Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Кӳлмеке сӑнсӑрлатакан «Одис-Отель» шӑпине хӑҫан татса парӗҫ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.02.2018 18:01 | 1566 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарти кӳлмек ҫулран ҫул хитреленсе пырать. Анчах ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Одис-Отель» питӗ хитре мар курӑнса ларать. Нумай хутлӑ ҫурта туса пӗтермен.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис-Отеля» 2010 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шантарнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйтӑва Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле татса пама сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков ку вӑхӑта ӗлкӗрейменнине, ҫурта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫеҫ туса пӗтерессине пӗлтернӗ.

Отель харпӑрҫисемпе суд вӗҫленнӗ. «Бинбанк» парӑма, 8 миллион тенке, татнӑ, отель валли ҫӗнӗ инвестор шырама пуҫланӑ. «Бинбанкпа» тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ виҫӗ ҫул вӑйра пулӗ. Ҫав тапхӑрта проекта пурнӑҫламасан муниципалитет ҫурта туртса илсе сутма пултарать.

#Шупашкар, #проектсем, #Элтепер, #килӗшӳсем, #парӑмсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Хамар ял // 2581.93.5174
2018.02.21 18:25
Ку Чаваш Енче Н.Фёдорован (1994-2010) президент власра пулна чух "Савва" мускаври компанийен ушкан "еткерлехе". Сак мошенниксен ушкане пер-ик милиард тенке Чаваш Республикинчен ултавпа "илсе" кайна. Кайран "стрелочниксене" судпа айаплана. Анчах шултра акуласем яваплахран тарна. Весене мускаври шултра власри ентешсем хутелене. Сак синчен Чаваш Енчи сене пуслах лартна хыссан хасатссем нумай сырчес.
Ку пирен Чаваш Енен хальхи историйе. Сакна суйлавсем чух манмалла мар. Малтанхи мошенниксене асра тытмалла. Весемшен суйламалла мар. Сене сич ют шапанасене хамар пата кертмелле мар. Асурханулла пулмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем