Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поехали!» кӑларӑм ертӳҫисем Чӑваш Ене килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсем кунтах-ха.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӳкерӳ ушкӑнӗ Канаш муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пулнӑ. Унта хӑнасене «Элгер» фолк-эстрада ушкӑнӗ юрӑ-кӗвӗпе кӗтсе илнӗ.
Телеертӳҫӗсем унта чӑваш пылне тутанса курнӑ, крем-пыл мӗнле тунине сӑнанӑ. Ҫавӑн пекех федераци каналӗн журналисчӗсем ҫурта тӑвас енӗпе ӑсталӑх класне хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» курав уҫӑлнӑ.
Ӑна уҫма Шри-Ланкӑн Раҫҫей Федерацийӗнчи чрезвычайлӑ тата тулли пайталлӑ элчи Джанита Абевикрема Лиянаге профессор, Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Чулхулари представительствин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Александр Погодейкин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Игорь Кожанов, Чӑваш наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова хутшӑннӑ. Курав валли элчӗ посольствӑран 25 экспонат илсе килнӗ.
ЧППУра вара Шри-Ланкӑн центрне уҫнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Гран-прие Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче У. Шекспир хайлавӗпе Борис Манджиев режиссёр лартнӑ «Король Лир» спектакль ҫӗнтернӗ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – И. Тургеневӑн пьеси тӑрӑх Дмитрий Миронов режиссёр лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» ӗҫ, «Ачасем алли лартнӑ чи лайӑх спектакль» – А. Болдинов пьеси тӑрӑх Денис Андронов режиссёр лартнӑ «Сказка о добром сердце».
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» спектакльти Наталья Петровна сӑнарне калӑпланӑ Эмилия Назаровӑна палӑртнӑ, «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире «Шурҫамка» спектакльти Шурҫамка сӑнарӗшӗн Сергей Никитина чысланӑ.
«Чи лайӑх сценографи» – «Король Лир» спектакль (ӑна Эмиль Капелюш илемлетнӗ). «Музыка енчен чи лайӑх илемлетни» – «Сказка о добром сердце» спектакль (композиторӗ — Андрей Галкин).
«Иккӗмӗш планти чи лайӑх роль» номинацире «История одной встречи» спектакльти Денис Латышева палӑртнӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи тӳре-шара культура сферинче професси уявӗпе чӑвашла саламланӑ.
«Эсир тӑван халӑх культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тата малалла аталантарас тесе тӑрӑшатӑр. Ҫак ӗҫе ял ҫыннисемпе пӗрле пурнӑҫлатӑр. Ҫитӗнекен ӑрӑва та ҫак ӗҫе явӑҫтаратӑр. Вӗсем хамӑрӑн ҫӗршывӑн мухтавлӑ историйӗпе пуян культурине ӑша хывса ӳсчӗр тесе сахал мар ӗҫ туса ирттеретӗр.
Муркаш тӑрӑхӗнче пӗр мероприяти те культура ӗҫченӗсем хутшӑнмасӑр иртмест. Художество пултарулӑх ушкӑнӗсем кашни уява илем кӳреҫҫӗ. Эсир ял ҫыннисен канӑвне, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме тӗрлӗрен майсем туса паратӑр. Тавах сире хӑвӑрӑн тивӗҫӗре чун-чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланӑшӑн, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӑршӑн», — тесе ҫырнӑ округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Матросовӑн тата Депутатсен Муркаш муниципаллӑ округӗн пухӑвӗн председателӗн Александр Ивановӑн саламӗнче.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче тӗнчипе паллӑ космонавт, чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа анлӑ меоприяти иртнӗ. Унта пухӑннисем А.Г. Николаев лётчик-космонавтӑн мемориал комплексӗн куҫса ҫӳрекен космонавтика музейӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Культура ҫурчӗн сцени ҫинче «53-мӗш студия» шкулти театр студийӗн «Встретимся на орбите» ӗҫне кӑтартнӑ. Ӑна Шупашкарти 53-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ.
Ачасен ӗҫӗ чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӗ ывӑлӗн ачалӑхӗпе, ӗмӗчӗ, пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫласа Чӑваш наци музейӗ «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» ятпа чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхне ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл шӑп та лӑп пӗр уйӑха тӑсӑлӗ.
Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче тӗрлӗ темӑпа экскурсисем, занятисемпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Вӗсем культура епле йӗркеленнипе, ҫырулӑхпа чӑваш литератури епле пуҫланса кайнипе паллаштарӗҫ.
Наци музейӗн ӗҫченӗсем руна паллисем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, «Уяв» тата «Киремет карти», «Чӑваш Енӗн асамлӑ ҫырӑвӗсем» интерактивлӑ занятисем, «Вупӑр» вӑйӑ ирттерӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, Литература музейӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ те кӑсӑклӑ программӑсем хатӗрлесе хунӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Тӑмра кӗввинче – ӗмӗрсен сасси» ӑсталӑх лаҫҫи ӗҫлӗ.
Ӑна Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консеваторийӗн доценчӗ, РФ Композиторсен союзӗн членӗ, этномузыковед, искусствоведени кандидачӗ Геннадий Макаров ирттерӗ. Ӑсталӑх лаҫҫи вӑхӑтӗнче «Шурӑ пӳртсен умне», «Касас-касас тенӗ чӑрӑш йывӑҫ», «Ҫӳллӗ кӑна ҫӳллӗ, ай, тусем», «Чипер йӗкӗт пыратӑп, тет», «Хан хӗрӗ», «Авалхи Пӑлхар хулинче», «Авраамий ятлӑ ҫветтуй», «Ҫухалнӑ сурӑх», «Сирӗн пата шӑпчӑк ячӗ» юрӑсене тӑмрапа ӗнӗрлеме вӗренме май килӗ.
Кӑсӑклӑ мероприяти 10 сехетре Музыка учлищин кӗҫӗн залӗнче пуҫланӗ.
Ыран, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче «Крещендо» оркестр концерт лартӗ. Нумай енлӗ коллективра – музыкантсем, Культура колледжӗн ӗсченӗсемпе студенчӗсем.
Курма пынисем балалайка, тӑмра, баян, ҫапса каламалли музыка инструменчӗсен янӑравӗпе киленме пултарӗҫ. Ку вӑл коллективӑн отчёт концерчӗ пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче паллӑ вырӑс композиторӗсен тата хальхи вӑхӑтри ӑстасен хайлавӗсем, илемлетнӗ халӑх юрри-ҫемми, романссем, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑрӗҫ.
Оркестрӑн илемлӗх ертӳҫи тата дирижёрӗ – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Русскин.
Концерт Шупашкарти Энтузиастсен ҫуртӗнчи 26-мӗш адреспа вырнаҫнӑ Культура институтӗнче пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Тиля Хазанзун концертмейстер ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартса парӗҫ. Унӑн ячӗ Чӑваш Енӗн профессилле музыка ӳнерӗнче ылтӑн саспаллипе ҫырӑнса юлӗ.
Тиля Хазанзун — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пӗрремӗш концертмейстерӗ тата Шупашкарти музыка училищин педагогӗ пулнӑ. Училищӗре вӑл концертмейстер класӗн тата камера ансамблӗн уйрӑмне йӗркелесе янӑ.
Ятлӑ-сумлӑ чӑваш композиторсем ӑна пӗрремӗш номерлӗ концертмейстер теме юатнӑ. Раҫҫейӗн Чӑваш радион фончӗсем валли хайлавсем ҫырса илнӗ чухне концертмейстер пулма яланах Тиля Хазанзуна шаннӑ.
«Музыкальное приношение» программӑна музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсем хутшӑнӗҫ. Концертмейстерӑн тӑванӗсене те йыхравланӑ.
Кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашское народное творчество» ярӑмпа «Ыр-усал халапӗсем. Былички» икӗ чӗлхеллӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна филологи наукисен кандидачӗсем Галина Ильина тата Елена Федотова хатӗрленӗ. Халапсене истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев хатӗрленӗ.
Кӑларӑма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ученӑйсен канашӗ пуҫарнипе пичетленӗ.
«Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӗнекене 461 текст кӗнӗ, ҫав шутра 286 алҫыру пуҫласа кун ҫути курнӑ. Текстсенчен чылайӑшӗ маларах асӑннӑ институтӑн Ӑслӑлӑх архивӗнче, Чӑваш Республикин патшалӑх архивӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх архивӗнче упранать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |