Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӗмпӗрте концерт лартса парӗ. Унта чӑваш артисчӗсем «Ҫул хыҫҫӑн – ҫул, 100 ҫул сулмаклӑн утрӑмӑр» программӑпа кайӗҫ. Аса илтерер: шӑпах ҫав программӑпа коллектив хӑйӗн 100-мӗш пултарулӑх сезонне уҫнӑ.
Когцерт Кӗпӗрнаттӑр керменӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унччен вара унта чӑваш тумӗн «Нарспи» фестивалӗпе паллаштарӗҫ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енре Раҫҫейри композиторсен союзӗн «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) камера фестивалӗ иртӗ. Асӑннӑ пӗрлешӗве ҫав мероприятие ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви пулӑшать.
Ку проекта пилӗк ҫул каялла пуҫарса янӑ. Унӑн тӗллевӗ — хамӑр ҫӗршыври хальхи вӑхӑтри авторсен музыкипе паллаштарасси. Юбилей ҫулталӑкӗнче фестивале Раҫҫейӗн ҫичӗ хулинче йӗркелеме йышӑннӑ, ҫав шутра — Шупашкарта та.
Пирӗн республикӑра фестиваль программипе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сцени ҫинче паллашма пулать.
Куракансем умне Чӑваш Енри тата Тутарстанри артистсем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем, музыка енӗпе вӗренекен студентсемпе преподавательсем.
Концерт чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 26-мӗш ҫуртри концерт залӗнче пуҫланӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Искусство каҫӗ-2023» культура мероприятийӗ иртӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, 16:30 сехетре пуҫланӗ.
Ҫав кун куракансене учрежденире чӑваш халӑх пултарулӑхне халалланӑ ятарлӑ программӑпа кӗтсе илӗҫ. Сенкер фойере хальхи вӑхӑтри тумсен «Хитре» бренд куравӗ ӗҫлӗ. Театр 106 ҫул хушши пухса пынӑ экспонатсен пуххи паллашма та кӑсӑклӑ пулӗ. Юрра-ҫемме юратакансем валли инструмент концерчӗ иртӗ.
18 сехетре вара ҫав кун «Театр – ман ӑраскал» моноспектакль пуҫланӗ. Хальхинче унта Пӗчӗк залта Раҫҫей тата чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева пултарулӑхпе паллашма май килӗ. Искусство каҫне, моноспектакльсӗр пуҫне, тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дама театрӗн Кӑвак фойинче «Золотые хиты винила» (чӑв. Винилӑн ылтӑн хичӗсем) программа-ретроспективӑна пуҫтарӑннӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ хатӗрленӗ.
Программӑра иртнӗ ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗ янӑранӑ. Сӑмахран, «Утомленное солнце нежно с морем прощалось», «О, голубка моя», «Сердце, тебе не хочется покоя».
Сергей Григорьев, Виктория Трепова скрипкӑпа ӑста вылянӑ, Гульсинэ Григорьева — альтпа, Алексей Егоров — виолончельпе, Екатерина Паргеева — фортепианӑпа. Солистсем вара юрланӑ.
Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Александр Гурилев композитор ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти иртӗ.Унӑн романсӗсем паян та халӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Вӗсене профессиллӗ юрӑҫсем те кӑмӑлласа шӑрантараҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗ композитор ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитнине халалласа ҫутӗҫ концерчӗсен ярӑмне пуҫарса яма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗрремӗш Фёдор Ефремов купсан ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна курма Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗнчи шкул ачисем пырса ҫитӗҫ.
Тутар Республикин Пӗкӗлме районӗнчи Наратлӑ ятлӑ чӑваш ялӗнче тата Элмет районӗнчи тӗне кӗмен чӑвашсен ялӗнче концерт иртнӗ.
Пӗкӗлме хулинчен унта «Мерчен» тата «Туйралинка» ушкӑнсем килсе ҫитнӗ. «Патраклӑ ялӗнче «Ҫеҫпӗл» ушкӑнӗпе ансамбль манӑн «Тӑван ял» юрра юрласа савӑнтарчӗ», — пӗлтернӗ Францири чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ, Францирен хӑнана килнӗ чӑваш хӗрӗ Галина Таймасова.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫӗнӗ проект пуҫарса ярассине пӗлтернӗ. Унта «Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа концертсем хатӗрлӗҫ. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн ятлӑ-сумлӑ воспитанникӗсемпе преподавателӗсене халаллӗҫ.
Проекта музыка училищине уҫнӑранпа 95 ҫул ҫитес умӗн ирттереҫҫӗ.
«Савнӑ ҫӗр, Чӑваш ҫӗршывӗ» ярӑмпа йӗркеленӗ пӗрремӗш концерта Филипп Лукинпа Герман Лебедев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Юпа йуйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртекен концертра училищӗн вокалпа дирижер-хор уйрӑмӗсен студенчӗсем тата преподавателӗсем вокалпа хор номерӗсемпе сцена ҫине тухӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Dream Voice» вокал проекчӗн пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ.
Вокал проекчӗн ятне акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «Ӗмӗтри сасӑ» тенине пӗлтерет.
Ҫӗршыври чи лайӑх вокалистсен ушкӑнӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине тухӗҫ.
Коллектив тӗнчери фестивальсен лауреачӗсенчен, Мускаври ертсе пыракан театрсенчи солистсенчен тӑрать.
Артистсем кроссовер стилӗпе ӗҫлеҫҫӗ, ку вӑл классикӑна тата поп-музыкӑна хутӑштарнине пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ӗҫ коллективӗн пухӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский ҫӗнӗ сезон пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Чӑваш Енӗ Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе Анна Голицынӑна, Анастасия Степановӑна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Ольга Прокопьевӑна, Ирина Гавриловӑна тата Лилия Прокопьевӑна чысланӑ, республикӑн Культура министерствин Хисеп грамотипе — Динара Юнисовӑна; ведомствӑн Тав хучӗпе – Анастасия Пирожковӑна, Татьяна Васильевӑна, Хакас Республикӑн тава тивӗҫлӗ артистне Сергей Кузнецова, Владимир Ашмарина тата Андрей Именнова. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Юрий Каткова республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин Тав хучӗпе хавхалантарнӑ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Дима Еремеев паян «Россия 1» кӑтартакан концета хутшӑнӗ. Концерта Пӗлӳ кунне халалланӑ. Ҫамрӑк ентешӗмӗр унччен Кремль сцени ҫине тухнӑ.
Унта лекес тесен яш кастинга хушӑннӑ. Ӑна Шаман, Лариса Долина, Лев Лещенко, Наташа Королева, Александр Панайотов тата Раҫҫейӗн ытти ҫӑлтӑрӗпе пӗрле хора лекме май килнӗ.
13 ҫулти Дима вокал ӑсталӑхне хулари 1-мӗш шкулӗнчи «5 октав» вокла студийӗнче (педагогӗ – Татьяна Шереметьева) туптать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ.
| Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ. | ||
| Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |