Раштавӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа поэзи уявӗ иртнӗ. Мероприятие Шупашкартан ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.
Чӑвашри йыш «Ухсай вулавне» хутшӑннӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи учительсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑнса илме те май тунӑ.
Аслӑ поэтӑн ҫӗрӗ ҫинче пулнисем унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ, Яков Ухсай музейне кӗрсе тухнӑ, Слакпуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче иртнӗ «Яков Ухсай – халӑх поэчӗ» уявра пулнӑ. Унта вырӑнти хастарсем те кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Каҫхине Пелепейри Культура ҫуртӗнче поэтӑн 105 ҫулхи ячӗпе концерт иртнӗ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван куравӗ ӗҫлет. Кӗҫҫерен тӗрлӗ скульптура ӑсталаканскерӗн «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех уҫӑ пулӗ.
Автор кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала ӑсталанӑ. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать. Автор пултарулӑхне хаклама пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, Ирина Андреева ӗҫӗсенче хурапа сӑрӑ тӗссем станок графикипе, офортпа (хрантсусларан куҫарсан азот йӳҫекӗ пулать), литографипе (чултан касса ӑсталани) ҫывӑхлатаҫҫӗ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта «Тени наших предков» (чӑв. Несӗлӗмӗрсен ӗмӗлкисем) регионсем хушшинчи истори фестивалӗ пулать. IX-XI ӗмӗрсене халалланӑскер кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет.
Фестивале хутшӑнакансем Атӑлҫи Пӑлхар, Авалхи Руҫ, Скандинави, Византи тата ытти патшалӑхсен культурипе, кулленхи пурнӑҫӗпе, ҫар ӑсталӑхӗпе тата кун-ҫулӗпе паллаштарӗҫ.
«Ӗҫ-пуҫа ҫулсеренех Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑнать. Кӑҫал Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче чи лайӑх истори клубӗсен элчисем пухӑнӗҫ. Фестиваль программинче ҫапӑҫусем, ал ӗҫне вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем, асӑнмалӑх туянмалли парнесен лавкки тата ытти те пулӗ. Унта кашниех кӗреет. Ӗҫ-пуҫ 12 сехетре пуҫланать», — «Пӗлме: Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» ушкӑн «Контактри» страницӑра ҫапларах хыпарланӑ.
Ытларикун каҫхине, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Хырхӗрри культура ҫуртне халӑх лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ тесен те йӑнаш пулмасть. Сӑлтавӗ — кӳршӗллӗ Йӗпреҫ районӗнчи Геннадий Степанов ячӗпе хисепленекен ветерансен хорӗ ҫак яла концерт лартма килнинче. Хор тӗрлӗ халӑх юрри-кӗввине шӑрантарчӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ытларах вырӑс халӑх юррисем пулчӗҫ, иккӗмӗшӗнче — чӑваш халӑх тата чӑваш профессионаллӑ композиторӗсен юррисем. Хӑнасем хорпа ҫеҫ мар, уйрӑмшарӑн та, дуэтпа та, ушкӑнпа та тухрӗҫ сцена ҫине: кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраса ҫеҫ тӑчӗҫ залра. «Русские берёзы», «Я – деревня, я – село», «Хорошенький, молоденький», «Мой муженька работешенька» юрӑсене вырӑсла, «Пур тӑвансем пухӑнсан», «Ытарми анне», «Пӗрле ӱснӗ тантӑшсем», «Ан кулян», «Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм», «Куккук» юрӑсене чӑвашла чуна тивмелле янраттарчӗҫ вӗсем. Уйрӑмах Валерий Антонов тата Валентинапа Ананий Макаров солистсене ӑшшӑн йышӑнчӗҫ хырхӗррисем.
Каласа хӑвармалла: хорӑн илемлӗхпе пултарулӑх ертӱҫи Йӗпреҫ районӗнчи Тӑманлӑ Выҫли ял ҫынни Михаил Владимирович Бархонов.
Тӗнче тетелӗнче, тата тӗрӗсрех каласан, Фейсбукра, Яков Ухсайӑн вил тӑприйӗпе палӑкӗ калаҫтараҫҫӗ.
«Чӑваш халӑхӗ валли пин-пин йӗрке ҫырса хӑварнӑ ҫыравҫӑн юлашки вырӑнӗнче ют чӗлхепе кӑна ҫырса хума ӑс ҫитнӗ... Кӗскен, ӑнланмалла», — асӑрханӑ Микулай Павловский. Чӑн та, нумай чӑвашӑн юратнӑ поэчӗн палӑкӗ ҫине вырӑсла кӑна шӑрҫаланӑ. «Здесь похоронен Яков Ухсай», — тенӗ унта.
Вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне ҫав палӑка сӳтсе явакансем «Кунта Яков Ухсая пытарнӑ», — тени ҫуккишӗн кӑна мар, вил тӑприйӗ пӗр вырӑнта, палӑкӗ тепӗр ҫӗртерех вырнаҫни те тӗлӗнтернӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ Владимир Кожевников хӑй ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене те тишкернӗ. Чӑн та, аяллӑрах вырӑнта — вил тӑпри, ҫӳлерех — палӑкӗ.
Никама та хурлас килмест. Палӑка каярах лартнине тавҫӑрма ӑс нумай кирлӗ мар. Сумлӑ ҫав ӗҫе пурнӑҫлакансен ӑнлантарӑвӗ пурах-тӑр. Шел те, лартма кам хутшӑннине, вырӑннине кам палӑртнине пӗлместӗп. Палӑка вил тӑпринчен ахальтенех уйӑрман-тӑр. Тен, вырӑнӗ ишӗлекенскер, тен, лачакаллӑ та унта ҫавӑнпа палӑк лартайман.
Тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр юлташа калаҫтаракан ҫак ыйтӑва уҫӑмлатакан, тен, ҫак сайта вулакансем хушшинче тупӑнӗ.
Мускавра Нацисен ҫуртӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актерсене, чӑвашла ӳкернӗ илемлӗ тата документлӑ фильмсене халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ. Мероприятие ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем йӗркеленӗ.
Унта пуҫтарӑннисене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Шакин саламланӑ.
Уяв каҫӗ «Чӑваш кинематографӗн историйӗ» фильмпа уҫӑлнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Ял» фильма кӑтартни пуриншӗн те пысӑк кӗтменлӗх пулнӑ. «Ҫеҫпӗл» кинофильмра ӳкерӗннӗ Владимир Бурмистров уявра хӑйӗн юрлас пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл ҫав фильмра янӑранӑ «Нимене» те шӑрантарнӑ.
Василий Чапаевӑн мӑнукӗ Татьяна Чапаева хӑнасене хӗрӗ Алла ӳкернӗ «Пластика речи» фильмпа паллаштарнӑ. Тӗп роле унӑн мӑнукӗ Гриша калӑпланӑ.
Джозеф Редьярд Киплинг (1865—1936) акӑлчан ҫыравҫин чи паллӑ произведенийӗ — икӗ кӗнекерен тӑракан «Книга джунглей». 1894, 1895-мӗш ҫулсенче пичетленнӗскерсем тӑрӑх Мауглие пӗлетпӗр те эпир. Кашкӑр кӗтӗвне лекнӗ арҫын ачан шӑпине тӗпе хурса ача-пӑча тата пукане театрӗсем сахал мар спектакль лартнӑ тесе аса илтерет Чӑваш кӗнеке издательстви. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче те ӑна лартнӑ. 1979 ҫулта сцена ҫине кӑларнӑ спектакле вырӑсла вылянӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви тимленипе нумаях пулмасть Дж.Р. Киплингӑн «Мауглийӗ» 1000 экземплярлӑ тиражпа (редакторӗ _ Ольга Иванова, ӳнерҫи — Андрей Фомиряков) чӑваш вулаканӗсем патне ҫитнӗ. Нина Гернет инсценировкине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов куҫарнӑ. Кӗнекепе пӗрле «Чӑваш Ен» патшалӑх телевиденипе радиовещани компанийӗн фондӗнче упранакан радиоспектакле ҫырса илнӗ аудиодиска хурса панӑ. «Эппин, ҫӗнӗ кӑларӑмпа паллашакансем Маугли тата унӑн ҫывӑх юлташӗсем чӑвашла калаҫнине итлейӗҫ», — пӗлтернӗ кӗнеке издательствин сайтӗнче.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ Чӑваш наци телерадиокомпанине хушма укҫа уйӑрса пама йышӑннӑ. Ку укҫапа телекурава тата радиона спутник канал урлӑ эфира кӑларма тытӑнӗҫ.
Наци телерадиокомпанийӗн директорӗ Алексей Белов каланӑ тӑрӑх, халӗ телекурава Чӑваш Енри мӗнпур ҫын тенӗ пекех курма пултарать. Анчах кабель сечӗ хуласенче тата пысӑкрах ялсенче ҫеҫ пур. Ытти тӑрӑхра тата республика тулашӗнче тӳрӗ эфира пӑхмаҫҫӗ. Онлайн-трансляци ҫеҫ пур.
Спутник оператора конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Спутник урлӑ ҫитес ҫул кӑтартма тытӑнасшӑн.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче «Чувашский рассказ» ярӑмлӑ кӗнекен иккӗмӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Хальхинче вӑл «Родные берега» ят панӑ. Хальхине те Борис Чиндыков ҫыравҫӑ пухса хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑ Марина Карягина тележурналистӑн «Ирхи тӗпелӗнче» хыпарланӑ тӑрӑх, кӗнеке хатӗрлессипе тимлеме пуҫласанах ун чухлӗ ӗҫ тупайрасси пирки те иккӗленнӗ.
Пӗрремӗш кӑларӑмра XIX—XXI ӗмӗрсенчи ҫыравҫӑсен вырӑсла куҫарнӑ калавӗсем вырӑн тупнӑччӗ.
«Ку антологи чӑваш новеллистикин пуянлӑхне туллин ҫутатакан кӑларӑм тесе каласшӑн мар эпӗ. Кунта эпӗ суйласа илнӗ хайлавсене кӗртнӗ», — тесе каланӑччӗ маларах хӑйӗн ӗҫӗ пирки Борис Чиндыков. Борис Борисович палӑртнӑ тӑрӑх, ун пек антологи кӑларас шухӑш издательствӑра ҫуралнӑ. Хайлавсене ҫыравҫӑ чӑваш тӗнчине, чунне, тавракурӑмне ӑнланса илме пулӑшни тӑрӑх суйланӑччӗ.
Аса илтерер, 2015 ҫулта кун ҫути курнӑ пӗрремӗш тома 39 калав кӗнӗччӗ. Хальхи Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех Чӑвашран тухнӑ, тӑван республикӑран аякра ӗҫлесе пурӑнакан вырӑс тата вырӑс чӗлхиллӗ ҫыравҫӑсен прозипе паллаштарать. Кӗнеке ятне Геннадий Шугаевӑн «Родные берега» ятлӑ калавне тӗпе хурса панӑ.
Шупашкарта «Европа театрӗ» конкурспа килӗшӳллӗн спектакльсене тӗрлӗ чӗлхепе лартнӑ: акӑлчанла, нимӗҫле, французла.
Пилӗк ҫул каялла постановкӑсене нимӗҫле ҫеҫ лартнӑ. Халӗ конкурса анлӑлатма шухӑшланӑ. Халӗ спектакльсене Европӑри виҫӗ чӗлхепе лартаҫҫӗ. Хулари 37-мӗш шкулти ачасем тавракурӑмӗпе палӑрнӑ. Вӗсем иккӗмӗш класранпах темиҫе чӗлхе вӗренеҫҫӗ.
Конкурсра ытларах юмахсем лартнӑ. Ара, вӗсене вӗренме ҫӑмӑлрах вӗт. Елчӗк районӗн ачисем ав конкурса пиллӗкмӗш хут хутшӑннӑ. Вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра вӗсем акӑлчан чӗлхине тӗшмӗртеҫҫӗ. Конкурсра вара нимӗҫле юмах лартнӑ.
Конкурса ачасем чӗлхесене ытларах вӗренччӗр тесе ирттереҫҫӗ. Ачасем вара хӑйсене артист пек туяҫҫӗ. Хальхинче акӑлчанла тата фрнацузла постановка лартса Шупашкарти 46-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Нимӗҫле юмахшӑн вара Елчӗк районӗн ачисене палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |