Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗ умӗнчи К. Иванов палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫав кун вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ ҫуралнӑранпа 134 ҫул ҫитрӗ.
Чечек хунӑ ҫӗре республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн председателӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен), Чӑваш академи драма театрӗн ертӳҫисемпе артисчӗсем, писательсемпе поэтсем хутшӑннӑ.
«Чӑваш литературинче сыпӑк илемӗпе, сӑнарсемпе Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчен иртекен ӗҫсем ҫук. Вӑл хайлав пире те. культура учрежденийӗсене те хавхалантарса тӑрать», – тенӗ министр. Палӑк умӗнче сӑмах каланӑ ытти сумлӑ ҫын та Константин Иванов пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли «Арҫын тата хӗрарӑм» концерт кӑтартӗ. Ӑна юратӑва халалланӑ.
«Innocence» Kenny G ҫемӗн пӗрремӗш аккорчех арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи ҫепӗс туйӑмсен авӑрне илсе кӗртсе кайӗ. Кашни нота, кашни аккорд ытарайми илемлӗ те черчен.
Концерт программине М. Легранӑн «Буду ждать тебя», К. Гарделӗн «Танго» хайлавне кӗртнӗ. Д. Ластӑн «Одинокий пастух», Ф. Лейӑн «Мужчина и женщина» классикӑлла хайлавӗсем те чуна витереҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: премьерӑна ҫӗртме уйӑхӗнчи репертуара кӗртнӗ. Ӑна ҫитес уйӑхӑн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ.
«Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакльти тӗп роле, Ҫирахви карчӑк сӑнарне, РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева калӑплӗ. Пукане сӑнарӗнче — Светлана Лукиянова.
Спектакле Валерий Яковлев лартнӑ. Композиторӗ — Николай Казаков.
Спектакльте чӑваш халӑх артисчӗ Сергей Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Валерий Карпов тата Аркадий Андреев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова, ҫавӑн пекех Эмилия Назарова, Оксана Драгунова, Евгений Урдюков тата ыттисем вылӗҫ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Салапайкасси ялӗнче социаллӑ-культура центрӗ уҫӑлмалла. Ӗҫ-пуҫ епле пынипе республикӑн культурӑн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова паллашнӑ. Министерство ҫыннипе муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов та ҫула тухнӑ.
Объекта «Культурӑна аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Центра кӑҫал туса пӗтермелле.
Культура учрежденийӗнче 100 вырӑнлӑх зал, кружок ӗҫлемелли пӳлӗм, вулавӑш, артистсен пӳлӗмӗ, гардероб, вестибюль тата санузел пулӗ.
Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш тумне кӑтартнӑ. Унпа республикипе паллӑ «Паха тӗрӗ» фабрика паллаштарнӑ.
Мускаври этноподиума фабрика чӑваш тӗрриллӗ сцена тумне илсе кайнӑ. Куракансем умне тухнӑ пикесен ҫипуҫӗ пӗри тепринчен шукӑльрех те илӗртӳллӗрех пулнӑ.
«Эпир Мускава илсе кайнӑ тум-тир пирӗн асаннесемпе ватӑ асаннесем епле тӑхӑннине кӑтартса парать. Ку вӑл тӗрлӗ ӑрури модӑпа стиле хаклама май парать», — теҫҫӗ «Паха тӗрӗре».
Чӑваш Енри хаҫатра ӗҫлекенсем «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята час-часах тивӗҫеҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер ҫак эрнере республикӑри тата тепӗр икӗ хаҫатҫӑна ҫав ята парас тенӗ.
Вӗсенчен пӗри — «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Валентина Багадерова, тепри – Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫата кӑларакан редактор Артемий Мясников.
Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑ ялӗнче тавра пӗлӳпе этнографи музейӗ пур. Ӑна вырӑнти Елена Васильева йӗркеленӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗ лартнӑ ампара пӑсас килмен. Унта упранакан япаласене пӑрахас килмен. Ялти хастар хӗрарӑмсем ӑна музей тума сӗннӗ. Кайран унта ялӗпех экспонат йӑтса пыма тытӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Ушинскин «Тӗкекен ӗне» кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
1823–1871 ҫулсенче пурӑннӑ вырӑссен паллӑ педагогӗ ачасем валли ырра вӗрентекен хайлавсем сахал мар ҫырнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе «Тӗкекен ӗне» унӑн ултӑ калавӗпе икӗ юмахӗ кӗнӗ. Вӗсене Валерий Алексеев чӑвашла куҫарнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хайлавсенче чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксен пурнӑҫӗ тӗпре. Кулленхи тӗрлӗ пулӑм урлӑ автор вулакансене ҫутҫанталӑка сӑнама, тимлӗ те хӑюллӑ, ӗҫчен те сапӑр пулма хӑнӑхтарать».
Меценатсем тӑрӑшнипе Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Унта тӑватӑ трактор илсе килнӗ. Пӗри – Хабаровск крайӗнчен.
Экспонатсен йышӗнче ДТ-54 /Волгоградри трактор савучӗ/, ТТ-2 /Хабаровск крайӗ/, Т-25 /Владимирти трактор савучӗ/, К-20 /Кироври трактор савучӗ/. Ҫак техникӑсене реконструкци тӑвӗҫ.
ДТ-54 трактора Алексей Платонов скверӗнчи постамент ҫине вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче музейра Италире иртнӗ ӗмӗрте туса кӑларнӑ икӗ трактор вырӑн тупнӑ. Вӗсем – вӑхӑтлӑха кӑна.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Турхан сӑмахӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ ӗҫ асӑннӑ издательство ирттерекен «Чӑваш романӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Роман авторӗ – Аркадий Русаков.
Аркадий Никандрович Пушкӑртстанра пурӑнать. Унӑн хӑш-пӗр хайлавӗ маларах Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.
Кӗнеке чӑваш халӑхӗн XVI ӗмӗр вӗҫӗнчи – XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пурнӑҫӗпе паллаштарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |