Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Тӑвай район прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе РФ Тӗп прокурорӗн ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Александр Данилова шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи. Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Унта диплом илнӗ хыҫҫӑн 2002 ҫулта ӑна прокуратурӑна ӗҫе йышӑннӑ. Малтанласа вӑл Куславкка район прокурорӗн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран Канашри районсем хушшинчи прокурора пулӑшнӑ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри транспорт прокурорӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Тӑвай район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Оксана Ястребова нумаях пулмасть Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче ӗҫлеме пуҫланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Тӗп прокуратуринче чӑваш ҫынни Следстви, дознани тата оперативлӑ шырав ӗҫӗн тӗп управленийӗнче Шалти ӗҫсен министерствинчи следстви ӗҫне тӗрӗслесе тӑракан управлени прокурорӗнче тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |