Культура сферинче ӗҫлекен тата тепӗр виҫӗ ҫынна хисеплӗ ят панӑ.
Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята республика Элтеперӗ Олег Николаев хальхинче Чӑваш наци музейӗн директорӗн заместительне Татьяна Волковӑна, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Надежда Вороновӑна тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Марина Фединӑна парас тенӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗршыври «Пысӑк гастроль» проекта кӗнӗ. Унта 2024 ҫулта 273 театрпа тата 65 пултарулӑх коллективӗ хутшӑнӗ.
Ҫуркунне театр Пушкӑртстана гастрольпе тухса кайӗ. Унта 117 пин чӑваш пурӑнать. Шупашкарти артистсем ака уйӑхӗнче Ӗпхӳри «Нур» тутар театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.
«Нур» театр пирӗн патӑмӑра авӑн уйӑхӗнче виҫӗ спектакльпе килӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑрлач уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» форума хутшӑнӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед Чӑваш Ен ҫинчен каласа кӑтартӗ тата актёр пултарулӑхӗн вӑрттӑнлӑхне уҫӗ.
Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова ырӑ кӑмӑллӑ Урине карчӑка ҫаврӑнса чӑвашсем йӑлара усӑ куракан япалисемпе, арчасенче упранакан тумтирпе паллаштарӗ. Тумсене тӑхӑнса пӑхма та ирӗк парӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Леонид Яргейкин чӑвашсен паллӑ ывӑлӗн Василий Чапаевӑн сӑнарне кӑтартса парӗ. «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль сыпӑкӗсемпе паллаштарӗ.
Кӑрач уйӑхӗн 16 -21-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» курава хутшӑннӑ. Артистсемпе пӗрле унта Укахви кинемей те пулнӑ. Ӑна мускавсем паллакан пулса ҫитнӗ, пӗрле сӑн ӳкерӗнме ыйтнӑ.
Укахви пурнӑҫри кӑсӑклӑ самантсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, юрланӑ, чӑвашла тумлантарнӑ, ташлама чӗннӗ.
Пушӑ вӑхӑтра Укахви кинемей кофейнӑра эспрессо туяннӑ, сывлӑшри хӑмпӑпа ярӑннӑ. Федераци каналӗсем унран темиҫе интервью илсе ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян пенсионерсене тӳлевсӗр концерт кӑтартнӑ.
Пӗр сехет ытла пынӑ программӑпа вырӑс халӑх юррин «Родные просторы» (чӑв. Тӑван тӑрӑх) фольклор коллективӗ пырса ҫитнӗ. Пултарулӑх ушкӑнне 45 ҫул ӗнтӗ Мускаври патшалӑх культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ Людмила Кондратьева ертсе пырать. Грузире ҫуралса ӳснӗ хӗр малтанласа ансамбле Шупашкарти трактор тӑвакансен заводӗнче йӗркелесе янӑ.
Людмила Кондратьева чӑваш каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ та кунтах ӗҫлесе пурӑннӑ, Чӑваш Ене ҫывӑха хурса хаклать. Чӑваш Енри тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан вырӑссен фольклорне пухса вӑл ансамбль репертуарне самай пуянлатнӑ.
Кӑҫал Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре чылай мероприяти иртӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ чӑваш халӑх ывӑлне халалласа «Ҫӗн кун ачи» спектакль хатӗрлет. Ку постановкӑна сцена ҫине кӑларма театр ЧР Элтеперӗн грантне – 5 миллион тенке – тивӗҫнӗ. Пьесӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Режиссерӗ – Раҫҫей тата Калмӑк Республикисен искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев.
Спектакльте Ҫеҫпӗле Сергей Никитин артист вылӗ. Премьерӑна пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал» ятпа иртекен моноспектакльсем малалла пыраҫҫӗ. Сцена ҫине хальхинче Любовь Фёдорова тухӗ.
Аса илтерер: моноспектакль формачӗпе йӗркелекен тӗлпулусенче артистсем хӑйсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ, куракансен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ, театрӑн Кӗҫӗн залӗнче пухӑннисене спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Любовь Федорова – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки.
Ленинградри музыкӑпа кинематографи институтӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ентешӗмӗр Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 50 ҫул ытла вӑл сцена ҫинче.
«Пултарулӑх ҫулӗсенче темӗн те пулнӑ. Анчах кашни сӑнара эпӗ хам витӗр кӑларнӑ. Урӑх пурнӑҫ мана кирлӗ пулман», – тет артистка.
Любовь Фёдорова «Театр — ман ӑраскал» моноспектакльпе кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.
Ҫак кунсенче Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнсе ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин ӳкерӗннӗ «Воздух» кинофильм проката тухнӑ.
Мӗн пирки-ха фильм? Хӗр пилотсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве ҫывхартассине тӳпе хывни ҫинчен. Тӗп рольсенчен пӗрне Сергей Безруков вылянӑ.
«Ҫак проекта хутшӑннӑшӑн мӑнаҫланатӑп. Кайса курӑр, лайӑх кино», - палӑртнӑ Владимир халӑх тетелӗнчи страницинче. Сӑмах май, вӑл икӗ ҫул каялла «Ҫамрӑксен хаҫатне» интервью панӑ. Ун чухне «Воздух» фильмра роль вылянине, Сергей Безруковпа ӳкерӗнме ӗмӗтленнине каланӑ. Владимир «Склифосовский» сериалта та ӳкерӗннӗш.
Мускаври ВДНХра «Раҫҫей» курав малалла ӗҫлет. Чӑваш наци музейӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна унта чӑваш тӗррин кунне халалланӑ.
Курава пырса куракансем чӑва эрешӗллӗ брошка хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Ҫав енӗпе вӗсене Чӑваш тӗррин музейӗнче ӗҫлекен Татьяна Петрова пулӑшать. Наци тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме те май пур. Пысӑк экран ҫинче вара чӑвашсен виҫӗ этнографи укшӑнӗпе паллаштаракан фильм кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене кӑҫал черетлӗ премьерӑсемпе паллаштарӗ. 2024 ҫулти пӗрремӗш премьера «Пӗртен-пӗр шанӑҫ» камит пулӗ. Ӑна Михаил Задорнов паллӑ ҫыравҫӑ-сатирик ӗҫӗпе Алексей Герасимов режиссёр хатӗрлет. Куракансем ҫӗнӗ ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫласа курӗҫ.
Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш кӑйкӑрӗн ҫӑлтӑрлӑ ҫулӗ» спектакль хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче сцена ҫине кӑларма палӑртса хунӑ. Режиссерӗ — Борис Манджиев.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшнче Арсений Тарасов драматургӑн «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» пьеси тӑрӑх Валерий Яковлев лартнӑ ӗҫпе паллашма май килӗ.
Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне Наталия Сергеева режиссёр Николай Симунов пьеси тӑрӑх «Сурпан тӗрри» спектакль лартӗ.
Алексей Герасимов режиссёр вара ачасем валли «Улӑп» юмах хатӗрлӗ. Чӑваш халапӗсем тӑрӑх пьесӑна Александр Пӑртта ҫырнӑ. Ӑна раштав уйӑхӗнче кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |