Агитбригадӑсем ҫула тухнӑ. Елчӗксем те уй-хирте ӗҫлекен ҫынсене концертпа савӑнтарма васкаҫҫӗ.
Елчӗк районӗнчи клуб ҫумӗнчи «Пучах» ушкӑн ҫӗнӗ программӑпа Ф.А. Шадриковӑн фермер хуҫалӑхне ҫитнӗ. Ку хуҫалӑх районта севок сухан ӳстерессипе паллӑ.
Фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем «Тӑван яла таврӑнсан», «Сирӗн пата ҫитес тесе» юрӑсем итлесе киленнӗ. Унтан Сергей Барановпа Марина Демьянова «Савнӑ тусӑм» юрӑ шӑрантарнӑ. «Ай, вӗҫ, вӗҫ чӗкеҫ» юрра та хапӑлласах йышӑннӑ ӗҫченсем. Ӑна Инна Александрова юрланӑ.
Агитбригада юрӑсемпе ташӑсем ӗҫ ҫыннине вӑй-хал хушма пулӑшать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем уй-хире тухса ҫӳреҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Республикӑри районсенче хӗрӳ ӗҫ пырать. Пурте уй-хирте тырӑ выраҫҫӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем вара ывӑнмасӑр ӗҫлекенсене савӑнтарма васкаҫҫӗ. Сӑмах — агитбригадӑсем пирки.
Ҫурлан 10-мӗшӗнче, ав, Комсомольски районӗнчи тӗп клуб ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх уйӗсене концертпа пӗрремӗш хут тухнӑ. Вӗсем чи малтан «Асанкасси» ял хуҫалӑхне ҫитнӗ.
Кунта культура ӗҫченӗсем хӑйсен юррисемпе предприяти ӗҫченӗсен кӑмӑлӗсене ҫӗкленӗ. Куракансем вара Мария Илларионова, Альбина тата Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Валентина Тимофеева тата Владимир Павлов юрланисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ.
Унтан агитбригада «Восток» хуҫалӑх йӗтемӗ ҫине ҫитнӗ. Культура ӗҫченӗсем вырӑсла тата чӑвашла юрӑсене шӑрантарнӑ. Агитбригада кунпа пӑчланасшӑн мар. Вӑл ытти хуҫалӑхри ӗҫченсене те концертпа савӑнтарасшӑн.
Сӑнсем (9)
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне палла тӑвиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Ун чухне тӗрлӗ мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кашни ҫулах шупашкарсене уявпа саламлама эстрада ҫӑлтӑрӗсем килеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар сцени ҫинче кам юрлӗ-ха?
Шупашкар хула администрацийӗ уява кам килесси паллӑ пулнине пӗлтерет. Хальхинче шупашкарсене «Звери» ушкӑн юрӑсемпе савӑнтарӗ. Ҫӑлтӑрсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче юрлӗҫ.
Концерт ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре пуҫланӗ.
Элӗк районӗнчи Юманлӑхра пурӑнакансем генераторпа концерт курнӑ. Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче унта Чӑваш Ен Элтеперӗ пулма «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен кандидата тӑратнӑ Олег Николаевпа курнӑҫу йӗркеленӗ. Чӑваш парламенчӗн хальхи депутачӗпе (Олег Николаев — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ) артистсем те пырса ҫитнӗ. Малтан калаҫса татӑлнӑ пекех концерт ялти клубра иртмелле пулнӑ. Анчах вырӑна ҫитсен эсерсене хупӑ алӑклӑ клуб кӗтсе илнӗ тесе хыпарлать «Актуально21» интернет-ҫӑлкуҫ. Вырӑнти пӗр хастар аппарата хӑйӗн килӗнчен ҫутӑ памалла тунӑ. Анчах кӑштахран ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Ял ҫыннисем каллех ҫухалса кайман — пӗри генератор илсе пынӑ, бензинне те тупнӑ.
Унсӑр пуҫне ытти пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ иккен. «Саккуна пӑсса агитаци ирттереҫҫӗ» тесе районти суйлав комиссийӗнчен партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи Иван Орлов патне шӑнкӑравланӑ. Олег Николаевпа унӑн ҫыннисем саккуна пӑсманни пирки ӑнлантарса панӑ. Кайран йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Эсерсен вӗсене те хӑйсем йӗркене пӑсманни пирки ӑнлантарса пама тивни пирки ҫырать маларах асӑннӑ интернет-ҫӑлкуҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнче те ял кунӗсене паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Утӑн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ҫыннисем уява пухӑннӑ. Вӗсем уяв лапамне илемлетнӗ, кӗвӗ янӑраттарнӑ.
Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Николаев ентешӗсене нумай ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов Евгения Отнюковӑна, Мария Игнатьевана район аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Никитина та нумай ҫул пӗрле пурӑнакан Александрпа Людмила Козловсене, Петрпа Алевтина Андрюшкинсене саламланӑ.
Унтан пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарнӑ. Ҫынсем пӗр-пӗрне уявпа саламласа чун каниччен савӑннӑ.
Сӑнсем (24)
Утӑн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Мӗлӗш ялӗнче уяв ирттернӗ. Халӑх ял кунне паллӑ тума пухӑннӑ. Уява Кульцав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгения Нараткина уҫнӑ. Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та ҫитнӗ.
Леонид Николаев ял ҫыннисемшӗн тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Кивӗ Мӗлӗшре ҫулӑн пӗр пайне юсанине аса илтернӗ вӑл.
Вулавӑш ӗҫченӗ Галина Степанова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Камсем унта пӗрремӗш пурӑннӑ? Мӗн ӗҫленӗ вӗсем? Ял мӗнле аталаннӑ? Ҫаксене йӑлтах каласа кӑтартнӑ вӑл.
Унтан концерт пуҫланнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса юрласа ташланӑ. Ал ӑстисен ӗҫӗсене курав евӗр йӗркеленӗ. Вӗсен илемӗпе кашниех киленме пултарнӑ. Паллах, спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Уявра кашниех шӳрпе тутанма пултарнӑ.
Сӑнсем (24)
Ҫав кун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӑрӑшкассисем пӗр ҫемьери пекех пулнӑ. Пӗрле пухӑнса савӑннӑ вӗсем. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ял кунне ирттернӗ.
Паллах, чи малтан ентешӗсене Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Борисов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Л.Степанов саламланӑ.
Николай Николаевич чӑрӑшкассисене яла аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн ырланӑ. Леонид Дмитриевич вара ҫакнашкал уяв халӑха пӗр чӑмӑра пухнине пӗлтернӗ.
Чӑрӑшкассинчи чи хастар та пултаруллӑ ҫынсене ЧР Культура министерствин тата ял тӑрӑх администрацийӗн грамотипе чысланӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗ тата ыттисем сцена ҫине тухса илемлӗ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (17)
Патӑрьел районӗнчи «Пӗрлештернӗ клуб тытӑмӗ» автономи учрежденийӗн «Ӑраскал» эстрада ушкӑнне районта пӗлеҫҫӗ темелле. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен концертне ял ҫыннисем чунтан кӗтеҫҫӗ. Черетлӗ концерт программипе, ӑна ушкӑн «Чунтан савӑнар, тӑвансем» ят панӑ, «Ӑраскал» Ишлӗ ял тӑрӑхне ҫитсе килнӗ.
Концерта эстрада ушкӑнӗ ҫынсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене илсе кайнӑ. Вӗсемпе пӗрлех репертуара ҫӗннисене те кӗртнӗ. Сцена ҫинче вырӑнти артистсем икӗ сехет ытла пулнӑ. Вӗсем эстрада, халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Ташласа та кӑтартнӑ. Куракансем ушкӑнри артистсене — Юрий Езюкова, Вероника Арланована, Александр Пузырникова, Роза Семенована, Наталья Лаврентьевана, Луиза Лоентьевана — кӑмӑлтан итленӗ-мӗн. «Солистсем ҫав каҫ телей кӳчӗҫ, куракансем вӗсене алӑ ҫупса тав турӗҫ», — пӗлтернӗ Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ял тӑрӑхӗнче «Ял кунӗсем» уява ирттернӗ. Стадионта иртнӗ мероприятие ытти ялсенчен, районсенчен те килнӗ.
Уяв лапамне илемлетнӗ. Унта алӗҫӗсене те кӑларса хунӑ. Кӳстӳмӗр ҫыннисем ӗлӗкхи тумсене, музей экспоначӗсене илсе килсе уйрӑм палатка лартнӑ.
Уява Ершепуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Музяков уҫнӑ. Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та халӑха ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ.
Унта ялсем пуҫланса кайна ҫулсене ҫырнӑ юпасене вырнаҫтарнӑ. Калинино райповӗ шӳрпе пӗҫернӗ, шашлӑк ӑшаланӑ, ытти тутлӑ ҫимӗҫе сутнӑ. Ачасем батут ҫинче сикнӗ. Вӑйӑсем, конкурссем йӗркеленӗ.
Уява халӑх нумай пухӑннӑ. Каҫ пуличченех савӑннӑ вӗсем. Ҫамрӑксем тара ӳкичченех ташланӑ.
Сӑнсем (35)
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел тата Пӑлаҫи Атӑк ялӗсем уява пухӑнаҫҫӗ. Каншелсем Питравра ял кунне 20 ҫул ытла уявлаҫҫӗ.
Каншелсемпе пӑлаҫи атӑксене «Малалла» хуҫалӑх ертӳҫи уявпа саламланӑ. Вӗсене ырӑ сӑмах калама ытти тӳре-шара та килнӗ. Хӑнасем ентешӗсене чылай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Икӗ ял чунран савӑнса концертпа киленнӗ. Сцена ҫине «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ тата ял тӑрӑхӗнчи пӗчӗк артистсем тухнӑ.
Уяв лапамӗнче ӑмӑртусем, конкурссем йӗркеленӗ, аттракционсем ӗҫленӗ. Ҫавӑнтах шашлӑк пӗҫернӗ, чей вӗретнӗ, пылак ҫимӗҫ сутнӑ.
Икӗ яла саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем те килнӗ.
Сӑнсем (63)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |