-мӗш ҫуртӑн 2-мӗшпе 3-мӗш корпусӗсенче ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ. Япӑхнӑ ҫав ҫуртсенчисене хӑтлӑ хваттерсене куҫарнӑ. Апла пулин те ҫурчӗсем пӗрех саркаланса лараҫҫӗ.
Шупашкар районӗн прокуратури шухӑшланӑ тӑрӑх, кивӗскерсем ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларс тӑратаҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗ республикӑн Стройминӗпе хӑй вӑхӑтӗнче пуснӑ килӗшӳре ҫуртсене сӳтме пулнӑ. Анчах лав вырӑнтан хускалман.
Васкаман район администрацине надзор органӗ ӗҫе пурнӑҫлама суд урлӑ хистесшӗн. Ҫавна май вӑл тавӑҫпа тухнӑ.
Пӗлтер авӑн уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан пиччӗшӗпе аппӑшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Хайхи ӳсӗр арҫын аппӑшӗпе вӑрҫӑнса кайсан сенӗк ярса тытнӑ та ун умӗнче сулкалашнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн сехри хӑпнӑ: тен, чӑнах та вӗлерме пултарать. Аппӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫыннӑн вара ӑссӑрла хӑтланӑвӗшӗн явап тытма тивнӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна 160 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Канаш хулинчи «Спектр» ятлӑ хӑна ҫурчӗ ҫынсене шалу тӳлеменнине тупса палӑртнӑ. Ҫакна Канашри районсем хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне хӑна ҫурчӗ 16 ҫын умӗнче 407 пин тенкӗ ытлалӑх парӑма кӗрсе кайнӑ.
Ӗҫлекенсен правине хӳтӗлес тӗллевпе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Ҫапла вара тӳре шалу шыраса илмелли ҫинчен суд приказӗ хатӗрленӗ. Республикӑн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗпе паянхи куна татӑлса пӗтнӗ.
Ӗҫлекенсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн хӑна ҫурчӗн явапла ӗҫченне Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна вӑл 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура «Чӑваш бройлерӗ» тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ, 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ.
Тавӑҫ Шупашкар районӗнчи Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнипе ҫыхӑннӑ. Унта пулӑ нумай вилнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем юханшыва пӑхса тухнӑ. Акӑ мӗн палӑрнӑ: Йӑршшура шыв таса мар пулнӑ, 13,8 ҫухрӑм тӑршшӗнче пулӑсем вилнӗ.
Чӑх-чӗп хапрӑкӗн производство корпусӗсен ҫывӑхне, вӑрман патне, чӑх каяшне тухса пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Вӑл вара Йӑршшуна та лекнӗ. Ҫавна пула шыв тасамарланнӑ, пулӑсем вилнӗ.
Эксперт пӗтӗмлетӗвне ӗненес тӗк, юханшывра 8869 пулӑ вилнӗ, тӑкак 2 255 989,51 тенкӗпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑк таврашӗнчи ҫӗре тӗрӗсленӗ. Чӑх каяшне пула вӑл та сиенленнӗ-мӗн. Пӗтӗмпе – 7,7 гектар. Такак 184,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Суд «Чӑваш бройлерӗнчен» 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Укҫа Шупашкар районӗн хыснине кайӗ. Ҫавӑн пекех хапрӑкӑн хӑйӗн шучӗпе вараланӑ ҫӗрсене техника рекультивацийӗ тумалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |