Раҫҫейӗн маркетологӗсен гильдийӗн канашӗн пайташӗ Николас Коро сӑнанӑ тӑрӑх, Раҫҫей арҫынӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсене парнепе савӑнтарма пӗлмеҫҫӗ. Ҫавна курах кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм хӑйне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе парнеленӗ косметикӑпа парфюма лавккана тавӑрса пама хатӗр.
Кун пек пӗтӗмлетӳ патне пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн хӗрарӑмсен хушшинче ирттернӗ ыйтӑм хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ.
Маларах асӑннӑ гильди тӗпчевӗ тӑрӑх, парнен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кухньӑпа ҫыхӑнни, йӑлари техника тата ҫипуҫ, парфюмерипе косметика. «Чечек уйрӑм парне шутланмасть. Ӑна мӗнпе те пулин пӗрле параҫҫӗ», — тенӗ эксперт «Русская служба новостей» (чӑв. Хыпарсен вырӑс служби) радиостанцие.
Николас Коро суту-илӳ сечӗсен прогнозне тӗпе хурса кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ валли парне туянма арҫынсем пӗлтӗрхинчен 15 поцент ытларах тӑкакланӗҫ тесе каланӑ. Анчах ку вӑл «пӑхаттирсем» хаклӑрах парне туяннипе ҫыхӑнман. Парнине вӗсем йӳнӗрехпе илме тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Апла пулсан ҫакӑ тавар хакланнине палӑртать тесе ӑнланмалла ӗнтӗ.
Николос Коро арҫынсем премиум сегменчӗллӗ гаджетсем парнелессе шанма сӗнмест.
Пултаруллӑ ҫын пур енӗпе пултаруллӑ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ӗҫченӗсем нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Каршлӑхри вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен ҫуртӗнче пулнӑ чух кӑтартса панӑ. Шӑпа ҫавӑн пек ҫаврӑнса тухнипе ваттисен ҫуртне лекнисем патне хаҫатҫӑсем хӑйсен пичет кӑларӑмӗ тухма пуҫланӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ ыр кӑмӑллӑх акцине ирттернӗ май ҫитнӗ. Ватӑсене сума сунине ЧР парламенчӗн депутачӗ, Муркашри чӑх-чӗп хапрӑкне чылай ҫул ертсе пынӑ Николай Ванеркин та кӑтартнӑ — унта вӑл парнесемпе ҫитнӗ.
Хаҫатҫӑсем хӑйсемпе пӗрле чӗнсен Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева та хирӗҫлемен: мучи-кинемейсене хӑйӗн ҫепӗҫ сассипе савӑнтарнӑ. «Республика» хаҫат тӗп редакторӗ Лидия Филиппова хӑйӗн чуна тивекен сӑввисене вуланӑ, Эрбина Никитина журналист сӗрме купӑспа чех композиторӗн Эденек Фибихӑн «Поэма» хайлавне каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Коновалов ӳнерҫӗ Питӗрти Музыка камичӗн театрӗн артисчӗсем валли хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Вӑл вӗсене поп-арт стильпе хатӗрленӗ картинӑсем парнелесшӗн.
Владимир уйӑх вӗҫӗнче Питӗре «Джекилл и Хайд» мюзикл курма каясшӑн. Шӑп ҫавӑн чухне вӑл артистсене хӑйӗн ӗҫӗсене парнелесшӗн.
Владимир тӗнчери мюзиклсемпе тахҫантанпах интересленет. Картинӑсене те вӑл темиҫе ҫул ӳкерет ӗнтӗ. Артистсемпе малтанах ҫыхӑннӑ вӑл, картина парнелесси пирки пӗлтернӗ. Лешсем хаваспах тӗл пулма килӗшнӗ, автограф пама та шантарнӑ.
Владимир картинӑсене кӗске вӑхӑтрах хатӗрлесе пӗтернӗ. Рамкӑсене тӑвас ӗҫ ҫеҫ кӑштах тӑсӑлнӑ.
Арҫынсене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне мӗн парнелемеллине пӗлместӗр-и? Шупашкарта Владимир Путин тата Барак Обама сӑнне ӳкернӗ нуски сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ пур.
Константин сутуҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал нуские ҫынсем хаваспах туянаҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейре туса кӑларнӑ. Нуски, вӑл каланӑ тӑрӑх, урана сывлаттарать. Ӑна туянакансем каялла та таврӑнаҫҫӗ-мӗн — тепре илме.
Ярослав Макаров та нуски туяннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ӑна питӗ килӗшнӗ. Нуские вӑл коллекцие хума шутланӑ. Вӑл унта 9-мӗш пулӗ.
Кӑсалхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 95 ҫул тултарать. Уявне те музейҫӑсем ҫав кунах палӑртма шухӑшласа хунӑ.
Юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Вӑл ырантан пуҫланса нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Музейҫӑсем ҫынсенчен культура тата истори пӗлтерӗшлӗ япаласемпе коллекцисене кӗтеҫҫӗ. Кунта сайра тӗлпулакан кӗнекесемпе документсем, ҫын аса илӗвӗсемпе сӑнӳкерчӗкӗсем, открыткӑсемпе значоксем, ҫипуҫ тата пушмак, аксессуарсемпе эрешсем, музыка инструменчӗсем, йӑлари япаласем, тимӗр тата хут укҫасем тата ыттине кӗртме пулать.
Парне евӗр панӑ япаласенчен музейҫӑсем юбилей кунӗ валли курав йӗркелӗҫ.
Парнене ӗҫ кунӗнче 10 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2 ҫуртри 109-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 62-41-24.
Шупашкарти тӳрленмелли шкул ачисем ҫак кунсенче шӑккалатпа сӑйланнӑ. Лавккаран туянман вӗсем ӑна, сумлӑ хӑна аллинчен тивӗҫнӗ.
Тӳрленмелли 2-мӗш шкула, Ашмарин урамӗнчине, йывӑр курупка йӑтса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов килнӗ. Ку — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тата «Чӑвашпотребсоюзӑн» Ҫӗнӗ ҫулхи пӗрлехи проекчӗ. Раштав уйӑхӗнче райпо лавккисенче пылак ҫимӗҫ пухмашкӑн курупка лартнӑ. Ҫынсем шӑккалат туянса вӗсене курупкана хӑварнӑ. Ҫапла 11 пин шӑккалат пухма май килнӗ. Ку — 1 тоннӑна яхӑн.
Халӗ вӗсене шкулсемпе интернатсене илсе ҫитереҫҫӗ. Тӳрленмелли 2-мӗш шкулта 160 ача, вӗсенчен кашниех шӑккалата тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 38-шӗ — сусӑр. Шӑпӑрлансем хӑнасем килнӗшӗн савӑннӑ, концерт лартнӑ.
Етӗрне районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсем раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 15-мӗшччен ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ. Кунта тӑрӑшакан полици ӗҫченӗсем вӑхӑтлӑха Хӗл Мучипе Юр Пике пулса йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене ҫитнӗ. Полицейски Хӗл Мучисем чылай ача-пӑчана тутлӑ кучченеҫпе хӑналаса савӑнтарнӑ.
Етӗрне тӑрӑхӗнче тӑлӑх ачасене тутлӑ канихветсемпе ыттисем те хӑналанӑ. Тӗслӗхрен, Шупашкарти «Бреслер ТЦ» ТМЯП. Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳсекеннисем тата пушарсенче шар курнисем тӗпчев центрӗнчен 26 пинлӗх пулӑшу илнӗ — тумтир таврашӗ, хут-кӑранташ, пылак парнесем тата ытти япала. «Ачасене пылак ҫимӗҫсем» акцие Етӗрнери предприятисем те хутшӑннӑ: Чӑвашпотребсоюза кӗрекен Етӗрне аш-какай комбиначӗ, Етӗрне кирпӗч савучӗ, Чӑвашпотребсоюзӑн Етӗрнери райпо тата ыттисем.
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкула Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн автобус парнеленӗ.
Шкул коллективӗ, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗсен комитет ертӳҫи Л. Ю. Ястребова тахҫантанпах кӗтнӗ парнешӗн Чӑваш Республикин пуҫлӑхне М.В. Игнатьева, республикӑри ҫутӗҫ министрне В.Н. Иванова, Етӗрне район пуҫлӑхне В. И. Иванова райадминистраци ертӳҫине В.Н. Кузьмина тата районти вӗрентӳ пайӗн ертӳҫине А. А. Филимонова чунтан тав сӑмахӗ калани пирки Етӗрне районӗн сайчӗ пӗлтерет.
Кӑҫӑл ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗ Алена Кириллова пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑри Кирилл тата тин ҫуралнӑ йӗкӗреш Кристинӑпа Вероника амӑшӗсӗр тӑрса юлчӗҫ.
«Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем ӗҫтешӗ пирки манмаҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть ачисене кайса курнӑ, Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламласа парне панӑ. Канфет, памперс, кӗнекесем, фломастерсем тата кӑштах укҫа илсе килнӗ журналистсем. Ку — пӗчӗк те пулин пулӑшу. Ачасемшӗн вара — уяв.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче Кирилл 3 ҫул тултарнӑ. Амӑшӗ ӑҫта ҫухалине вӑл ӑнланса юлман. Унӑн шухӑшӗпе, вӑл таҫта кайнӑ, кӗҫех таврӑнать… Пӗррехинче ача пахчине кайнӑ чухне Кирилл хӗрарӑма курнӑ та «Анне!» тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах вӑл мар…
Кирилл Ҫӗнӗ ҫула юратать. Алена ывӑлне яланах парнесемпе савӑнтарнӑ. Пӗчӗк Кирилл йӑмӑкӗсене те пӑхать. Кристинӑпа Вероника — ҫичӗ уйӑхра. Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, ачасем чирлемеҫҫӗ, лайӑх ӳсеҫҫӗ.
Алена пурнӑҫран уйрӑлни ҫичӗ уйӑх ҫитрӗ, вӑл ҫукки халӗ те ҫывӑх ҫыннисен чунне ыраттарать. Ҫапах пуҫ усмаҫҫӗ вӗсем, пӗчӗк ачасене ура ҫине тӑратасшӑн талпӑнаҫҫӗ.
Ҫӗпӗрти Болотное хулинче пурӑнакан, пиллӗкмӗш класра вӗренекен Мария Котова Раҫҫей Президенчӗнчен Ҫӗнӗ ҫул парнине тивӗҫнӗ. Ӑна Владимир Путин велосипед тата хӗрпӗрчи ӗмӗтленнӗ ытти япалапа савӑнтарнӑ.
Хӗрача Пӗтӗм Раҫҫейри интеллектуалсен олимпиадинче муниципалитет шайӗнче «Вырӑс чӗлхи» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк сӑмах ӑсти РФ Президенчӗ патне ҫыру шӑрҫалама шут тытнӑ. Унӑн ӗмӗтне, велосипеда, Новосибирск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Владимир Городецкий тыттарнӑ.
РФ Президенчӗ ачасен Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи ӗмӗтне унччен те пурнӑҫланӑ. Казахстанран Хакасине куҫса килнӗ, тара илнӗ хваттерте пурӑнакан ҫемьере ӳсекен 12 ҫулти хӗрача кӑвак куҫлӑ хаски ӑратлӑ йытӑ ҫури пирки ӗмӗтленнине, анчах хаклӑскере ашшӗ-амӑшӗ туянса парайманнине пӗлтернӗ. Кӗҫех ӑна В. Путин йытӑ ҫури парнеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |