Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +34.0 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Ҫӗрпӳ район прокурорне урӑх вырӑн шанса панӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 23.09.2019 21:12 | 306 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
http://www.pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
http://www.pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулнӑ ҫын Раҫҫей прокуратурин тытӑмне ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмах Дмитрий Теллин пирки пырать. Ҫӗрпӳ район прокурорӗ пулма ӑна пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ. Халӗ вӑл Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫнӑ.

Ҫӗрпӳ район прокурорӗн тивӗҫне Чӑваш Ен прокуратуринче право статистикин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ Антон Бабаев пурнӑҫлать.

Маларах асӑннӑ Дмитрий Теллина Раҫҫей прокуратурин федерацин Атӑлҫи округӗнчи управленине куҫарасси ҫинчен калакан приказа Раҫҫей тӗп прокурорӗ алӑ пуснӑ.

Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумне Игорь Сахарова урӑх ӗҫе куҫараҫҫӗ текен сӑмах та ҫӳрет-мӗн. Анчах ведомствӑра вӑл хыпара ҫирӗплетмен.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #прокуратура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Прокурорӑн пӗрремӗш ҫумӗ звани илнӗ
2019, 06, 11
Тӑвай район прокурорне ҫирӗплетнӗ
2019, 07, 02
Каҫал тӑрӑхӗнчи усламҫӑ ҫамрӑксене килӗштерет
2019, 07, 11
Шӑмӑршӑ районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ
2019, 07, 12
Черетрине кӗтсе илеймен
2019, 09, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org