Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Муркаш районӗнче регионсен хушшинчи «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» фестиваль иртнӗ. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Фестивале Йӳҫкасси таврашӗнчи «Хуртан вар» вӑрман уҫланкинче пуҫтарӑннӑ. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Анчах регионсен хушшинче ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Унччен асӑннӑ уҫланкӑра Акатуя пуҫтарӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра вырӑнти «Ударник» хуҫалӑха Платон Давыдов ертсе пынӑ. Халӗ унӑн ывӑлӗн, Александр Давыдовӑн (вӑл Лепутатсен пухавӗн председателӗ) пуҫарӑвӗпе халӑх пултарулӑхӗн фестивальне ирттерме пуҫлас тенӗ.
Александр Платонович каланӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра унӑн, унӑн ашшӗ-амӑшӗн тата Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ачалӑхӗ иртнӗ. Апла пулсан ырӑ йӑла-йӗркене тыса пымалла. Вӑл иртнине хальхипе пӗрлештерекен кӗпер пулмалла.
