Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли 52-мӗш концерт сезонне уҫнӑ. Ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫи, тӗп дирижерӗ — Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин.
Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа артистсене ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Кирилл Павлов саламланӑ. Вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе артистсене чечек карҫинкки парнеленӗ.
«От первого мгновенья до последнего…» (чӑв. Пӗрремӗш самантран пуҫласа юлашкиччен) концерта Микаэл Таривердиевӑн пултарулӑхне халалланӑ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче «Ожидание» моноопера янӑранӑ. Ӑна Микаэл Таривердиев Роберт Рождественский сӑввипе ҫырнӑ. Дирижёрӗ – Чӑваш Республикин ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наталья Яклашкина. Иккӗмӗш пайне композитор кино валли ӳкернӗ кӗвӗсем янӑранӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ҫак кунсенче Пушкӑртстанра концерт кӑтартать.
Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан ушкӑн классика тата хальхи вӑхӑтри кӗвӗ ӳнерне сарас енӗпе чылай ӗҫ туса ирттерет.
Симфони капелли – К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ушкӑн Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче концерт лартнӑ; 18-мӗшӗнче —Стерлитамак хулинчи культура керменӗнче. Паян, авӑн 19-мӗшӗнче, концерта Пишпӳлекри культура керменӗнче лартӗҫ; ыран, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, — Пелепейӗнчи тӗп культура керменӗнче.
«Тавах сана, кӗвӗ, хавхалантарнӑшӑн» концерт программине уйрӑм юрӑҫсемпе хор артисчӗсен юррисем кӗнӗ. Вӗсене чӑваш, вырӑс тата ют ҫӗршыв композиторӗсем кӗвӗленӗ. Тӗнче шайӗнчи хитсемпе романссем, кинофильмсенчи юрӑсем те пур программӑра.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑваш эстрадин артисчӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич вӗсене Республика кунне тата Шупашкарӑн 550 ҫулхи юбилейне уявланӑ чухне тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Ҫапах лӑпланмалла мар – Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленмелле.
Элтепер ҫитес уява ҫӳллӗ шайра ирттермеллине палӑртнӑ. «Пӗр команда, пӗр ҫемье пек пирӗн Чӑваш Республикине тата ҫӗклемелле», - тенӗ вӑл.
Элтепер уяв мероприятийӗсем ытти регионта та иртессине пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, Мускав мэрӗпе Сергей Собянинпа тӗп хулара Чӑваш Ен кунӗсене ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Михаил Васильевичӑн тепӗр шухӑш та пур: республикӑри кашни районта ял ҫыннисем валли тӳлевсӗр концерт ирттересси.
Юрӑҫсем вара хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пирки те каласа хӑварнӑ: концерт залӗсене тара илесси, репетицисемпе ларусем ирттерме ятарлӑ лапам ҫукки вӗсене пӑшӑрхантарать.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хӑйӗн 550 ҫулхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлӗ.
Тем те пулӗ программӑра. Вӗсенчен хӑшӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотсен ушкӑнӗ, сӑмахран, 11 сехетре Шупашкарти Юрӑ уйӗ патӗнчи лапамра хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерӗ. «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) наци кухнин регионсем хушшинчи фестивалӗ Амӑш монуменчӗ патӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. 14 сехетре Республика лапамӗнче «Чебоксары — город славы трудовой!» (чӑв. Шупашкар — ӗҫ мухтавӗн хули) фестиваль Шупашкарти предприяти-организацисемпе паллаштарӗ.
Юрӑ уйӗнче 19 сехетре Петр Захаров юрӑҫ концертне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл — Питӗр хулинчен. «Голос» (чӑв. Сасӑ) телешоу ҫӗнтерӳҫи. Питӗрти паллӑ бас-баритон Раҫсейри тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ конкурсра палӑрнӑ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта тӳлевсӗр киноконцерт кӑтартӗҫ. Вӑл 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапамра пуҫланӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ.
«Чӑвашкино» пӗлтернӗ тӑрӑх, киноконцерта Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи капелли, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ йӗркелӗҫ.
Программӑна республикӑри паллӑ ушкӑнсен: юрӑпа ташӑ ансамблӗн, академи капеллин, оперӑпа балет театрӗн — артисчӗсен концерчӗпе пӗрлех патшалӑх ялавӗ ҫинчен ӳкернӗ фильмсене кӗртнӗ. Фильмсене «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ кӑтартӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче концертпа кану программине йыхравлаҫҫӗ. Мероприятине Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗпе Шупашкарти Концертпа вӗрсе каламалли оркестр (ертӳҫи — Владимир Петров) йӗркелӗҫ.
«Поздравление любимому городу» (чӑв. Юратнӑ хулана саламлани) музыка марафонӗ иртӗ, вулавӑш вара тӗрлӗ ӑсталӑх сехечӗ йӗркелӗ.
Музыка марафонне тӑватӑ темӑпа ирттерме палӑртнӑ: тӑван кӗтеспе ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ юрра-кӗвве РФ Патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ; тӗрлӗ ҫӗршыври тата халӑхсен джаз композицийӗсем; пурте пӗлекен юрра вокалистсем шӑрантарӗҫ тата ҫамрӑксем юратакан хальхи вӑхӑтри музыка.
Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти И.Я. Яковлев скверӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн, Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем концерт кӑтартӗҫ. Мероприяти кӳлмекре Амӑшӗн палӑкӗ умӗнче иртӗ. Концерт 18 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкара Катя Ростовцева, Дмитрий Прянов, Светлана Питерская, Александр Добронравов тата ыттисем килӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла: Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне Раҫҫейре 2008 ҫултанпа палӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна ахальтен суйламан: шӑпах утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче православи календарӗпе килӗшӳллӗн Петр тата Феврони Муромскисен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак ҫветтуйсем шанчӑклӑха, юратӑва, ҫемье телейне упрама пӗлнӗ.
Республика кунӗнче пирӗн пата Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем килӗҫ. Вӗсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче концерт лартӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Ен ҫыннисене уявпа саламлама Ирина Салтыкова, Виктор Рыбин тата Наталья Сенчукова ҫитӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ирина Салтыкова концерт лартӗ. Тепӗр кунхине, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Виктор Рыбинпа Наталья Сенчукова юрӑсемпе савӑнтарӗҫ.
Концерт Хӗрлӗ лапамра 21 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Концерт вӗҫленсенех Пӗтӗм тӗнчери «Асамат» фейерверксен фестивалӗ пулӗ. Салют 22 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Шупашкарта пурӑнакансемпе Чӑваш Ен ҫыннисем Зара концерчӗпе киленме пултарӗҫ. Ҫак артистӑн пултарулӑхне хаклакансене, ӑна юратакансене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче концерта йыхравлаҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ.
Зара юрӑҫ сцена ҫине «Душа» (чӑв. Чун) программӑпа тухӗ. Ӑна вӑл 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче соло-программа валли ятарласа хатӗрленӗ. Программӑна хатӗрлекенсем кашни номер пӗчӗк спектакль евӗр пуласса шантараҫҫӗ. Лирика та пулӗ, драма та. Шупашкарти концертӑн тӗп хӑйне евӗрлӗхӗ тесе унта «Голос. Дети. 3» (чӑв. Сасӑ. Ачасем. 3) шоура ҫӗнтернӗ Даниил Плужников хутшӑннине палӑртаҫҫӗ.
Концерта «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт)" ыр кӑмӑллӑ фончӗпе йӗркелӗҫ. Укҫапа фонд туса ирттерекен ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсенче усӑ курӗҫ.
Шупашкарӑн Кӑнтӑр поселокӗнчи культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Город творческих людей» (чӑв. Пултарулӑх ҫыннисен хули) концерт иртнӗ. Унта республикӑн хулинчи Тӗп клуб тытӑмне кӗрекен ушкӑнсем хутшӑннӑ. Сцена ҫине вӗсем халӑх ятне ҫирӗплетес тесе тухнӑ.
«Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнчи «Тантӑш» ушкӑна (ертӳҫи — А.П. Попов) республикӑри тӗлӗнмелле ушкӑн тесе каламалла. Унта ҫӳрекен ачасем — куҫ курман сусӑрсем. Вӗсем кӗвӗ-ҫемме тарӑннӑн туяҫҫӗ. Хальхи концерт вӑхӑтӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ташшисене ташланӑ: вырӑссенне, тутарсенне, чӑвашсенне. Ачасем ташӑ урлӑ халӑхсен фольклор хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса пама пултарнӑ.
Концерта «Уяв» ансамбль те хутшӑннӑ. Ӑна та куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |