Панкрута кӗрсе ӳкнӗ Чӑваш Енри предприятисем РФ Пенси фончӗ умӗнче темиҫешер миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Ку укҫа виҫи 223 мллион тенкех ҫитнӗ. Кунта пени те кӗрет, тӗп парӑм та. Юлашкинчен асӑнни 140 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне панкрутри предприятисемпе уйрӑм усламҫӑсен хисепӗ 320-е ҫитсе кайнӑ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри Уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пенси страхованийӗпе Атӑлҫи пир-авӑр компанийӗ, Етӗрнери тимӗр япаласен савучӗ, «Чӑваш Енӗн авиалинийӗсем» акционерсен обществи, Муркаш районӗнчи «Ударник» федерацин унитарлӑ предприятийӗ, Шупашкарти «Электровӑй» электрооборудовани савучӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ремсервис» муниципалитет предприятийӗ, Канаш районӗнчи «Керамика» тулли мар явпалӑ общество уйрӑмах пысӑк парӑмлӑ.
Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, тунтикун, кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ. Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Удмурт Республикине каякан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Цистерна ҫумне ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ. Ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн сирпӗнме ӑсталанӑ хатӗр пулнӑ.
Сирпӗнмелли хатӗр ҫирӗплетнӗ цистерна Раҫҫее Украинӑри Одесса хулинчен килсе ҫитнӗ имӗш. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ информаци агентствисем. Вакун Удмурт Республикинчи Каучук станцийӗнче чарӑнмалласкер пулнӑ-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫейӗн чукун ҫул вокзалӗ» акционерсен обществин Горьки чукун ҫулӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Айсылу Закирова цистерна Куйбышеври чукун ҫул полигонӗнчен ҫитнӗ тесе хыпарлать.
Ӗнер Канашри чукун ҫул станцийӗнче терактран пӑрӑнма май килнӗ. Унта кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлӗнче 400 грамлӑ тротил шашки, электродетонатор тата сехет механизмӗ тупса палӑртнӑ.
Чукун ҫул вакунӗсене пӑхса ҫӳрекен ҫын Мӑкшӑ Республикинчен Удмурт Республикине ҫул тытакан пуйӑсӑн цистернисенчен пӗрин ҫумӗнче сисчӗвлентерекен хатӗр асӑрханӑ. Ӑна магнитпа ҫирӗплетнӗ иккен. Каярах ҫав хатӗр хӑй тӗллӗн ӑсталанӑ сирпӗтмелли хатӗр иккенне палӑртнӑ.
Криминалист-экспертсем вӑл япала чӑннипех те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине ҫирӗплетсе панӑ. Инкеке Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тата Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе сирме пултарнӑ. Сирпӗнмелли хатӗре каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче сиенсӗрлетнӗ. Халӗ ҫав ҫатӗре кам ҫирӗплетсе хунине шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ҫынсем килӗсенче чӑрӑшсене илемлетеҫҫӗ. Халӑх уява хатӗрленнӗ вӑхӑтра вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен сыхӑ тӑмалла.
Ҫамрӑк чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касасран сыхлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ятарласа мобильлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. Вӗсем вӑрмансене куллен сыхлаҫҫӗ.
Акӑ Канашри вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем Канаш, Тӑвай, Вӑрмар районӗсенчи шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе пӗрле вӑрмана чӑрӑшсене саккунсӑр майпа касакансенчен хӑтарас тӗллевпе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе автоҫулсем ҫинче транспортсене тӗрӗслемелли 4 пост йӗркеленӗ.
Вӑрман ӗҫченӗсем ҫавӑн пекех халӑха чӑрӑшсене касмалла марри пирки ӑнлантараҫҫӗ, йывӑҫа саккунсӑр майпа кассан мӗн пуласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Канаш хула администрацийӗ хула ҫыннисене ҫӗнӗ герб суйлама сӗнет. Икӗ вариантран пӗрне суйламалла.
Пӗрремӗш герб геральдика щичӗ евӗр. Унта — хӗрес. Вӑл хулан транспорт пӗлтерӗшне кӑтартать. Канаш хулинче Чулхула — Канаш — Хусан, Канаш — Хӗрлӗ Узел, Канаш — Шупашкар чукун ҫулсем хӗресленеҫҫӗ. Герб ҫине ылтӑн эмблема ӳкернӗ. Вӑл ҫунатлӑ чукун ҫул урапи евӗр.
Иккӗмӗш вариантра Канаш историне сӑнланӑ. Унти хӗрлӗ тӗс — таса пӗлӗт палли. Урапа — чукун ҫула кӑтартать, вӑл Канаш хулишӗн пӗлтерӗшлӗ. Ылтӑн — пуянлӑх, тырпул тухӑҫлӑхӗн палли. Кӗмӗл тасалӑха палӑртать.
Тепӗр чух хамӑр ачамӑрсене те ачашлама, ырӑ сӑмахпа хавхалантарма вӑхӑт тупаймастпӑр пулӗ. Ҫынсем, ав, ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнисене усрава илсе кил ӑшши пама хирӗҫ мар. Ҫавӑн пек ҫемьесен шутне Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑсри Кузьминсем кӗреҫҫӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье ултӑ ачана усрава илнӗ. Вӗсен тӑван амӑшӗ кӗҫӗнни, Виктория, ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ.
Вӑрнар районӗнчи ырӑ кӑмӑллӑ ҫемьере кил ӑшши тупнӑ ачасем, ҫав шутра, Виктория та усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне чунтан тав тӑваҫҫӗ. Пӗчӗккӗлле амӑшӗнчен юлнӑ Виктория паян 13-ре ӗнтӗ. Кузьминсен ҫемйинче вӑл чи кӗҫӗнни те чи ачашлани пулин те ачашланса ӳсмест, шкулта аван вӗренет. Нумаях пулмасть Канаш хулинче иртнӗ усрав ҫемьесен уявӗнче Кузьминсем те пулнӑ. Ҫемьери чи кӗҫӗнни, Виктория, унта чӑваш ташши ташласа кӑтартнӑ.
Спорт пурне те туслаштарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ умӗн кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртнӗ.
Республикӑри районсенчи 250 яхӑн ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара Чӑваш Енри чи лайӑх паралимпиец ятне тивӗҫессишӗн тупӑшмашкӑн килнӗ. Канашри Татьяна Николаева хӑйӗн командипе ку фестивале 10-мӗш ҫул хутшӑнать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, фестивале ҫулсерен ытларах та ытларах килет. Эппин, унӑн сумӗ ӳсет, тупӑшу вӑйлӑланать.
Канашри сусарсен хула обществин председателӗ Татьяна Николаева хӑйсене сусӑрсем темелле маррине палӑртать. Вӗсем спортра та ӑмӑртаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ-ташлаҫҫӗ-ҫке-ха.
Ӑмӑртура ачасем те, аслисем те вӑй виҫнӗ. Вӗсем хӑйсене 5 тӗсре тӗрӗсленӗ: сӗтелҫи теннисӗ, дартс, армспорт, шашка тата шахмат.
Халӗ республикӑра сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ыттисемпе тан пулччӑр, хӑйсене ыттисенчен ан уйӑрччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Сусӑрсене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба хулара яланах ӗҫ пуррине пӗлтерет. Ӗҫ вырӑнӗ хуласенчи — Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри — предприятисенче ытларах. Вӗсенче яланхиллех рабочисем: ҫӗвӗҫсем, слесарьсем, водительсем — ҫитмеҫҫӗ. Рабочисем республикӑри районти предприятисенче те кирлӗ иккен. Стройкӑсенче вара арматурщиксем, каменщиксем, бетонщиксем, рабочисем ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Кӗтӳҫӗпе кредит инспекторне те шыранӑ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби врачсем кирлине те пӗлтерет. Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери сиплев учрежденийӗсенче ҫитмӗле яхӑн вырӑн пушӑ иккен. Кирлисен йышӗнче — пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, гинеколог, стоматолог, хирург.... Канашпа Улатӑрта вӗсене пурӑнмаллипе те тивӗҫтерме хатӗр-мӗн.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарти тӗрлӗ ентешлӗхсем хӑйсен уявӗсене ирттереҫҫӗ. Ак, ӗнер, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑнтӑрла Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пухӑнчӗҫ.
Уявра тӳре-шара тухса сӑмах каларӗ, пухӑннисене саламларӗ. Ертсе пырасса вара Виталий Сергеевпа Алиса Ахахпи ертсе пычӗҫ. Вӗсем юрӑпа тата кулӑшпа савӑнтарчӗҫ. Хӑйсен пултарулахне ытти артистсем те кӑтартрӗҫ.
Сӑмах май, «Канашсем» ентешлӗхе малашне урӑх ҫын ертсе пырасси пирки каласа хӑварас пулать — Анатолий Кипеч ватӑлнине шута илсе ку ӗҫе урӑх ҫын туса пырӗ.
Сӑнсем (67)
Кашни ҫын пурнӑҫӗнче асра юлмалли самантсем пулаҫҫӗ тесе пуҫлать Канаш район администрацийӗн сайчӗ «ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци пирки пӗлтерекен хыпара.
Паян, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, Амӑш кунӗ ҫывхарнине халалласа ҫав акцие йӗркеленӗ. ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Сергеева тата вырӑнти ытти тӳре-шара пульницӑри амӑшӗсемпе тӗлпулнӑ. Вӗсене ҫывхарса килекен уявпа саламланипе пӗрлех ача ҫуратассипе районта лару-тӑру епле иккенне каласа кӑтартнӑ. Ача ҫуралсан регистрацилеме епле хутсем кирли, пулӑшӑва электронлӑ майпа епле илмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (12)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |