Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе Канашпа Шупашкар хушшинче икӗ пуйӑс ҫӳреме тытӑнӗ. Хальхи вӑхӑтра унта пӗр маршрут кӑна. Вӑл Канашран 14 сехет те 42 минутра тапранса Шупашкара 17 сехет те 4 минутра ҫитет.
Акан 13-мӗшӗнченпе пуйӑс ирхи 3 сехет те 54 минутра та пулӗ. Вӑл Шупашкара 6 сехет те 15 минутра ҫитӗ.
Шупашкартан Канаша пуйӑс 7:10 сехетре каять. Кӗҫех 18:45 сехетре тапранса каяканни те пулӗ. Ҫул ҫинче 2,5 сехет иртет. Билет 402 тенкӗ тӑрать.
Канаш муниципаллӑ округӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем патне янӑ ыйтӑва вӑхӑтра хуравламан.
Вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ чухне пӗр ҫын пӗлтерхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ыйтса ҫырни5е, анчах ӑна тӳре-шара хуравлама васкаманнине тупса палӑртнӑ. 30 кун та иртсе кайнӑ, унтан тата тепӗр 23 кун.
Вӑхӑтра хуравламан специалист тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Канаш хулинче ача-пӑча шӑрпӑкпа вылянӑран хваттерте пушар тухнӑ. Ку инкек Хӗвелтухӑҫ районӗнче пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 14 сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Пушарта 25-мӗш ҫуртӑн тӗпелӗ ҫунса кайнӑ.
Вырсарникун каҫхине Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗнче хута яма пуҫланӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм электрохатӗрпе тӗрӗс усӑ курманран тухнӑ тесе палӑртнӑ. Пушарта стройматериал, хӑма урай ҫунса кайнӑ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнченпе «Улатӑр - Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс Йӗпреҫре чарӑнма пуҫлӗ. Ҫакна пассажирсене меллӗ пултӑр тесе тунӑ.
Йӗпреҫре мӗн чухлӗ тӑрасси пуйӑсран килет. 6390-мӗш тата 6393-мӗш номерли 3 минут тӑрать, 6392-мӗш номерли вара - 1 минут.
Палӑртмалла: унччен Йӗпреҫре пуйӑссем чарӑннӑ-ха, анчах поселокран 5-6 ҫухрӑмра.
Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫын пӗлтӗр пуш уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче АПШра «Киа Соренто» машинӑна сутас тӗлӗшпе аукцион иртесси пирки вуласа пӗлнӗ. Унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл Тольяттири организаци ӗҫченӗ имӗш.
Канаш арҫынни машинӑна кӳрсе килме тесе «посреднике» 1 миллион та 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах палӑртнӑ вӑхӑтра машина килмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн арҫын полицие кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Францин тӗп хулине топ-модельсем, паллӑ ҫынсем, блогерсем Мода ҫурчӗсен тата тӗнчери ҫамрӑк дизайнерсен ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллашма килнӗ.
Луврта Канаш хулинчи дизайнер Галина Галвэл та хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Галина хӑйӗн аллипе кӗпесем ҫӗлет. Кӑҫал пирӗн ентеш хайӗн ӗҫӗсемпе люкс сегментӗнче паллаштарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарта 19 ҫулти таксист патне икӗ ҫамрӑк пынӑ та хула хӗррине леҫсе яма ыйтнӑ. Унта ҫитсен вара вӗсем водителе багажнике чиксе хунӑ та хӑйсем руль умне ларса Канаша вӗҫтернӗ.
Унта багажникри водитель тарма пултарнӑ. Вӑл кун пирки тӳрех полицие хыпарланӑ.
Машина номерӗсене полици нарячӗсене пӗлтернӗ. Кӗҫех вӗсене асӑрханӑ, чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешсем малалла вӗҫтернӗ, полицейскисем - вӗсем хыҫҫӑн. Каччӑсем тарнӑ чухне ҫул пӑрӑнчӑкӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӗрне, унччен те судпа айӑпланнӑ 19-ти ҫамрӑка, тытса чарнӑ.
Гигиена та эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, коклюшпа чирлесси 25 процент ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 48 ҫын ҫак чирпе аптӑранине палӑртнӑ.
Шупашкарта - 25 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 18 ҫын, Патӑрьел округӗнче -4 ҫын, Вӑрнар тӑрӑхӗнче, Ҫӗмӗрлере, Канашра 1-ер ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе 43 ача тата аслӑ ӳсӗмри 5 ҫын коклюшпа чирленӗ. 35-шӗ - прививка тутарманнисем.
Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑма пуҫиле майпа япва тыттарнӑ. Вӑл вӗренӳ заведенийӗн общежитийӗн техникумӗнче комендант пулса тӑрӑшнӑ. Хӗрарӑм пысӑк виҫепе сӗтев илнӗ. Ҫавӑншӑн ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 5-мӗш «в» пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, комендант учреждени валли кирлӗ тавар туянма заявкӑсем йӗркелессишӗн 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен пуҫласа 2022 ҫӳлхи раштав уйӑхӗччен яваплӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл коммерци организацийӗсенчен пӗрин ертӳҫинчен 300 пин тенкӗ ытла сӗтев илнӗ, ҫавна май тавара унран туяннӑ.
Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Сӑнав вӑхӑтне 2 ҫул тесе палӑртнӑ.
Паян Канаш хули ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ - «Лада Приора» ҫунса кайнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Приора» водителӗ, 20 ҫулти хӗр, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та йывӑр тиевлӗ «Мерседеспа» ҫапӑннӑ. Ҫапӑнсан ҫӑмӑл машина ҫунма тытӑннӑ. Руль умӗнче ларнӑ 20-ри хӗр машинӑра ҫунса кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |