Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Красноармейски тӑрӑхӗнчи Упи ялӗнчи Серргей Петров эстрада юрӑҫи сцена ҫине тухнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартма палӑртнӑ. Унта Уява Надали, Д. Никифоров, Надина, С. Павлов, Н.Яковлева тата ытти эстрада юрӑҫи хутшӑнӗ.
Сергей Петров Упинчи кану центрӗн менеджерӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл 1989 ҫулта Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче музыка енӗпе пӗлӗвне туптанӑ. Пушкӑртстанри тата Чӑваш енри шкулсенче музыка предмечӗ вӗрентнӗ.
Вӑл — «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестиваль лауреачӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 2019 ҫулхи преми лауреачӗ.
