
Чӑваш Енри педагогсем Класс ертӳҫисен пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑнӗҫ.
Мероприяти авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ. Кӑҫал ӑна улттӑмӗш хутчен йӗркелеҫҫӗ. Унта ҫӗршывӑмӑрӑн мӗнпур регионӗнчи 700 учитель пуҫтарӑнӗ. Вӗсем ятарлӑ конкурс витӗр тухнӑ. Унта хутшӑнма вара 43 пин ытла заявка пуҫтарӑннӑ.
Сумлӑ йыша Чӑваш Енри 6 учитель лекнӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Канашран, Ҫӗмӗрлерен, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Шупашкартан тата Комсомольски районӗнчен.
Форумра класс ертӳҫисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ, ачасене воспитани парас енӗпе ӗҫлекен экспертсем тухса калаҫӗҫ.
Сӑмах май каласан, форума инҫет ҫыхӑну мелӗпе те хутшӑнма пулать. Онлайн-трансляцие итлес тесен авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен регистрациленмелле.

Суд Канашра пурӑнакан хӗрарӑм, почтӑра операторта ӗҫленӗскер, айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл клиентсене каламасӑр банк карточкисене вӗсен ячӗсемпе хатӗрленӗ.
Ҫакӑ паллӑ: 2025 ҫулхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче ҫак хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче, ҫав вӑхӑтрах «Почта Банк» агентӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 24 клиентран ыйтмасӑрах электрон майпа ал пуснине хатӗрленӗ те вӗсен ячӗпе перекет счечӗ уҫса банк картти илнӗ. Хӗрарӑм паспорт даннӑйӗсене ҫырнӑ, ҫирӗплетмелли кодсене клиентсенченех ыйтнӑ – почта пулӑшӑвне тума кирлӗ тесе суйнӑ. Унсӑр пуҫне документсенче вӗсемшӗн алӑ пуснӑ. Ҫапла вӑл банкран электрон ал пусни тунӑшӑн 30-50 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, кашни карттӑшӑн – 255 тенкӗ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ, следствие пулӑшнӑ. Суд унӑн виҫӗ пӗчӗк ача пуррине шута илсе 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ тата 2 ҫул пулӑшу сферинче ӗҫлеме чарнӑ.

Чӑваш Енри 20 учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Кашнине 500-шер пин тенкӗ лекнӗ. Хушӑва Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Списокра – сакӑр шкул, вунӑ ача пахчи, колледж тата ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ. Палӑртса хӑварар тӳрех: Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫулсерен вӗренӳ сферинчи инновацие пулӑшма параҫҫӗ.
Гранта тивӗҫнисен хушшинче Улатӑрти технологи колледжӗ, Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчи, Канашри 17-мӗш ача пахчи, Шупашкарти 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш, 204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисем, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Шупашкарти 4-мӗш гимнази, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти шкул тата ыттисем пур.

Канашра «Помощь тем, кто нуждается» (чӑв. Пулӑшу кирлисене ал парар) ятпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ.
Ыркӑмӑллӑх акцийӗ вӑхӑтӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем ачасем валли шкул ҫипуҫӗ тӳлевсӗр илме пултарнӑ.
«Пире кун пек пулӑшнӑшӑн чунтан тав тӑватпӑр. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли япала туянма укҫа нумай кирлӗ. Кунта вара шкул ҫипуҫне тӳлевсӗр илме май килчӗ. Уншӑн эпӗ питӗ савӑнтӑм», — хавхаланса калаҫнӑ виҫӗ ача амӑшӗ, Анна ятлӑ хӗрарӑм.
Вырӑнти социаллӑ центрта кун пек ыркӑмӑллӑх акцине ҫулсерен ирттерни пирки пӗлтереҫҫӗ. Сӑмах май каласан, ытти тӑрӑхри социаллӑ центрсем те ун пеккине йӗркелеҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ усламҫӑсем пулӑшнипе нумай ачаллӑ ҫемьесен хыснине перекетлеме май килет. Акцие йывӑр лару-тӑрури ытти ҫемье те хутшӑнма пултарать.

Канаш хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм ҫурт-йӗре найм мелӗпе илнӗшӗн тата коммуналкӑшӑн укҫа тӳлесе пыман. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ, 564 пин тенкӗрен иртнӗ.
Хӗрарӑм парӑма хайӗн ирӗкӗпе татма шухӑшламан та. Ҫавна май пристав унран 55 пин тенкӗ исполнительнӑй сбор шыраса илме йышӑну тунӑ. Ҫапла пӗтӗмӗшле парӑм 619 пин тенке ҫитнӗ.
Пристав ҫак хӗрарӑмӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн пуррине те тӗрӗсленӗ. Унӑн Канаш варринче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер пур иккен. Пристав ун ҫине арест хунӑ. Хӗрарӑм хваттере сутса ярса парӑма татасран хӑраса ӳкнӗ пулмалла – пӗтӗм парӑма ҫийӗнчех тӳленӗ.
Кун хыҫҫӑн хваттере арестран кӑларнӑ.

Вӑрмар районӗнче Вӑтам Енӗш юханшывӗ урлӑ кӗпер тума палӑртнӑ. Ӗҫе 2027-2028 ҫулсенче пурнӑҫламалла. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн тариф службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 266 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлакан строительство организацине пурнӑҫлама конкурса Республикӑн закупкӑсен центрӗ ирттернӗ. Кӗпере Вӑтам Енӗш юханшывӗ урлӑ «Атӑл» – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр ҫул ҫинче тӑвӗҫ.
Уҫӑ конкурс ҫӗнтерӳҫине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртмалла.
Кӗпере 2027 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тата 2028 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче тумалла. Кӗпер тунӑ вӑхӑтра вӑхӑтлӑх ҫӳремелли ҫул пулӗ. Кайран, ӗҫе вӗҫлесен, ӑна малтанхи евӗр йӗркене кӗртсе хӑвармалла, юханшыва кӳнӗ сиене те саплаштармалла.

Канаш хулинчи Машиностроительсен урамӗнчи ҫуртра, пиллӗкмӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, пушар пулнӑ. Ҫулӑм 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ.
Пушара 7 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника сӳнтернӗ. Кил хуҫи, 40 ҫулти арҫын, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус туртнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки талӑкра 3 пушар пулнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара пирӗн регионта 754 пушар тухнӑ.

Ырантан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ «Легендарлӑ Хӗрлӗ» ретропуйӑса ҫула кӑларӗ.
Вӑл «Шупашкар-Канаш» маршрутпа ҫӳрӗ. Ретропоезд рейса ҫурла уйӑхӗн 5 тата 6-мӗшӗсенче, 8-10-мӗшӗсенче, 12-16-мӗшӗсенче ҫула тухӗ. Шупашкартан вӑл 8 сехет те 20 минутра хускалса кайӗ те Канаша 11 сехет те 15 минута ҫитӗ. Каялла килме вара унтан 14 сехет те 30 минутра тухӗ, Шупашкара 16 сехет те 15 минутра ҫаврӑнса килӗ.
Ретропуйӑс Л сериллӗ пӑравусран тата хальхи вӑхӑтри хӑтлӑ вакунсенчен тӑрать. Вӗсене революци умӗнчи стильпе капӑрлатнӑ, шалта вара интерьерӑн авалхи япалисемпе хитрелетнӗ.
Ҫул ҫинче экскурси тата театрализациленӗ программа пулӗ. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче пассажирсене ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗк ӗмӗрӗнчи лару-тӑрӑва, Граждан вӑрҫи, революци тата революци хыҫҫӑнхи вӑхӑта аса илтерӗҫ, Василий Чапаевпа паллаштарӗҫ.

Чӑваш Енри 12 медицина учреждение пӗрлештерсе 4 пысӑк больница туса хурӗҫ, Канашри медицина центрӗ вара хӑйӗн ятне ылмаштарӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Канашри медицина центрӗ ҫумне Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канашри район больницине, Йӗпреҫри тӗп район больницине пӗрлештерӗҫ. Ун хыҫҫӑн ку учреждени «Канашри районсем хушшинчи больница» хысна учрежденийӗ пулса тӑрӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больници ҫумне Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне, Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи больницине, Куславккари тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи больницӑсене пӗрлештерӗҫ.
Республикӑн клиника больницине Президентӑн пепкелӗх центрӗпе, Хулари тӗп больницӑна Хулари клиника центрӗпе пӗрлештерӗҫ.
Маларах Хӗрлӗ Чутайӗнчи больницӑна Элӗкрипе, Патӑрьелӗнчине Шӑмӑршӑрипе тата Елчӗкрипе пӗрлештернӗччӗ.

Кӗҫех, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра туризм ретро-пуйӑсӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Анчах унта пурте лекеймеҫҫӗ. Ретро-пуйӑс 7-9-мӗш классенче вӗренекен ачасене ҫулҫӳреве илсе ҫӳрӗ. Анчах вӗсем те малтан «Чувашия онлайн» порталта суйлав витӗр тухӗҫ.
Ачасем валли икӗ кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Пӗрремӗшӗ – «Литература экспресӗ» маршрут, вӑл ҫамрӑк пассажирсене кӗнеке тӗнчипе паллаштарӗ. Иккӗмӗшӗ – «Легендарлӑ хӗрли» маршрут, унпа килӗшӳллӗн ачасене дивизи командирӗ Василий Чапаев пурӑннӑ чухне Шупашкарта тата Канаш хулинче ытларах пулнӑ вырӑнсене илсе ҫитерӗҫ.
Проект вӑй илсе пырать. Малашне ҫӗнӗ маршрутсем уҫма палӑртнӑ, ҫавна май унта кашниех лекме пултарасса шанатпӑр.
