Канашри 8-мӗш ача пахчинче паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗнӗ ушкӑн уҫӑлнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хулари тӳре-шара пынӑ. Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Димитриева — тӗпрен юсаса уҫнӑ ҫӗнӗ ушкӑнпа саламлама хавас иккенне палӑртнӑ. «Сирӗн ачӑрсене кунта хӑтлӑ та меллӗ пулать. Шкул ҫулӗчченхи пӗлӗве илме кунта мӗнпур услови пур кунта», — тенӗ хула тӳре-шари.
Пӗр-пӗр объекта уҫнӑ чух уншӑн тав тӑвакансем яланах тупӑнаҫҫӗ те, Канашра та ун пеккисем пулнӑ. Воспитательсемпе ашшӗ-амӑшӗ хула администрацийӗ ячӗпе ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн ытти ҫӗрти пекех хӑнасем ҫӗнӗ ушкӑна кӗрсе пӑхнӑ. Ачасем вара ҫӗнӗ теттесемпе паллашнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра канашсем шӑпӑрлансем валли тата виҫӗ ушкӑн уҫасса пӗлтереҫҫӗ.
Сӑнсем (23)