Егоров Павел Александрович — ҫыравҫӑ. 1950 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Тутарстанӑн Пӑва районӗнчи Кугальна ялӗнче ҫуралнӑ. 1987 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗнче вилнӗ.
1985 ҫултанпа СССР ҪП членӗ.
1967 ҫулта Пӑва вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1984 ҫулта М. Горький ячӗллӗ литература институтне пӗтернӗ. 1968-71 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ.
1971-76 ҫулсенче Тутарстанӑн Пӑва районӗнчи, Чӗмпӗр облаҫӗн Ҫӗнӗ кил районӗнчи хаҫатсенче фотокорреспондент пулса ӗҫленӗ. 1976-1985 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ районӗн хаҫатӗнче корреспондент, ҫыру пайӗн заведущийӗ, дубляж редакторӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1985-87 ҫулсенче Чӑваш Ен ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн литература куонсультанчӗ пулнӑ.
Республикӑпа район шайӗнчи хаҫатсенче калавсем, очерксем, повеҫсем пичетленӗ. Хайлавӗсем ҫавӑн пекех «Литературная газета», «Волга», «Наш Современник», «Дружба» журналсенче те кун ҫути курнӑ.
Тухнӑ кӗнекисем: