Паян Каҫал ҫӗрӗ ҫинче ентешлӗх кунӗ иртнӗ. Комсомольскисем уява ҫӗршыври Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне хупнине халалласа ирттернӗ. Мероприяти районти Тӗп клуб тытӑмӗн концерт залӗнче иртнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчисем тата хаклӑ хӑнасем Комсомольскине ирхи тӑхӑр сехете пырса ҫитнӗ. 9 сехет те 30 минутра вӗсем шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. 11 сехетре Мухтав монуменчӗ патне чечек кӑшӑлӗ хунӑ.
Спортпа туслисене каҫалсем 11 сехет те 30 минутра вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине йыхравланӑ. Футбол кӑмӑллакансем те хӑйсем валли чун канӑҫӗ тупнӑ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнчи футзала 12 сехет те 15 минутра пуҫтарнӑ. «Кӗтнери» тепӗр залта волейбол та вылянӑ.
Мероприятин савӑнӑҫлӑ уявне Тӗп клуб тытӑмӗн залӗнче ирттернӗ.
«Литературная газета» хаҫатӑн ҫӗнӗ, 49-мӗш, номерӗнче чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене пичетленӗ. Вырӑсла куҫарӑвӗсене. Ырӑ хыпара Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург «Фейсбукри» аккаунтӗнче пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, номерте «Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологине» кӗнӗ чӑваш поэчӗн Петӗр Яккусен сӑввисене пичетленӗ.
Петӗ Яккусен сӑввисене Виктор Куллэ куҫарнӑ. Марина Карягина палӑртнӑ тӑрӑх, сӑвӑҫа унӑн куҫарӑвӗсем питӗ килӗшнӗ, «Манӑн сӑвӑсене ҫак таранччен ӑнланса ӑнӑҫлӑ куҫаракан пулманччӗ-ха!» — тесе вӑл чылай хушӑ хӑпартланса ҫӳренӗ. Иртнӗ кӗркунне тӑлмачӑ Шупашкара килсен сӑвӑҫпа тӗл пулса калаҫнӑ.
«Литературная газета» хаҫатӑн 49-мӗш номерӗнче Любовь Мартьянова пултарулӑхӗ те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Елена Нарпи (Чекушкина) ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ номерте Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Виктор Овчаров, Валери Туркай, Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер тата Марина Карягина сӑввисен куҫарӑвӗсемпе паллашма пулать.
Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Песочная сказка» (чӑв. Хӑйӑр юмахӗ) художество мастерскойӗн ертӳҫи Айгуль Смирнова ачасене хӑйӑртан ӳкерме вӗрентнӗ. Маҫтӑр-класа вӑл республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 60-мӗш шкулта вӗренекенсем валли ирттернӗ.
Ӗҫе кӳлӗниччен ӑста хӑйӑр ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унпа усӑ курнӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине, епле усӑ курмаллин техникине ӑнлантарнӑ. Мероприятие юмах евӗр йӗркеленӗ. Ачасен «Подарки на день рождения» (чӑв. Ҫуралнӑ кун валли парнесем) темӑпа тӗрлӗ ӳкерчӗк хатӗрлеме тивнӗ. Ансат хусканӑва пӗлсе тусан хӑйӑр ӳнер хайлавне ҫаврӑннӑ. Ташлаттарсан упа та ташлама хӑнӑхать тесе ахальтен каламан пулӗ ҫав — маҫтӑр-класран ачасем тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫул вӗҫленсе пырать. Ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑра «Кино кунӗ» акци иртет. Ҫавна май кашни районтах кино кӑтартӗҫ. Ҫав кун 170 ытла лапам ӗҫлӗ. Культура ҫуртӗнче, вулавӑшсенче, музейсенче, кинотеатрсенче фильмсем кӑтартӗҫ.
Лапама килсе «Вовочка», «Девчата», «Охрана» фильмсене курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех концертсем, куравсем, конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Шупашкарта вара акци тӑватӑ лапамра иртӗ: «Волжский», «Синема 5», «Три пингвина» кинотеатрсенче тата ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче.
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта Альбина Юрату сӑвӑҫа, публициста, 20 ытла кӗнеке авторне халалланӑ поэзи уявӗ иртнӗ.
Хӑнасене кӗтсе илме классенче чӑвашла «Класс кун-ҫулӗ», «Асӑрханса пурӑнар» стендсем туса хатӗрленӗ. Шкулта ӗҫлекенсем шкула тата ытларах хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшнӑ. Ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ П.Е. Барабанов художникӑн куравне те йӗркелерӗҫ. Ал-ӗҫ ӑсталӑх кружокне ҫӳрекенсем чӑваш тӗрри тӗрленӗ. Аслӑрах класра вӗренекенсем сӑвӑҫ пултарулӑхӗ пирки хӑтлав хатӗрленӗ. Уява ирттерме ялти усалмҫӑсем — Андрей Клементьевпа Петр Белов тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗхӗ — пулӑшнӑ.
Малти вырӑнсене илемлӗ вуласа Е. Анкудинов, Р. Петров, А. Перлова тухнӑ. Кӗҫӗн классем хушшинче 4-мӗш класра вӗренекен Д. Димитриев тата А. Демьянова, 3-мӗш класри М. Белова йышӑннӑ. Вӑтам классенчен 9-мӗш класри Д. Федотов, 7-мӗшӗнчи А. Колесникова, 8-мӗшӗнчи А. Андреева ҫӗнтернӗ. Аслӑ ӑрурисем хушшинче Г.В. Соловьева, Е.В. Матюшова, М.Н. Николаева ҫӗнтернӗ.
Ҫак кунсенче тӗнче тетелӗсенчи хаҫатсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрне Татьяна Казакована унчченхи пуканран хӑтарнӑ хыҫҫӑн ку ыйтӑва хытах сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.
Хӑшӗсен шучӗпе культура министрне Константин Яковлева та ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫрен хӑтараҫҫӗ имӗш, Ҫӗнӗ ҫула должноҫе ҫухатма пултарать-мӗн. Хӑйсен шухӑшне палӑртакансенчен теприсем паян пирӗн республикӑра профессионалсем хисепре мар тесе каласшӑнни сисӗнет.
Мана вара, ахаль ҫынна, ҫакӑнта пӗр япала куҫа тӑрӑнчӗ. Малтан Константин Яковлева хӗрсех хурлатчӗҫ, халӗ вара, маларах асӑннӑ комментари тӑрӑх, вӑл профессионалсен шутӗнче пек курӑнать. Унтан ҫав авторах ҫапла хушса хунӑ: «Эпир, культура ӗҫченӗсем, юлашки ҫулта Чӑваш Енӗн культурине аркатнине тата пӗтернине, профессионалсене хӗрсех пӗтернине чуна ыраттарса сӑнатпӑр». Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра министерствӑсенчи тата асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнакан учрежденисенчи пысӑк должноҫсене «совеҫе пӗлмесӗр хӑйсен интересне тата хапсӑнчӑклӑхне мала хуракансем» йышӑнаҫҫӗ.
«Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ Ҫӗнӗ ҫула СССРти евӗр уявласшӑн. «Назад в СССР» (чӑв. Каялла СССРа) ят панӑ корпоратива хатӗрленсе халӗ унтисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20—80-мӗш ҫулӗсенчи евӗр тумтир шыраҫҫӗ, аслашшӗ-асламӑшӗн сунтӑхне ҫавӑрттараҫҫӗ, ӳркенменнисем ҫӗвӗҫ патне кайсах ҫӗлеттереҫҫӗ.
Корпоратив темине хӑйне евӗр ят панине савутра пресс-службӑра ӗҫлекен Людмила Иванова «Фейсбукра» пӗлтернӗ. «Малтанласа кӑна ансатӑн туйӑнать, — тенӗ пресс-ҫыруҫӑ. — Пионер галстукӗллисем, ахӑртнех, йышлӑн пулӗҫ. Пӗлтӗр ача-пӑчан ыркӑмӑллӑх елкинче пионер формиллӗ ачана курнӑччӗ. Анчах ҫакӑ кӑмӑллах мар туйӑм ҫуратрӗ. Манра Дружина канашӗн ертӳҫи халӗ те пурӑнать пулмалла. Пионер галстукне эпӗ маскарад тумтирӗнче курма хатӗр мар». Унтан Людмила Иванова ача чухне алӑпа хатӗрленӗ дневникри пикесен тумне тишкернине пӗлтернӗ май унти капӑр пикесенчен пӗрин сӑнарне илес шухӑшлине палӑртнӑ.
Ӗнер, Раҫҫейӗн Конституци кунӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ «Дружба народов» (чӑв. Халӑхсен туслӑхӗ) фестиваль-конкурс ирттернӗ. Тӗрлӗ наци ҫынни пулнине тата тӗрлӗ тӗне ӗненнине пӑхмасӑрах пӗрне-пӗри хисеплессине, ытти халӑх культурине, йӑли-йӗркине хисеплессине ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кӑҫалхипе мероприяти пиллӗкмӗш хут иртет.
Этнофестивале ҫамрӑксем хӑйсен вӑйӗпе ирттернӗ. Кашни факультет тӗнчери пӗр-пӗр халӑх культури ҫинчен вунӑ минутлӑх хӑтлав хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫамрӑксем Туркменистан, Япони, Шотланди, Аргентина, Греци тата хамӑр ҫӗршывӑн регионсен: Чӑваш Енӗн, Мари Элӗн, Тутарстанӑн, ҫавӑн пекех Кубань казакӗсемпе чикансен культурипе паллаштарнӑ.
Сӑнӳкерчӗк аса илтерчӗ
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80 ҫулӗсенче Чӑваш телевиденийӗн фончӗ валли тесе сасӑллӑ очерксем тӑтӑшах ӳкеретчӗҫ. Вӗсен геройӗсем пулма ытларах чухне паллӑ ҫыравҫӑсене, артистсене, композиторсене суйласа илеттӗмӗр. Ҫав тапхӑрта А. Кӑлкан, А. Ургалкин, В. Родионов, Г. Хирбю, Ф. Васильев, И. Вдовина, В. Кузьмина тата ыттисен пултарулӑхӗ пирки киноочерксем кӑтартрӑмӑр. Я. Ухсай поэт вара телевидени «хисепне» темиҫе хутчен те тивӗҫрӗ. Ҫӗнӗ хыпарсемпе литература передачисем валли те Ухсая пайтах ӳкернӗ.
Телевидени «ҫӑлтӑрӗ» пулма Яков Гаврилович питех кӑмӑлламастчӗ, анчах кӑштах ӳкӗтлесен унпа калаҫса татӑлма пулатчӗ. Ялан тенӗ пекех йӗплесе-тӑрӑхласа кӗтсе илетчӗ вӑл кино ӳкерекен ушкӑна. Юратнӑ сӑмахӗ пурччӗ унӑн — «Крысинское время». Вӑхӑтра ҫитетӗн — «Крысинское время», ку ӗнтӗ телерадиокомитет председателӗ П.А. Крысин журналистсене хытӑ тытнине пӗлтеретчӗ. Юлса ҫитсен каллех «Крысинское время», сассинче ӳпкелени сисӗнетчӗ, эсир пушанса кайнӑ иккен...
Ҫыравҫӑсене те хытах лектеретчӗ вӑл.
Шупашкарта анлӑ мероприяти иртнӗ. Истори фестивальне А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра йӗркеленӗ. Регионсен хушшинче ҫиччӗмӗш хут иртнӗскере «Пирӗн несӗлсен мӗлки» ят панӑ.
Фестивале ҫӗршыври тӗрлӗ кӗтесри истори клубӗсен элчисем пухӑннӑ. Пирӗн пата Йошкар-Оларан, Чулхуларан, Хусантан тата ытти хуларан хӑнасем ҫитнӗ.
IX-XI ӗмӗрсене халалланӑ мероприятире культурӑпа, йӑлапа, ҫар ӳнерӗпе тата Атӑлҫи Пӑлхарӗн, Авалхи Руҫӗн, Скандинавин, Византин историйӗпе паллаштарнӑ. Пӑхаттир евӗр тӑхӑннӑ ҫынсем ҫапӑҫу ӗҫне кӑтартнӑ. Паркра сувенирсем сутакан лавккасем те пулнӑ. Алӗҫ енӗпе ӑсталӑх класӗсем те ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |