Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ырантан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ «Легендарлӑ Хӗрлӗ» ретропуйӑса ҫула кӑларӗ.
Вӑл «Шупашкар-Канаш» маршрутпа ҫӳрӗ. Ретропоезд рейса ҫурла уйӑхӗн 5 тата 6-мӗшӗсенче, 8-10-мӗшӗсенче, 12-16-мшӗсенче ҫула тухӗ. Шупашкартан вӑл 8 сехет те 20 минутра хускалса кайӗ те Канаша 11 сехет те 15 минута ҫитӗ. Каялла килме вара унтан 14 сехет те 30 минутра тухӗ, Шупашкара 16 сехет те 15 минутра ҫаврӑнса килӗ.
Ретропуйӑс Л сериллӗ пӑравусран тата хальхи вӑхӑтри хӑтлӑ вакунсенчен тӑрать. Вӗсене революци умӗнчи стильпе капӑрлатнӑ, шалта вара интерьерӑн авалхи япалисемпе хитрелетнӗ.
Ҫул ҫинче экскурси тата театрализациленӗ программа пулӗ. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче пассажирсене ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗк ӗмӗрӗнчи лару-тӑрӑва, Граждан вӑрҫи, революци тата ревоюци хыҫҫӑнхи вӑхӑта аса илтерӗҫ, Василий Чапаевпа паллаштарӗҫ.
