Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Тӳре-шарана та вӑл кирлӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын та кӗмӗл тесен виҫ ҫухрӑмран тарман курӑнать.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хайхи пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнакан ӗҫчене преми ҫырса панӑ. Анчах ҫав укҫаран пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ.
Пуҫлӑха хирӗҫ каяймӑн — 7 пин тенкӗ премирен 3 пинне лешӗ культура учрежденийӗн ертӳҫин банк картти ҫине куҫарнӑ.
Прокуратура ҫак кӑлтӑка палӑртнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокурор хӑй тӗрӗслесе тӑрать иккен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире мастерта ӗҫлекене ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн судпа айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн управленийӗ тӗпчевҫисем пуҫарнӑ ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ, халӗ ӑна суда ярса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 55 ҫулти мастер техника хӑрушсӑрлӑхшӗн яваплӑ пулнӑ, анчах тивӗҫе вӑл туллин пурнӑҫласа ҫитереймен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл рабочие пӑрӑх прокладкине ылмаштарма хушнӑ. Мастер рабочи ҫак ӗҫе епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑман, ӑна противогаз та тӑхӑнма хушман иккен. Юсав вӑхӑтӗнче конденсат (тӑвар йӳҫекӗпе формальдегид) юхса тухнӑ. Ҫав сывлӑш ӳпкене лекнӗ рабочи пульницӑна лекмеллех аманнӑ. Вӑл паян та сипленсе пӗтереймен.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи ял-хулапа ҫыхӑнтаракан маршруткӑсенче пассажирсене шутран ытла лартаҫҫӗ. Ҫакна Шупашкарти Ленин район прокуратури нумаях пулмасть ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ.
Транспорта лартма юранинчен ытла ҫын илсе ҫӳрекеннисем —А.П. Салмин, О.П. Евсюков уйрӑм усламҫӑсем тата «Шупашкарти таксомотор паркӗ» акционерсен хупӑ обществи иккен.
Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ маларах асӑннӑ ҫав усламҫӑсен тата Хулари таксомотор паркӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хутсене ятарлӑ орган пӑхса тухса явап тыттарӗ. Юлашкинчен асӑннӑ таксомотор паркӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе вара прокуратура кӑлтӑка пӗтерме хушса хут та ҫырнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑн ыйтӑвӗпе прокуратурӑна янӑ ыйтӑвӑн хуравне Фейсбукра пичетленӗ. Ҫийӗнчен: «Прокуратура манӑн ыйтусене хуравласа ывӑннӑ...», — тесе ҫырнӑ.
Халӑх тарҫи Куславкка райорнӗнчи Кунер ялӗнче ҫӳп-ҫап лапамӗпе контейнерӗ ҫукки пирки надзор органне ҫырнӑ иккен. Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.П. Евграфов депутат ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцине ярса панине пӗлтернӗ.
Хуравра Чӑваш Республикинче депутат статусӗ ҫинчен калакан 2012 ҫулта йышӑннӑ саккунӑн 15-мӗш статйи пирки те аса илтернӗ. Асӑннӑ документра халӑх тарҫин ӑҫта тата камсем патне ыйту яма юранине палӑртнине, прокуратура ҫав списокра ҫуккине пӗлтернӗ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тата Канашри районсен хушшинчи прокуратура пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Канашоптпродторг» тулли мар яваплӑ обществӑра тӗрӗслев ирттернӗ. Ведомствӑсен ӗҫченӗсем Литваран кӳрсе килнӗ груша сутнине тупса палӑртнӑ.
Ҫак улма-ҫырлана Литваран илсе килнине ун ҫинчи маркировка этикетки те ҫирӗплетнӗ. Анчах грушӑна кӳрсе килнӗ чухне кирлӗ документсем пулман.
Россельхознадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, сутлӑхри 39 килограмм грушӑна туртса илнӗ те тӗп тунӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи прокуратура патшалӑх символикипе ҫыхӑннӑ саккунсене епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Районти пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне йӗркене пӑхӑнманшӑн пуҫран шӑлман.
Палтиел ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче республикӑри патшалӑх символӗсем пирки калакан саккуна пӑснӑ: унта Чӑваш Енӗн патшалӑх ялавне хӑпартман.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна пӑхса тухма суда ярса панӑ. Халӗ, ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, администраци ҫуртӗнче ҫитменлӗхе пӗтернӗ, ҫурт тӑрринче чӑваш ялавӗ вӗлкӗшет.
Федераци пӗлтерӗшлӗ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче экологи саккунӗсене пӑсаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ.
Хастар экологсем пилотсӑр сӑнлакан хатӗрпе видео ӳкернӗ. Ҫӳлтен пӑхсан тӗлӗнмелле ӳкерчӗк куҫ умне тухса тӑрать-мӗн. Ҫутҫанталӑкӑн федераци пӗлтерӗшлӗ хӳтӗлемелли территорире хӑйӑр кӑлараҫҫӗ, йывӑҫ-чус тирпейлеҫҫӗ, хаклӑ породисене касаҫҫӗ имӗш. Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашъел ялӗнчех мар вырӑнта йывӑҫ-чус тирпейлекен производство ӗҫленине, унта тӗрлӗ машина кӗрсе тухнине те ҫав видеора ӳкерсе илнӗ.
Экологипе ҫыхӑннӑ саккунсене пӑснине кӑтартса паракан видеоматериала маларах асӑннӑ МИХ Ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ярса парассине пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял вӑтам шкулӗн директорне судпа айӑпласшӑн. Вӑл тирпейлӳҫе ӗҫе илнӗ, анчах лешӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламасӑрах шалу илнӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче директор тирпейлӳҫе ӗҫе илмелли пирки суя хушу хатӗрленӗ. Анчах вӑл тирпейлӳҫӗ ӗҫлемессине пӗлнӗ, унӑн ӗҫӗсене ыттисем пурнӑҫланӑ. Ҫапла май ҫав ҫын ячӗпе Пенси фондне укҫа куҫарнӑ.
Прокуратура пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ алкоголь сутнӑ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-сулжби пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче сӑмакун кӑларнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл шӗвеке Етӗрне хулинче пурӑнакан ҫынна сутнӑ. Сӑмакунра вара сиенлӗ микрохутӑшсем тупнӑ.
Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Суд патшалӑх айӑплавҫипе килӗшсе хӗрарӑма 10 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Канашри пӗр нумай хваттерлӗ ҫурта 2006 ҫултах авариллисен йышне кӗртнӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Ҫурта ишсе антармалла, анчах унта 4 ҫынран тӑракан ҫемье халӗ те пурӑнать.
Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш хулин администрацийӗ авариллӗ ҫуртра пурӑнакнсене урӑх ҫӗре куҫарас енӗпе нимӗн те туман.
Канашри районсен хушшинчи прокурор ыйтнипе суд администрацие хӑтлӑ ҫурт памалла тунӑ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене черетсӗр куҫармалла. Вӗсем малашне те, хальхи пекех, хваттерте социаллӑ найм мелӗпе пурӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |