Вӑрнар районӗнчи «Санар» фольклор ушкӑнӗ хӑйне хӳтте кӗме ыйтать. 2008 ҫулта Алина Евдокимова ертсе пынипе районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗскер паян 17 ҫынтан тӑрать. Фольклор ушкӑнне ҫӳрекенсем хӑйсене «Музыка земли» (чӑв. Ҫӗр музыки) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурсра тӗрӗслесе пӑхасшӑн.
Вӑрнар район администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ку проект ҫӗршывӑн концерт практикинче те пӗрремӗш хут, мӗншӗн тесен пӗр сцена ҫинче академи тата халӑх юрри пӗрлешет.
Фестивале РФ Культура министерстви йӗркеленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне Эксперт канашӗн шухӑшне те, тӗнче тетелӗнчисенне те тӗпе хурӗҫ.
«Санар» фольклор ушкӑншӑн ҫак каҫӑпа кӗрсе сасӑлама пулать. Сасӑлав вӗҫлениччен икӗ кун кӑна юлнӑ.
Чӑваш Ен паллӑ, пултаруллӑ дирижерпа, вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗн ертӳҫипе Владимир Мельниковпа сывпуллашнӑ. Вӑл чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Владимир Кузьмич авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче сывлама пӑрахнӑ. Ҫурҫӗр иртни 2 сехетре унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Унччен унӑн инсульт пулнӑ. Вӑл Шупашкарти пултарулӑх ҫуртӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ.
Паллӑ мусӑкҫӑпа сывпуллашнӑ чухне оркестр вылянӑ. Владимир Мельников патӗнче вӗреннӗ ҫынсем ӑна ырӑпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ. 40 ҫулта унӑн оркестрӗнчен пин-пин ҫын тухнӑ. Халӗ оркестре Василий Туртушов ертсе пырать.
Ҫӗрпӳ хули 427-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чух унта ҫӗнӗ палӑк уҫӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗрпӳсем Иккӗмӗш Кӗтерне патша майрине халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ. Палӑка Александров паркне кӗнӗ ҫӗре лартнӑ. Ун ҫумӗнче — карета. Патша майри 18-мӗш ӗмӗрте Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнӑ.
Хулара тимӗртен шӑратса тунӑ палӑксем татах пур: Печкин почтальон, урам шӑлакан... Вӗсене арҫынсен Ҫӗрпӳри тӗрминче ларакансем ӑсталанӑ.
НТВ-телеканалпа кӑтартакан «Салтыков-Щедрин шоу» сатира программин авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи кӑларӑмӗнче Иккӗмӗш Кӗтӗрне палӑкӗнчен тӑрӑхласа кулнӑ. Проекта Михаил Задоронов, Алексей Кортнев и Дмитрий Колчин ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе палӑк патша майри евӗрлӗ мар.
Аса илтеретпӗр, Иккӗмӗш Катерне чӑваш сӑмахлӑхне те кӗрсе юлнӑ. Ӑсчахсем «Катемпи» сӑмах ун ятӗнчен пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор Ӗпхӳри чӑваш шкулне Павел Мироновӑн барельефне парнеленӗ.
Паллӑ скульптор Ӗпхӗве Николай Кирюшкин таврапӗлӳҫӗ-ҫулҫӳревҫӗпе ҫитнӗ. Вӗсем Пушкӑртстанри Авӑркас тата Пелепей районӗсенче тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта пулнӑ, паллӑ литераторсен тӑван тӑрӑхӗсене ҫитсе ҫаврӑннӑ.
Ӗпхӳре чӑвашсен вырсарни шкулӗнче пулнӑ май вӗсем вырӑссен математикӗ тата дворянинӗ Павел Миронов XIX ӗмӗр вӗҫӗнче — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларассипе ҫине тӑнине пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Павел Миронов хӑй вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ ҫурта Пушкӑртстанра упраса хӑварнӑ — ҫав ҫурт историпе культура палӑкӗ шутланать.
Скульптор шкула барельефсӑр пуҫне хӑйӗн альбомӗсене тата кӗнекисене те парнеленӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗнӗ министра ҫирӗплетнӗ. ЧР Культура министерствине малашне Константин Яковлев ертсе пырӗ.
Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Элтепер Константин Геннадьевича министра ҫирӗплетесси пирки авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Константин Яковлев 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл Хусанти патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Константин Геннадиевич Тутарстанра Чӑваш наци культура автономи канашӗн председателӗ, Чӑваш наци конгресӗн канашӗн пайташӗ, Тутарстанри халӑх Ассамблейин канашӗн председателӗ пулнӑ.
Константин Яковлев ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пурнӑҫланӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсен варринче Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче сас-хура ҫӳретчӗ: «Николай Дмитров кинооператор Яков Ухсай сӑвӑҫа кашни утӑмра фотоаппаратпа ӳкерсе илет, хӑҫан та пулсан курав уҫса пысӑк укҫа хырса илесшӗн...»
Вӑтӑр ҫул иртсен ҫакна аса илтӗм те ӗлӗкхи ӗҫтешӗм патне шӑнкӑравларӑм.
— Чӑнах та, Яков Гавриловича сахал мар ӳкернӗ эпӗ, — пӗлтерчӗ Николай Васильевич. — Халӑх сӑвӑҫипе туслашсах кайнӑччӗ. Шӳтлесе вӑл мана Бенкендорф тесе чӗнетчӗ. Ӳкернӗ кадрсене хут ҫине ҫаптарса ӑна парнелеттӗм. 1979 ҫулта Волгоград хулинче РСФСР писательсен Союзӗ Пленум ирттерчӗ, унта совет литератури вӑрҫӑ темине епле уҫса пани пирки хӗрӳн калаҫрӗҫ. Яков Гаврилович ҫинчен киноочерк ӳкернӗ май, ӑна ҫӗршыври ҫыравҫӑсен хушшинче кӑтартас шухӑш ҫуралчӗ. Комитет председателӗ П.А. Крысин пирӗн шухӑша ырларӗ, пилӗк ҫынран тӑракан киноэкспедици йӗркелеме приказ кӑларчӗ. Волгоградра Ухсайӑн литературӑри вырӑнӗ тата ҫыравҫӑсем хушшинчи авторитечӗ мӗнле пулнине курма тата илтме тӳр килчӗ. Тӳрех калатӑп, ӑшра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратрӗ ҫакӑ.
Шупашкара Алькеш поселокӗ енчен кӗнӗ ҫӗрте ҫынсене Пинеслу савӑнтаратчӗ. Унпа юнашар пикен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫне япӑхалатнӑ тухатмӑш карчӑк та пурччӗ. Шел те, Андрей Молоков скульпторӑн ӗҫне те чӑннипех те хаклама пӗлмерӗҫ, те Пинеслу ӑнсӑртран ҫунса кайрӗ…
Андрей Молоков — Чӑваш Енре улӑм-утӑпа ӗҫлекен пӗртен-пӗр скульптор. Улӑмпа ӗҫленӗ чухне пӗчӗк пайсене тума ҫук. Филармони умӗнчи лаша ҫемйи те — унӑн ӗҫӗ. Молоков утӑпа 4 ҫул каялла, пӗтӗм тӗнчери фестивальте, ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн скульптурисем Францири пӗр курорт хулара та вырӑн тупнӑ. Вӑл Шупашкар хули валли те чылай ҫӗннине шухӑшласа кӑларать.
Скульпторӑн ҫӗнӗ шухӑш пур. Вӑл Шупашкарти Гагарин тата Калинин урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти ҫул ҫаврӑмӗнче «Улӑп» скульптура вырнаҫтарасшӑн. Вӑл ӑна тимӗртен ӑсталасшӑн. Улӑп 10 метр ҫӳллӗш пулӗ, унӑн ячӗ «Улӑп ҫынсене ҫулӑм парнелет» ятлӑ.
Аса илтеретпӗр, Улӑп кӳлепине вырнаҫтарма «Ирӗклӗх» те ҫырсаччӗ. Анчах тӳре-шара вӗсене укҫа-тенкӗ ҫукки пирки, палӑксене ытларах Чӑваш Ен шайӗнчисене кӑна мар, Раҫҫей пӗлтерӗшлисене суйлама сӗннӗ.
Марина Карягина пултарулӑхӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗн. Вӑлах — тележурналист та, вӑлах — драматурги лаҫҫине тарӑннӑн сухалама ӑнтӑлакан автор та, вӑлах — чуна парса телефильмсем ӳкерекен те, вӑлах — сӑвӑҫ та.
Мана хытах тыткӑнлани тата тӗлӗнтерни — унӑн палиндромӗсем. Малтан та, хыҫалтан та пӗр пек вуланакан йӗркесенчен тӑракан сӑвӑсен кӗнекине пултаруллӑ поэт маларах икӗ томпа кӑларнӑ: пӗри, «На реке ран» ятли, — вырӑсла; теприне, «Юрӑсӑр уй» сӑвӑ пуххи, — чӑвашла.
Кӑткӑс ҫак сӑвӑсемпе кӑсӑкланакансем каланӑ тӑрӑх, 40-50 йӗркерен тӑракан палиндромсене ҫыракансене урӑх халӑхсен ҫыравҫисенне те вӗсем курман-мӗн. Вырӑс литературин классикӗн Велимир Хлебниковӑн «Перевертень» сӑвви пур-ха. Анчах унта пӗр йӗрки кӑна каялла-малалла вуланса пырать.
Марина Карягина палиндром меслечӗпе ҫырнисене ҫулла ҫӗнӗ кӗнекене пухса кӑларас тесе пӗр ҫӗре пуҫтарма тытӑннӑ та, хӑй калашле, уҫӑлса кайнӑ кӑвак хуппи! «Ҫак тапхӑрта кашни ҫӗр тенӗ пек, каҫхи сьемкӑсем ҫук чухне, 20, 30, 40... йӗркерен тӑракан палиндром ҫырӑнчӗ», — каласа кӑтартрӗ ӑстаран та ӑста, Борис Чиндыков драматург калашле, «ҫутҫанталӑк пысӑк пултарулӑх панӑ» поэт.
Чӑннипе, ку вырӑн «ҫӑпан» пекех. Нумаях пулмасть иртнӗ акци пирки вуласан ҫак сӑмаха пуҫарас килчӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнчи ращана нимелле ҫӳр-ҫапран тасатнӑ. «Симӗс Раҫҫей» экологи общество юхӑмӗн хастарӗсем пӗчӗкех мар лаптӑка тирпей-илем кӗртнӗ. Мероприятие 150 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ку — сахал мар. Шӑматкунлӑха министерствӑсемпе ведомствӑсен, предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсем, студентсем тата ахаль ҫынсем хутшӑннӑ.
Культура керменне ҫынсем канма ҫӳреҫҫӗ. Унта таса та илемлӗ пулмалла. Кермен хыҫӗнче вара тасамарлӑх хуҫаланать. Унта ҫуркунне пулма тӳр килнӗччӗ. Эрне варри пулсан та халӑх йышлӑччӗ. Пурте илемлӗ ҫанталӑкпа киленме, шашлӑк пӗҫерме тухнӑ. Анчах хӑтсӑр та тирпейсӗр вырӑнта епле чунран канма пулать-ши? Йӗри-тавра пластик кӗленчесем, савӑтсем, хут йӑванать. Ҫынсем хӑш вырӑнта каннӑ — ҫӳп-ҫапа ҫавӑнтах ывӑтса хӑварнӑ. Тӳрреммӗн каласан, унта ҫутҫанталӑк лапамӗнче мар, свалкӑра каннӑн туйӑнать.
Элӗк районӗнчи Пӗчӗк Карачура ялӗнче пурӑнакан Лидия Онуфриева пахчинче чӑн-чӑн клуб туса лартнӑ. Хӑйӗн анкартине илемлетме вӑл чирленӗ хыҫҫӑн шухӑшланӑ.
Лидия патне килекен хӑнасене нумай кӳлепе кӗтсе илет: пӑши, Баба-Яга, юмахри гном, чӑваш пики, ҪҪХПИ ӗҫченӗ. Хӑш-пӗр водитель ҫул-йӗр ӗҫченне курсан хӑвӑртлӑхне те чакарать-мӗн.
Анкартинче хӑйӑр купи, сцена, ача-пӑча валли ҫурт та пур. Ялта клуб ҫук, ҫавӑнпа ял халӑхӗ унта пухӑнма кӑмӑллать. Ачасем выляҫҫӗ, сцена ҫине хӑпарса сӑвӑ вулаҫҫӗ, аслисем вара хӑйсен ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Кӳршӗ ялтан та килеҫҫӗ унта.
Пӗлтӗр Лидия Онуфриевӑн кил-тӗрешӗ хӑтлӑх енӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӗрарӑм кунпа ҫырлахасшӑн мар-ха, Чӑваш Енре пӗрремӗш пуласшӑн вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |