Раҫҫейре курортра каннӑшӑн налук пуҫтарассине сӑнав шайӗнче кӗртеҫҫӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, 2018–2022 ҫулсенче туристсенчен курортри инфратытӑмпа усӑ курнӑшӑн укҫа илесшӗн. Ку тӑватӑ региона пырса тивет: Крыма, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайӗсене.
Налука 18 ҫул тултарнӑ ҫынсен тӳлеме тивӗ. Укҫана регионта 24 сехетрен ытларах пулсан илеҫҫӗ. Сахал тупӑшлӑ ҫемьесен, 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнри сусӑрсен, вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫӑмӑллӑхсем пулӗҫ. Вӗсене регионсем хӑйсем палӑртӗҫ.
Укҫа-тенкӗ регионти хыснана кӗрӗ. 2018 ҫулта пӗр талӑкра 50 тенкӗрен ытлашши илмӗҫ. Каярахпа ку кӑтарту 100 тенкӗпе танлашӗ.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчеме пӑрахнӑ. Вӑл — усламҫӑ. Арҫын налук тӳлемен тесе шухӑшланӑ.
Арҫын услам ӗҫӗпе аппаланнӑ. Унӑн ӗҫӗ сӗт юр-варӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл 2015 ҫулхи иккӗмӗш кварталшӑн налук тӳлемен имӗш. Ку 2 миллион та 900 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан, пурлӑхне арестлесен усламҫӑ тӑкака тӳрех саплаштарнӑ: 3 миллион та 800 пин тенкӗ налук тӳленӗ. Ҫавна май айӑрланаканскер пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтса ҫырнӑ.
Чӑваш Енре транспорт налукне ӳстересшӗн. Ҫапла майпа хыснана 70,4 миллион тенкӗ ытларах кӗрӗ. Кун пирки ЧР Финанс министерстви пӗлтерет.
Налука 2019 ҫулта ӳстересшӗн. Ку ыйтӑва правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Элтепер администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, транспорт налукӗ 20,7 процент ӳсӗ.
Халӗ автомобильсен хуҫисем 1 лаша вӑйӗшӗн (100 лаша вӑйӗллӗ машинӑшӑн) 13 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Ку категорипе коэффициент 1,207 пулсан налук 15,69 тенкӗ таран ӳсӗ.
Аса илтерер: транспорт налукӗ юлашки хутчен 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӳснӗ. 2014 ҫулта вӑл 11 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫулсерен 60–95 пин ҫухрӑм ҫӳрекен йывӑр тиевлӗ машина хуҫисем валли «Платон» тӳлевне йӳнӗрех тӑвасшӑн. Анчах хальлӗхе ку калаҫу шайӗнче кӑна-ха. Сӗнӗве ҫирӗплетмен.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев «Платонри» скидкӑсем пирки РФ Транспорт, Экономика тата Финанс министерствисене шухӑшлама каланӑ. Палӑртмалла: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тариф ӳснӗ, кашни ҫухрӑмшӑн 1,9 тенкӗ тӳлемелле.
Транспорт министрӗ Максим Соколов «Платон» дальнобойщиксемшӗн ҫивӗч ыйту пулманнине пӗлтернӗ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи даннӑйсене ӗненес тӗк, ҫакна 424 машина ҫеҫ хирӗҫ. Пӗтӗмпе ку тытӑмра вара 820 пин машина регистрациленӗ.
Сӑмах май, канмалли кунсенче Иркутскра «Платона» хирӗҫ йӗркеленӗ авточупу пуҫаруҫисене тытса чарнӑ. Вӗсем ку акци пирки администраципе калаҫса татӑлман.
Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗ Александр Дельман хыснана налук тӳлессинчен пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Общество Канашӗн пайташӗ 30,8 миллион тенкӗ налук тӳлемен имӗш.
Александр Дельман уйрӑм усламҫӑ пулса мотор топливине курттӑмӑн сутнӑ, кафесемпе ресторансен пулӑшӑвне кӳнӗ. Налук тӳлессинчен Александр Дельман халь мар, 2013 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталта (хушма хакран илекен налукран) тата 2013–2014 ҫулсенче (уйрӑм ҫын тупӑшӗнчен илекеннинчен) пӑрӑннӑ пулать. Налук тӳлес мар тесе вӑл суя декларацисем тӑратнӑ-мӗн.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗрӗслекен тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.
Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.
Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.
Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн. Ӗҫе вӗҫне ҫитерессипе ҫитермесси пирки татса калама хӗн, анчах тавӑҫӗ судра выртни паллӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине панкрута кӑларма ыйтса Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ тухнӑ. Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланакан организаци вӗсен умӗнче самай парӑма кӗрсе кайнӑ. Налук тӳлейменнине кура ФНС Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ.
Арбитраж судне налукҫӑсенчен тавӑҫ пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫитнӗ. Тавлашуллӑ ыйтӑва хӑҫан пӑхса тухасси хальлӗхе паллӑ мар.
Предприяти муниципалитетӑн шутланать те, парӑма татас тесе яваплисем, тен, мӗн те пулин шутласа кӑларӗҫ — панкрута кӑларасси патне ҫитермӗҫ.
Шупашкарти сӗт-ҫу савутне ҫӗр налукӗнчен хӑтарӗҫ. Хальлӗхе ку ыйтӑва Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ырланӑ. Депутатсем черетлӗ ларӑва нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ те президиумра пӑхса тухнӑ ыйтусемпе татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайма пуҫтарӑнакан сӗт-ҫу савучӗ хӑйне ҫӗр налукӗнчен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Гирюк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи президиумӗнче каланӑ тӑрӑх, ку ҫӑмӑллӑхпа предприяти малтанхи 5 ҫулта усӑ курасшӑн.
Хула администрацийӗн тарифсене йӗркелекен, предприятисен экономики тата инвестици енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Максимов савута ҫӗр налукӗнчен ҫитес пиллӗк ҫуллӑха хӑтарас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Ҫурт-йӗре регистрацилеменнисене ӳлӗмрен налук нумайрах тӳлеттерме тытӑнӗҫ. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, налук виҫине кӑҫалтан ӳстерӗҫ. Унччен, калӑпӑр, ҫӗршӗн 4 пин налук тӳленисем (кунти тӗслӗх Мускав облаҫӗ пирки пырать) малашне 8 пин кӑларса хурӗҫ.
Паян Раҫҫейре уйрӑм ҫурт-йӗр валли 16 миллиона яхӑн гектар ҫӗр уйӑрнӑ иккен. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче пӳрт хӑпартса лартнӑ, анчах ӑна регистрацилементен пурлӑх налукӗ хураймаҫҫӗ. Хыт-хура кашласа ларакан участоксем 5 миллиона яхӑн-мӗн.
Мускав облаҫӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви РФ Налук кодексне улшӑну кӗртме сӗнесшӗн: регистрацилемен пӳрт хуҫисене ҫӗр налукне пысӑклатнӑ коэффициентпа тӳлеттерме пуҫласшӑн. Кунта пахча тата дача ҫурчӗсене те кӗртме пултарӗҫ.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫӗр налукне тӳлесшӗн мар. Предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Гирюк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи президиумӗнче (лару нарӑсӑн 2-мӗшӗнче иртмелле) пӗлтернӗ тӑрӑх, савута ӗҫлеттерсе янӑ вӑхӑтра, пурӗ 5 ҫул хушши, ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасшӑн.
Производствӑна ҫӗнетме 400 миллион тенкӗ ытла кирлӗ пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫласан, Алексей Гирюк хулари депутатсене ӗнентернӗ тӑрӑх, савута кӑҫалах хута яма май килӗ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева сӗт-ҫу савутне ӗҫлеттерсе яни хулара ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ. Производство пулсан тӗрлӗ шайри хысна налукпа пуянланӗ. Депутатсене Ирина Клементьева предприятие налук ҫӑмӑллӑхӗ пама чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |