Раҫҫейӗн Федераци Канашне Чӑваш Енрен суйланнӑ Вадим Николаев Ҫӗнӗ Шупашкара лашапа ӗнер ҫитнӗ. Ҫук хӑй утланса ларса е урхамаха кӳлсе мар-ха. Спутник-хулана ӑйӑра вӑл парнелӗх илсе ҫитернӗ. Чӗлхесӗр янавара ӑҫтан илсе килнине тата унӑн ӑратне, шел те, пӗлместпӗр. Шӑмат кун Ҫӗнӗ Шупашкар 58 ҫул тултарнине уявланӑ. Хулари тӗрлӗ лапамра ҫав ятпа хаваслӑ мероприятисем иртнӗ. Уявӑн савӑнӑҫлӑ та официаллӑ пайӗ А.Г. Николаев ячӗллӗ стадионта каҫ кӳлӗм иртнӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара: республика ертӳҫинчен пуҫласа депутатсем таранах — пуҫтарӑннӑ.
Вадим Николаев хулари лаша спорт шкулне ӑратлӑ ӑйӑр парнеленӗ. Ҫавна ҫирӗплетекен сертификата вӑл унтисене уявра, хула ҫыннисен умӗнче, сцена ҫине хӑпарсан тыттарнӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенчи ачасене Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласшӑн. Вӗсем валли пылак парне туянмашкӑн укҫа пухнӑ ӗнтӗ.
Кунашкал акцие республикӑра кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Министерствӑсенче тата ытти учрежденире ӗҫлекен ҫынсем пылак кучченеҫ туянмашкӑн укҫа-тенкӗ пухнӑ. Кӗске вӑхӑтрах 1 миллион та 80 пин тенкӗ пуҫтарӑннӑ.
Ку укҫапа 5 пин пылак кучченеҫ туянма пулать. ЧР Ӗҫлев министерствипе ИӖМ укҫа пуринчен те ытларах пухнӑ-мӗн. Тӗнче тетелӗнче хӑшӗ-пӗри хыпарланӑ тӑрӑх, ахаль тӳре-шара 200 тенкӗ панӑ.
Ҫак кунсенче гуманитари пулӑшӑвне Ногинск хулине янӑ, унтан парнесене Украинӑна ӑсатӗҫ.
2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫата ҫырӑнакансем валли редакци парне хатӗрленӗ.
Юпа уйӑхӗн 5—15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырӑнтару вунӑ кунлӑхӗ акци иртнӗ май чун апачӗн хакӗ те йӳнелнӗ. «Авангард» хаҫат редакцийӗ ҫак тапхӑрта ҫырӑннисем валли парне хатӗрленӗ. Хавхалантарӑва пӗрремӗш илекенни Аслӑ Чементи Н. Мартынов пулнӑ. Николай Сергеевич ҫемйи 1973 ҫултанпа район хаҫатне илсе тӑрать иккен. «Мана «Авангард» питӗ килӗшет. Ӑна вуламасен темӗскер ҫитмест пекех туйӑнать. Район пурнӑҫӗпе хаҫат туллин паллаштарать. Ҫӗнӗлӗхсене те вӑхӑтра ҫутатать. Ҫанталӑк мӗнлерех пулассине пичетлеме пуҫлани те лайӑх. Уйрӑмах утӑ хатӗрленӗ вӑхӑтра хӑҫан ҫумӑр ҫӑвасси, хӗвел пӑхасси интереслентерет», — тенӗ Н. Мартынов блокнотпа ручкӑллӑ пулнӑ май.
Иртнӗ уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат 85 ҫул тултарчӗ. Уявне хаҫатҫӑсем кӗреке хушшине пуҫтарӑнсах хальлӗхе палӑртман-ха. Ӑна вӗсем, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӗр мӑнтӑрӗпе уявласшӑн.
Шупашкар районӗн летопиҫне куллен кун ҫырса пыракан «Тӑван Ен» хаҫатӑн сакӑр теҫетке ҫул ҫурӑри кун-ҫулне тишкерсе Фадей Константинов таврапӗлӳҫӗ, хаҫатӑн хастар ялкорӗ кӗнеке кӑларнӑ. Хаҫатран виҫӗ ҫул ҫеҫ аслӑрах Фадей Константинович каланӑ тӑрӑх, материала пухма тӗрлӗ ҫӑлкуҫпа, архиври материалсемпе усӑ курнӑ. Пулӑшнисене автор ятран асӑнса кайнӑ.
«Тӑван Ене» сахал вӑхӑт ертсе пырсах хаҫат историйӗнче палӑрмалла ырӑ улшӑнусем кӗртнӗ тата кӗнекене пуянлатма пулӑшнӑ Борис Чиндыков драматург, поэт, куҫаруҫӑ, публицист та ҫӗнӗ кӗнекене хаваспах туяннӑ. Хӑйне валли кӑна мар, район хыпарҫине хӑй ертсе пынӑ вӑхӑтра пӗрле ӗҫленӗ Виктор Бычков дизайнер валли те. Шӑпах иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ун чухне хаҫатӑн сӑн-сӑпатне дизайнпа верстка тӗлӗшӗнчен пуҫӗпех ылмаштарнӑччӗ. Тӗслӗх вырӑнне вӗсем ют ҫӗршывра тухса тӑракан хаҫатсене те сахал мар тишкеретчӗҫ. Борис Чиндыков кӗнекене тӗлӗнмелле ӑслӑ та пултаруллӑ чӑваш ачине, Муркаш район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халь Турцинче ӗҫлесе пурӑнакан Виктор Бычкова парнелӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинче пурӑнакан тепӗр 50 ҫынна алла ҫыхмалли сехет парнелесшӗн. Ку сас-хура ӑҫтан тухнӑ тетӗр-и? Патшалӑх тариф служби сехет туянмашкӑн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ҫитменнине, Элтепер ҫак сехете камсене парнелеме хатӗрленни те паллӑ — арҫынсене! Мӗншӗн тесен аукционра «арҫынсен алла ҫыхмалли сехечӗ» тесе палӑртнӑ.
Сехетсене 130 пин те 950 тенкӗпе туянасшӑн. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр сехет 2 пин те 619 тенкӗ тӑрать. Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра ирттерӗҫ. Сехет сутакансем унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне хӑтлӑх театрне кӗртме 13,27 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Сертификата ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери XXI балет фестивалӗн гала-концерчӗ пуҫланас умӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев панӑ. Хута вӑл театрӑн директорне Вячеслав Фошина тыттарнӑ.
Михаил Игнатьев хӑйӗн сӑмахӗн балет фестивалӗн пӗлтерӗшне пысӑка хурса палӑртнӑ. Вӑл унта хутшӑнакансемпе ӑна йӗркелекенсене балет ӳнерне чунпа парӑннӑшӑн тата куракансене ҫутӑ туйӑм парнеленӗшӗн тав тунӑ.
Театрти балет репетиторне, Чӑваш Республикин халӑх артисткине Галина Васильевана, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисткине Ольга Серегинӑна, Раҫҫейӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Галина Никифорова балетмейстера, Чӑваш Енӗн халӑх артистне, балет артистне Юрий Свинцова, балетмейстер ассистентне Михаил Яковлева Элтепер Тав хучӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑ.
Театра Борис Марковӑн портретне (авторӗ — Чӑваш Енӗн халӑх художникӗ Николай Карачарсков) парнеленӗ.
Сирӗн халӑх костюмӗ, унӑн пайӗсем килте ахалех выртаҫҫӗ-и? Вӗсене Чӑваш наци музейне е Чӑваш тӗррин музейне кайса пама пултаратӑр. Ҫапла майпа «Серебряная кладовая» экспозицие пуянлатма шухӑшланӑ.
Экспозицире чӑваш хӗрарӑмӗсен эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем упранаҫҫӗ. Вӗсене кӗмӗлтен тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ. Ҫакнашкал япаласене музейра ӗмӗрлӗхе упрама йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене патшалӑх учетне тӑратӗҫ, музейри илсе килнӗ япаласен кӗнекине ҫырӗҫ, Раҫҫейри Музей фончӗн электронлӑ базине кӗртӗҫ. Инвентаризаци тунӑ хыҫҫӑн япаласем коллекцире, экспозицире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Музея япала парнелекенсене сертификат парӗҫ. Вӗсене япала парнелекенсен хисеп кӗнекине те кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейне нумаях пулмасть ӗлӗкхи укҫа парнеленӗ. Дирхим авалхи араб укҫи шутланать. Владимир Алмантайпа Сергей Семенов илсе пынӑскерсене Х ӗмӗрте тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сасанид укҫи вара V–VI ӗмӗрсенчен паянхи кунччен упраннӑ. Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи (XIII-XIV ӗмӗрсем) укҫа та музейра тивӗҫлӗ вырӑн тупӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑхшӑн музей ӗҫченӗсем Владимир Николаевичпа Сергей Григорьевича тав тунине пӗлтереҫҫӗ. «Музея парнеле» акци, сӑмах май, малалла тӑсӑлать. Ӑна музея йӗркеленӗренпе 96 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл нарӑсӑн 10-мӗшӗччен пырӗ. Капла акцие музейҫӗсем 95 ҫулхи юбилей умӗн те йӗркеленӗччӗ. Аса илтеретпӗр, музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче пурӑнакан уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнеленӗ. Парнене ял ҫыннисем вырӑнти культура ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ ҫулпа ирттернӗ аукцион вӑхӑтӗнче тыттарнӑ.
Аукциона Хӗл Мучи ертсе пынӑ, ӑна Юр Пике пулӑшнӑ. Аукцион лочӗ — тӗлӗнтермӗш япаласем пулнӑ. Теприсем питӗ хаклӑ-чаплӑ япаласемех пулман та, анчах ертсе пыракансем ӑна ырланине-мухтанине кура туяннӑ. Аукционӗ, сӑмах май, япалине кӑтартмасӑр, ӑна хаклани тӑрӑх иртнӗ. Мӗн сутнине тавҫӑракан япалине тӳлевсӗрех тыттарнӑ.
Аукциона пуҫтарӑннӑ ял ҫыннисем вырӑнти Культура ҫуртне бойлер-чейник парнелени Хӗл Мучипе Юр Пикене те тӗлӗнтернӗ. Ара, вӗсен парни мар-ҫке: ял халӑхӗ пухнӑ укҫапа туяннӑскер.
Валерий Самойлов-Раштавӑн «Телей кайӑкӗ» юрӑсен кӗнеки Тӑвай районӗнчи виҫӗ вулавӑша ҫитнӗ. Сарӑмсӑрлӑха пула ҫамрӑклах ҫурӑм шӑммине амантнӑ хыҫҫӑн вырӑнпах выртакан ҫак поэт чун киленӗҫне сӑвӑ ҫырнинче тупнӑ. Хӑй вӑл Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче пурӑнать. Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ юрӑсене паян Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин, Полина Борисова, Сергей Павлов тата ыттисем шӑрантараҫҫӗ.
Юрра хывӑннӑ сӑвӑсен пуххине пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ. Валерий Раштавӑн кӗнекине Тӑвай тӑрӑхӗнчи вулавӑша кам парнеленине е туянса панине райадминистраци сайтӗнчи кӗске хыпарта асӑнман.
Сӑмах май, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче поэта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, унчченхи пухура чӑваш парламентне ертсе пынӑ Юрий Попов тата Фарида юрӑҫ ноутбук парнеленӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |