Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: канаш

Статистика
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи статистика ҫапларах: республикӑра ҫак кун 13 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ – арҫын ача, 6-шӗ – хӗрача.

Пӗр ҫемьере вара йӗкӗреш ҫуралнӑ: икӗ арын ача. Аса илтеретпӗр: кӑҫалхи пӗрремӗш ача Канашра ҫуралнӑ. Вӑл ҫур ҫӗр иртни 22 минутра кун ҫути курнӑ. Вӑл – арҫын ача, 4066 грамм таять, 54 сантиметр ҫӳллӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvinform
 

Республикӑра
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑҫал чи пӗрремӗш арҫын ача ҫуралнӑ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова пӗлтернӗ.

Вӑл Канашра ҫур ҫӗр иртни 22 минутра ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑн-чӑн пӑхаттир пекех: 4066 грамм йывӑрӑш таять, 54 сантиметр ҫӳллӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/minzdrav21
 

Раҫҫейре
t.me/Chuv_today каналта вырнастарнӑ видеоран илне сӑӑӳкерчӗк
t.me/Chuv_today каналта вырнастарнӑ видеоран илне сӑӑӳкерчӗк

Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗршывра ҫулсерен «Ҫӗнӗ ҫул ёлки» акци ирттереҫҫӗ. Унта тӳре-шара ҫеҫ мар, уҫӑ кӑмӑллӑ кирек епле ҫын та хутшӑнма пултарать.

Канашра пурӑнакан 8 ҫулти Семён Чарланов коньки пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫулла ача футбол выляма юратать. Кӑҫал вара арҫын ача хоккей выляс ӗмӗтпе ҫунатланма пуҫланӑ.

Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ элчи Ирина Волк Чӑваш Енри ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшас тенӗ. Ӑна вӑл конькисӗр пуҫне хӳтлӗх экипировки те туянса пама кӑмӑл тунӑ. Ырӑ хыпара ачана Чӑваш Енӗн ШӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18919
 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шалти ӗҫҫен министерствин Канашри пайӗнче ӗҫлекен арҫын тата унӑн икӗ тусӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.

Пакунлӑ ҫынпа унӑн тусӗсем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче хайхисем салтакран укҫа туртса илмелли меслет шухӑшласа тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пакунли салтак ҫумӗнче наркотик тупнӑҫи тунӑ. Унтан тусӗсемпе пӗрле ӑна хӑратса укҫа шӑйӑрса илесшӗн пулнӑ, 500 пин тенкӗ пама ыйтнӑ, салук вырӑнне машинине илсе кайнӑ.

 

Ҫул-йӗр
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ
ru.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан пуйӑспа ҫуреме каллех хакланӗ. Хула ҫумӗнчи чукуе ҫул транспорчӗпе ҫула тухакансен ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхинчен 5,1 процент ытларах кӑларса хума тивӗ.

Паянхи куна илсен Шупашкартан Канаша ҫитме 424 тенкӗ тӳлемелле пулсан килес ҫул 446 тенкӗ пулӗ.

Хусантан Чулхулана ҫӳрекен электричкӑра ҫул укҫи кашни километршӑн 4 тенкӗ те 7 пус тӳлеме тивӗ, халӗ 4 тенкӗ те 52 пус пулнӑ.

 

Культура
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Красноармейскинче кӑҫалтан автоклуб пур. Куҫса ҫӳрекен нумай ӗҫ пурнӑҫлакан культура центрне 2025 ҫулта туяннӑ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри 21 районтан кашнинчех халӗ автоклуб пур. Пӗрин хакӗ — 9 миллион тенкӗ ытла.

Автоклуба концерт лапамӗ евӗр усӑ курма аван. Ӑна ҫутӑ, сасӑ тата видео оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Автоклубпа культура ҫурчӗ ҫук аякри ялсене ҫитсе концерт кӑтартма аван.

Автоклубсемпе Канаш, Муркаш, Ҫӗрпу, Комсомольски, Элӗк тата Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗсем час-часах усӑ кураҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Канашри савутра слесарь аманнӑ. Ун ҫине бункер стени йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.

Инкек чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра пулнӑ. Бункера пуҫтарнӑ чухне конструкцин стена пайӗ слесарь ҫине ӳкнӗ. Арҫын аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome
 

Пӑтӑрмахсем

Канашра Тутарстанри пенсионера суд тӑвӗҫ. Ҫав ҫын пуйӑсра тепӗр ҫыннӑн телефонне вӑрланӑ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ. «Мускав – Екатеринбург» пуйӑсра Екатеринбургра пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн телефонӗ ҫухалнӑ. Вӑл ӑна сӗтел ҫине хунӑ, ҫиелтен хутаҫпа витнӗ. Ҫывӑрса вӑраннӑ хыҫҫӑн телефон ҫуккине асӑрхасан тепӗр номерпе хӑйӗн телефонӗ ҫине шӑнкӑравланӑ, анчах телефона сӳнтерсе хума ӗлкӗрнӗ пулнӑ.

Телефона Тутарстанра пурӑнакан 65 ҫулти арҫын вӑрланӑ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/utpfo/4078
 

Республикӑра
mk.ru сайтри сӑн
mk.ru сайтри сӑн

Канашра пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм пӗлӗшӗн 500 пин тенкине вӑрланӑ та ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Вӑл инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тенӗ-мӗн. Анчах тупӑш тӑвайман — парӑма кӗрсе кайнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.

Хӗрарӑм унчченех «инвест-проекта» 2 млн тенкӗ ытла хывнӑ иккен. Хайхи «менеджер» ӑна юлашки хутчен укҫа хывса пысӑк тупӑш илме сӗннӗ. Ҫапла вӑл хӗрарӑм пӗлӗшӗн телефонне илнӗ те унӑн кредит картти ҫинчен палламан ҫынна 500 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

Халӗ 29-ти хӗрарӑмӑн ют ҫын укҫине вӑрланӑшӑн явап тытма тивӗ.

 

Вӗренӳ
tass.ru сайтри сӑн
tass.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 10 студент уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Ку тӳлеве тӑваттӑмӗш курсра вӗренекен ҫамрӑксем тивӗҫнӗ. Ӑна вӗсене вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех тӳлесе тӑрӗҫ.

Ҫак тӳлеве тивӗҫнисен йышне Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗнчи Антон Антоновпа Никита Огурцов, Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче пӗлӳ пухакан Анастасия Борзовӑпа Злата Иванова, Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн студенчӗсем Илья Ельмовпа Евгений Медведев, Шупашкарти электромеханика колледжӗнче вӗренекен Денис Васильев, Шупашкарти строительство техникумӗн студентки Анна Гарифуллина, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренекен Вероника Кузьмина, Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче ӑс пухакан Маргарита Фадеева лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 96
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӑсталӑха ӗнентерме тивӗ. Уҫӑрах пулӑр, халӗ ҫынпа хутшӑнни кирлӗ. Хыпарсене тимлӗ сӑнӑр, хӑвӑршӑн пӗлтерӗшлӗ информацие илтмесӗр ан юлӑр. Ертӳлӗхпе калаҫасран пӑрӑнӑр. Канмалли кунсенче те кирлӗ мар хутшӑнусенчен тарӑр. Ӑнӑҫлӑ кун — ытларикун, ӑнӑҫсӑрри — юнкун.

Ҫу, 24

1887
139
Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1966
60
Болгарский Владимир Леонидович, Мускаври Атӑлҫи Пӑлхар-чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи