Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.8 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йӑла-йӗрке

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашский народный танец «Сорхори». Чӑваш халӑх ташши «Сорхори». Chuvash Folk Dance «Sorkhori» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Владимир Милютин.

Кӗнекене пичетлеме Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата массӑлла коммуникаци министерстви укҫа уйӑрса пулӑшнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Элӗк районӗнчи «Валинкке» фольклор коллективӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» ята Раҫҫейӗн культура министрӗн хушӑвӗпе ҫӗршыври 52 коллектива пама йышӑннӑ.

«Валинкке» халӑх фольклор коллективӗ 1970 ҫулта кружокран пуҫланса кайнӑ. Фольклор коллективӗ куракансене чӑваш халӑхӗн тӗрлӗ йӑли-йӗркипе (улах, туй, ниме, кӗр сӑри, хӑнара тата ыттине те) паллаштарма ӗлкӗрнӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль иртнӗ. «Арданас» тата «Ҫартмас» фольклор ушкӑнӗсем чӑвашсен утҫи вӑхӑтӗнчи йӑли-йӗркине кӑтартнӑ.

«Шуҫӑм», «Айхал» тата «Елӗм» фольклор ушкӑнӗсем салтака ӑсатнине туса кӑтартнӑ. «Хӑмӑш» тата «Хӑнатар» фольклор ушкӑнӗсем туй юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. «Шокӑль» тата «Сӑр таппи» халӑх фольклор ансамблӗсем Ҫӑвӑрни йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16515
 

Чӑвашлӑх
vk.com/komsml21 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/komsml21 сӑнӳкерчӗкӗ

Комсомольски тарӑхӗнче «Ача-пӑча сасси» ятпа республикӑри фольклор фестиваль-конкурсӗн куҫӑн тапхӑрӗ пулса иртнӗ. Кун пек пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.

Фестивале вӑтам шкулсенче, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Унта хутшӑнма 86 заявка тӑратнӑ.

Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне культура тата ӳнер ӗҫченӗсем хакланӑ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Калининградри 23-мӗш лицей ачисем чӑваш культурипе паллашнӑ. Вӗсене кун пирки вырӑнти чӑвашсем каласа кӑтартнӑ:

«Балти чӑвашӗсем» фольклор ансамблӗн хастарӗсем вӗсене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ, кунсӑр пуҫне халӑх юмахӗсенчи сӑнарсем тата тӗрӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_16004
 

Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Сӑкӑт Ваньккин «Кукаҫ туйӗ» поэми кун ҫути курнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дарья Степанова.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хайлавра автор вирьял чӑвашӗсен туй йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартнӑ, вирьял чӑвашӗсен калаҫӑвӗпе усӑ курнӑ, чылай сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗлтерӗшне уҫса панӑ.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявларӗҫ. Кӑҫал вӑл улттӑмӗш хутчен иртрӗ.

Тӗп мероприяти Шупашкарта, Чӑваш академи драма театрӗнче, пулнӑ. Унта пухӑннисене уявпа республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.

Сумлӑ ытти хӑна та пулнӑ. Ҫав шутра — Раҫҫей Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Енри хӗрарамсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева, «Ӗҫлӗ Раҫҫей» общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Ефимов.

Республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова хӑнасене театрта ятарласа вырнаҫтарнӑ экспозиципе паллаштарнӑ. Унта пир тӗртмелли станок та, чӑваш тумне тӑхӑнтартнӑ манекенсем те, салтак тутри те тата ытти нумай япала пулнӑ.

 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Чувашская вышивка – достояние народа» (чӑв. Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлӑхӗ) пӗтӗм тӗнчери V ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ.

Ҫамрӑксене чӑваш тӗррипе тата Евгения Жачева ӑстан пуян эткерлӗхӗпе паллаштарас тӗллевпе ирттерекен мероприятире сумлӑ ҫынсем тухса калаҫнӑ: Чӑваш тӗррин музейӗн заведующийӗ Алина Иванова, халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин заведующийӗ Раиса Васильева, Николай Балтаев художник тата доцент.

Конференцие Беларуҫ тата Узбекистан ҫӗршывӗсем те хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне — Иркутскри, Пензӑри, Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем, Чӑваш Енри таджик культурин центрӗ.

 

Чӑвашлӑх
https://vk.com/wall-183840459_24614 сӑнӳкерчӗкӗ
https://vk.com/wall-183840459_24614 сӑнӳкерчӗкӗ

Пушкӑртстанра пурӑнакансем сӑра уявне кӑҫал та ирттернӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче вырӑнти чӑвашсен хаҫачӗн пабликӗнче хыпарланӑ.

Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш ӗҫмин районти уявӗче чи лайӑх маҫтӑр ятне Лариса Исаева тивӗҫнӗ. Лариса Ивановна Пӑслӑк ялӗнчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-183840459_24614
 

Культура
https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
https://culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пултарулӑх коллективӗсен «Наследники традиций» (чӑв. Йӑла-йӗркене малалла тӑсакансем) фестивальне 10 ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарти культура колледжӗнчен вӗренсе тухнисем ун вӑхӑтӗнче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ мар, йӑла-йӗркене тытса пынипе те паллаштараҫҫӗ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче юбилейлӑ тӗлпулу иртнӗ. Ӑна колледжӑн 80 ҫулхине, институтӑн 25 ҫулхине халалланӑ. Программӑна 29 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем юрласа ташланӑ, оркестрсемпе хорсем те пулнӑ, вокал ушкӑнӗсемпе театр студийӗсем те сцена ҫине тухнӑ. Асӑннӑ коллективсен ертӳҫисем пурте — унччен культура колледжӗнче вӗреннӗ ҫынсем.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 28
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 12

1906
120
Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи