Канаш хулинче ҫӗнӗ арт-объект пур. Ӑна ҫак хуларах пурӑнакан Владимир Матвеев хатӗрленӗ. Ку хыпара Канашри патшалӑх службин тата управленийӗн лицейӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Владимир Ильич – 2-мӗш класри Кирилӑн ашшӗ.
Ку арт-объект – Юр кӳлепе. Ӑна тимӗртен хатӗрленӗ. Юр кӳлепене Канаш администрацийӗ умӗнче Ленин палӑкӗпе юнашар вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре хуҫасӑр йытӑсем валли тата тепӗр приют уҫӑлӗ.
Асӑннӗ чӗр чунсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрне те ҫӑхавлакансем йышлӑ иккен. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пурӗ 1000 ытла ҫыру ҫырнӑ. Пуринчен ытла ун пек ҫырусем Канашран, Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ.
Ҫӗмӗрле уҫма палӑртнӑ приют пирӗн республикӑра шучӗпе виҫҫӗмӗш пулӗ. Унта хуҫасӑр 150-а яхн йытта усрама май килӗ.
Иртнӗ эрнере республикӑра гриппа чирленӗ 411 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ун умӗнхи эрнере ку хисеп 2,7 хут пӗчӗкрех пулнӑ, пӗр уйӑх каялла вара - 24 хут пӗчӗкрех.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсенчен ытларахӑшӗ - 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пӗтӗмпе 290 шӑпӑрлан. Аслӑ ӳсӗмрисем вара - 121-ӗн.
Ҫынсем ытларах, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче чирлеҫҫӗ.
Канашра хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана Виталий Михайлов йышӑннӑ. Вӑл ку тивӗҫӗ ӗнертенпе, раштавӑн 12-мӗшӗнченпе, пурнӑҫлать.
Виталий Михайлов – 47 ҫулта. Вӑл 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Канаш хулин администрацине ертсе пынӑ.
Сӑмах май, кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Шупашкарта конкурс – раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ.
Пермь хулинче пурӑнакан арҫын Чӑваш Енри вилнӗ тусӗн банк карттипе усӑ курса пурӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канашри 67 ҫулти хӗрарӑм вилнӗ ывӑлӗн банк картти ҫинчен 250 пин тенкӗ ҫухални ҫинче йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Карттӑ ҫинчи укҫапа лавккасенче тӳленӗ, банк картти ҫинчи укҫана та илнӗ. Укҫапа 2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен усӑ курса пурӑннӑ. Ҫавӑн пек хӑтлаканни Пермь тӑрӑхӗнче пурӑнакан 57 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл вилнӗ Канаш ҫыннин тусӗ пулнӑ.
Канашра пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 600 пин тенкӗ ҫухалнӑ-мӗн. Укҫине вара пӗлӗшӗсен гаражӗнче упранӑ.
Пӗлӗшӗсен гаражӗнче вӑл ӑна пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе упранӑ. Пӗр пайӗ, 600 пин тенки, ҫухалнине халь тин асӑрханӑ.
Полицейскисем укҫана вӑрлакан ҫынна тупнӑ. Вӑл - гараж хуҫи, унччен те судпа айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫын.
Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Ҫапах ку явап тытасран хӑтармасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах.
Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын тӑванне пулӑшас тесе улталаннӑ. «Ватсап» мессенджерта ун патне тӑванӗнчен ҫыру килсе выртнӑ, ҫырура хӑйӗн ячӗпе илнӗ банк карттин сӑнӳкерчӗкне ярса панӑ. Ҫийӗнчен 30 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ.
Арҫын малтан тӑванӗ патне шӑнкӑравланӑ-ха, анчах лешӗ телефона тытман. Унтан укҫана куҫарса панӑ.
Кӑштахран хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та унӑн ватсапри аакаунтне такамсем ватни пирки асӑрхаттарнӑ.
Сӑмах май каласан, аккаунта икӗ факторлӑ авторизаци витӗр кӑлармалла. Аккаунта урӑх хатӗртен кӗрсен е электрон почта ҫине ҫыру килӗ е ятарлӑ код.
Чӑваш Республкинача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ СССР халӑх артситки ҫуралнӑранпа 100 ҫул итнине халалласа онлайн-квиз ирттернӗ.
Асӑннӑ квиз юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пынӑ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме, Вера Кузьмина ҫинчен пӗлнине кӑтартса пама тивнӗ.
Онлайн-квиза 19 муниципаллӑ округри 1551 ача хутшӑннӑ. Вӗсем Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай муниципаллӑ округӗсенчен тата 6 хуларан: Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗре, Етӗрне.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне ҫаратни пирки пӗлтернӗ. Вӑл сывлӑх енчен хавшак, утса ҫӳреймест.
Ун патне тимӗр-тӑмӑр пухакансем пырса кӗнӗ. Хайхискерсем кил хуҫи утайманнипе усӑ курса унӑн хут купӑсне, медалӗсене, телефонне, инструменчӗсене вӑрланӑ. Арҫынна уйрӑмах ҫывӑх ҫынни парнеленӗ хут купӑса йӑтса тухса кайни кулянатарнӑ.
Вӑрӑсен йӗрне часах тупнӑ. Вӗсенчен пӗри кам пулнине те палӑртнӑ: Канашри 22 ҫулти каччӑ. Вӑл вӑрланӑ япаласене тавӑрса панӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |