
Шупашкарти музыка училищи тӳлевсӗр концерта йыхравлать. Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ программӑпа чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13-сехетре паллашма май килӗ.
Концерта «Когда мы едины, мы непобедимы» (чӑв. Эпир пӗрле чухне пире ҫӗнтереймӗн) ят панӑ. Программӑна училищӗри преподавательсем, студентсем, унти пултарулӑх коллективӗсем йӗркеленӗ. Концерта музыка училищинче кӑтартӗҫ.

Чӑваш Енре пултарулӑх коллективӗсен «Наследники традиций» (чӑв. Йӑла-йӗркене малалла тӑсакансем) фестивальне 10 ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарти культура колледжӗнчен вӗренсе тухнисем ун вӑхӑтӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ мар, йӑла-йӗркене тытса пынипе те паллаштараҫҫӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче юбилейлӑ тӗлпулу иртнӗ. Ӑна колледжӑн 80 ҫулхине, институтӑн 25 ҫулхине халалланӑ. Программӑна 29 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем юрласа ташланӑ, оркестрсемпе хорсем те пулнӑ, вокал ушкӑнӗсемпе театр студийӗсем те сцена ҫине тухнӑ. Асӑннӑ коллективсен ертӳҫисем пурте — унччен культура колледжӗнче вӗреннӗ ҫынсем.

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен культура кременӗнче «От сердца к сердцу» (чӑв. Чӗререн чӗре патне) уяв программи кӑтартнӑ. Ӑна кинемисемпе мучисен кунне халалланӑ.
Ҫав кун сцена ҫине вокалӑн «Бэби-шлягер» эстрада студине, «Этуаль» хореографи студине, эстрада ташшин «Солнцеклеш» коллективне, «Суварята» ташӑ ансамбльне ҫӳрекенсем вокал тата хореографи номерӗсемпе тухнӑ.
Унсӑр пуҫне Владимир Егоров, Валентина Телей, «Икӗ аккорд» дуэт, Зоя Кириллова тата Григорий Павлов, Анастасия Власихина, Шупашкар районӗнчи Тутаркассинчи «БеЛаРа» ташӑ ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалах академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ черетлӗ, 102-мӗш, сезона уҫнӑ. Филармони залне ҫав каҫ пуҫтарӑннисем «Чӑваш тӗнчи» программӑна курса савӑннӑ. Ӑна «Культура.РФ» порталта тӳрӗ эфирта кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ программӑна ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи номерсем те, ҫӗнӗ постановкӑсем те кӗнӗ. Тӗп вырӑнта Улӑп сӑнарӗ пулнӑ. «Чӑваш юррисен кӑшӑлӗ», «В узенький проулочек», «Через реченьку мосток» хор хайлавсем те программӑна илем кӳнӗ.

Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кӑҫал та «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсен ҫӑлтӑрлӑхӗ) халӑхсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Кашни кунах мар-ха.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Мелодии российского кино» программӑпа Тутарстанри филармони джаз-оркестрӗ сцена ҫине тухӗ. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Пушкӑртстанри филармонин камера оркестрӗ «Времена года в Буэнос-Айресе» концерт кӑтартӗ. Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Питӗрте пурӑнакан ентешӗмӗр Данил Прокопьев JUAN HORLENDIS BAND ушкӑнпа тата Регина Каргина вокалистпа килсе ҫитӗ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче фестиваль хупӑнӗ.

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ сезона Андрей Эшпай (1925–2015) композитор суралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ концертпа уҫӗ. «Ты одна в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамра эс пӗртен-пӗрре) концерта авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йыхравлаҫҫӗ.
Программӑра ӑстан «Прелюд памяти Е.К. Голубева», «Венгерские напевы», «Рефрен», «Праздничная увертюра», Увертюра и вальс из кинофильма «Звезда экрана», «Русская Босса-Нова», «Песня о криницах» тата ытти янӑрӗ.

Аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, Чӳклеме ирттерӗҫ. Кун пирки Константин Малышев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Хӑнасене 11 сехетре кӗтсе илӗҫ. Концерта халӑх ташшин «Сувар» ансамблӗ, халӑх ташшин «Суварята» ача-пӑча ансамблӗ хутшӑнӗҫ
Ҫавӑн пекех ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, чӑваш эстрада юрӑҫине Алексей Шадрикова чӗннӗ.
Кунсӑр пуҫне «Кӗр кӗреки», «Кӗр мӑнтӑрӗ» куравсем пулӗҫ.

Ыран Ҫӗнӗ Шупашкар хули 65-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх бульварӗ тата фудкорт ӗҫлӗҫ.
20:10 сехетре Just Brass ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 21 сехетре фейерверк вӗҫтерӗҫ те ун хыҫҫӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи ташӑ каҫӗ пуҫланӗ.
Ҫавӑн пекех Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче тата Тӗкӗрҫ ращинче те лапамсем ӗҫлӗҫ.

Етӗрне тӑpӑхӗнчи Ирҫе ялӗнче пурӑнакансем Культура ҫуртӗнче Екатеринбургри оперӑпа балет театрӗн солисчӗн Наталья Мокеевӑн концертне курса киленнӗ.
Юрӑҫ ҫaк ялтах ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ҫулла отпуска кашни ҫул тӑван тӑрӑхне килет, кашнинчех ял халӑхӗ валли тӳлевсӗр концерт лартса парать.
Хальхинче те Наталья Мокеева сцена ҫинче оперӑсенчи арисене, романссемпе паллӑ юрӑceне шӑрантарнӑ. Ял халӑхӗ артиста унӑн илемлӗ те янӑравлӑ caccипе киленме май туса панӑшӑн тав тунӑ.

Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнакан халӑх Валентина Телей юрӑҫ Мускав облаҫӗнчи Королёв хулине концертпа тухса кайнӑ.
«Туссем чӗннипе эпӗ каллех Королёв хулинче пултӑм. Унти Хастар вӑрӑм ӗмӗр центрта концерт лартса патӑм. Куракансем хушшинче паллакансем нумаййи савӑнтарчӗ. Унтан Социаллӑ хӳтлӗх центрӗнче пултӑм. Унти куракансем манпа пӗрле юрларӗҫ те», — хыпарланӑ Валентина Владимировна халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
