Малашне «Яндекс. Такси» такси операторӗпе ЧР Транспорт министерстви килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ӗнер ку тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Тӗп тӗллев – пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑха тата пахалӑха пысӑклатасси. Ҫакна Владимир Иванов министр пӗлтернӗ. Ведомство такси операторне водительсем пирки хыпарласа тӑрӗ: вӗсен пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур-и? Ҫапла майпа «Яндекс. Такси» сервиспа пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур водительсем ҫеҫ усӑ курайӗҫ.
Транспорт министерстви кунашкал килӗшӗве ытти такси операторӗпе те алӑ пусма хатӗр.
Шупашкарти кӳлмек ҫулран ҫул хитреленсе пырать. Анчах ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Одис-Отель» питӗ хитре мар курӑнса ларать. Нумай хутлӑ ҫурта туса пӗтермен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис-Отеля» 2010 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шантарнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйтӑва Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле татса пама сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков ку вӑхӑта ӗлкӗрейменнине, ҫурта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫеҫ туса пӗтерессине пӗлтернӗ.
Отель харпӑрҫисемпе суд вӗҫленнӗ. «Бинбанк» парӑма, 8 миллион тенке, татнӑ, отель валли ҫӗнӗ инвестор шырама пуҫланӑ. «Бинбанкпа» тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ виҫӗ ҫул вӑйра пулӗ. Ҫав тапхӑрта проекта пурнӑҫламасан муниципалитет ҫурта туртса илсе сутма пултарать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Сочире иртекен инвестици канашлӑвне хутшӑнать. Вӑл унта Минскри трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Михаил Васильевич РФ ял хуҫалӑх министрӗпе ӗҫлӗ апатланӑва хутшӑннӑ. Ун чухне «Регионти АПК аталанӑвӗн стратегийӗн экспорчӗ» темӑпа калаҫу иртнӗ. Аса илтерер: шӑпах ҫак ӗҫлӗ апатланура Михаил Васильевич «Чӑваш бройлерӗн» ҫивӗч ыйтӑвне ҫӗклеме палӑртнӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Анчах ЧР влаҫӗсен порталӗнче кун пирки хальлӗхе пӗр сӑмах та ҫук.
Инвестици канашлӑвӗнче Михаил Игнатьев Крымпа, Кабарда-Балкар Республикипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Республики Минскри «Беларуҫ» трактор савучӗпе тачӑ ҫыхӑнура пулӗ.
Хӗл ҫывхарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара Атӑл хӗррине хӗрсе кайсах хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Ӑна муниципалитетри ятарлӑ программӑпа хута яраҫҫӗ.
Ӗҫсене Винокуров урамӗнчен пуҫласа Женя Крутова урамӗ еннелле пурнӑҫлӗҫ. Кӑҫал 360 метр лаптӑка хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен 3 метр сарлакӑш тротуара, виҫӗ лапама, саксемлӗ ҫичӗ вырӑна тума палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫутӑсем, ливневкӑсем вырнаҫтарӗҫ. Строительство компанийӗ ку ӗҫе пурнӑҫлас тесе 13 747 744,89 тенкелӗх килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗррине ҫитсен кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Унта тирпейсӗрлӗх хуҫаланни унӑн кӑмӑлне кайман.
Чӑваш Енре те крематори пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Пӗрисем ӑна хирӗҫлеҫҫӗ, теприсем часрах хӑпраттарасшӑн. Халӗ ӑна хӑҫан ӗҫлеттерсе ярасси те паллӑ: 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнче. Крематорие хӑпартмашкӑн ҫӗр уйӑрма «Экологи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче паян хыпарланӑ.
«Правда ПФО» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, крематорие Шупашкар районӗнчи Атайкасси ял тӑрӑхӗн 10 пин тӑваткал метр лаптӑкӗнче туса лартӗҫ. Тӳрех палӑртса хӑварар, ку ҫӗр Явӑш ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ. Хайхи лаптӑка кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тара панӑ. Арендӑн ҫулталӑкри чи пӗчӗк виҫи — 115 пин тенкӗ, чи пысӑкки – 118 пин те 450 тенкӗ.
Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Крымра тата Севастопольте пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта пулнӑ чух Крым Республикипе Чӑваш Ен парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ӑна, сӑмах май, тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленине те эпир ҫырнӑччӗ.
Кӑнтӑр енти региона чӑваш парламентӗнчи мӗнпур фракци пайташӗсем кайнӑччӗ.
Паян Чӑваш Ен парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Крымра тата Севастопольте мӗн тӗллевпе пулнине журналистсене пухса каласа кӑтартнӑ.
Унта Василий Чапаевӑн ятне Крымри ҫар пӗрлешӗвӗсенчен пӗрне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та сӳтсе явнине (ун пирки те эпир ҫырнӑччӗ) асӑнса хӑварнӑ.
Валерий Филимонов спикер депутатсем килес ҫул та Крыма каяс ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тата Крым республикин парламенчӗсен депутачӗсем тӗл пулнӑ. Чӑваш Енри йыша Валерий Филимонов спикер ертсе пырать. Пирӗн тӑрӑхри делегацие Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур фракцин пайташӗ лекни паллӑ. Чӑваш парламенчӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, йыша коммунистсенчен Александр Андреев, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен Сергей Семеновпа Игорь Моляков лекни курӑнать.
Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Владимир Константинов хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, пӗрле килӗштерсе ӗҫлес шухӑша ырласа йышӑннине тата палӑртнӑ.
Крым Республикипе Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Севастопольти патшалӑх университечӗ килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве ЧПУ ректорӗ Андрей Александров тата Севастопольти университет ректорӗ Владимир Нечаев ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Икӗ аслӑ шкул ӑслӑлӑх тӗпчевӗ, вӗренӳпе методика енӗпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Икӗ ен квалификацие ӳстерес тытӑма аталантарӗҫ, студентсемпе ылмашӑнӗҫ.
Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, ЧПУ делегацийӗ ректор ертсе пынипе Крымра пулнӑ. Унта вӗсем вӗренӳ базипе паллашнӑ, лабораторие тата инжиниринг центрне ҫитнӗ. Кӗҫех Севастополь делегацийӗ ЧПУна килмелле.
Пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса пырассипе полномочисене тӗрӗс уйӑрасси пирки (выр. Договор о разграничении предметов ведения и полномочий между Российской Федерацией и Татарстаном) Раҫҫей Федерацийӗпе пӗртен-пӗр субъект килӗшӳ тунӑ — ку вӑл пирӗн кӳршӗллӗ Тутарстан. Ҫак килӗшӳн вӑхӑчӗ кӑҫалхи ҫулталӑкӑн варринче тухмалла. Ҫавах та Минтимер Шаймиев шухӑшӗпе ӑна нимӗнле улшӑнусемсӗр малалла та тӑсма пултарӗҫ.
Ку пирки вӑл Хусанта иртнӗ Тутарстан халӑхӗсен III пухӑвӗнче тухса каланӑ.
«Уйрӑмах палӑртас килет, унта Тутарстан валли налук, укҫа-тенкӗ е экономика енчен нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те ҫук. Паян, ҫак килӗшӳ аталану вӑйне панине шута илсе, вӑл пурри республикӑна ӑнӑҫлӑ ӳсӗмсем тума пулӑшнине шута илсе, унӑн малалла та ӗҫлемеллех. Килӗшӗвӗн содержанине нимӗнле улшӑнусем кӗртмесӗр ӑна малалла тӑсма пулать. Ку конституцине ҫирӗплетекен, пирӗн патшалӑхӑн федераллӑ никӗсне хӑватлантаракан норма пулӗ», — тенӗ Шаймиев.
Палӑртмалла, сӑмах пыракан килӗшӗве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унӑн вӑйӗ вунӑ ҫула тӑсӑлмалла. Килӗшӳ тӑрӑх ӑна тӑсассин е пӑрахӑҫлассин йӗрки федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла.
Чӑваш Ен малашне тепӗр регионпа туслӑ ӗҫлӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мурманск облаҫӗпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ.
Паян Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Тюкавинпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Мурманск облаҫӗнче 4 пин ытла чӑваш пурӑннине палӑртнӑ. Халӗ икӗ регионӑн пӗр тӗллев: халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси.
Икӗ регион экономика, суту-илӳ, ӑслӑлӑхпа техника тата культура тытӑмӗсенче туслӑ ӗҫлессине палӑртса килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |