Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: йӑла-йӗрке

Чӑвашлӑх
Телеграмри @enteshsem каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри @enteshsem каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри тата тепӗр тӑрӑхра 2023 ҫула чӑвашла ёлкӑпа кӗтсе илнӗ. Телеграмри @enteshsem каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек ёлкӑна Хӗрлӗ Чутайӗнчи шкулта вырнаҫтарнӑ.

Маларах эпир Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем ёлкӑна чӑвашла капӑрлатни пирки хыпарланӑччӗ, унтан тата Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ҫавӑн пек ёлка вырнаҫтарнине пӗлнӗччӗ.

Чӑвашла теттесемпе илемлетнӗ ёлкӑсем ыттисенчен нимпе те кая мар. Унтан та ытларах — илемлӗрех те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/2998?single
 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш наци музейӗн Чӑваш наци тӗррин шкулӗнче пӗрлехи ӑслӑлӑхпа методика центрӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл хальхи вӑхӑтри ӑстасене тата чӑваш тӗррин йӑли-йӗркине упраса хӑварма тӑрӑшакансене тӗрӗ ӑсталӑхне вӗрентӗ, хальхи вӑхӑтри ҫипуҫра тата капӑрлӑхсенче тӗрӗпе усӑ курас модӑна йӗркелессипе ҫине тӑрӗ.

Чӑваш наци тӗррин шкулне преподаватель пулма халӑх ӳнерӗн ӑстисене, тӗрӗ художникӗсене, модельерсене йыхравласшӑн. Ҫав йышра ҫаксене асӑнса хӑварнӑ: Геннадий Иванов-Орков, Мария Готлиб, Николай Балтаев, Раиса Васильева, Светлана Константинова, Рина Ежергина, Ольга Голованева, Татьяна Петрова, Людмила Шуркина, Зинаида Маштанова, Любовь Вазюкова.

 

Чӑвашлӑх
Виктор Чугаров сӑнӳкерчӗкӗ
Виктор Чугаров сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта чӑвашла калаҫакансен «Чӑн Чӑваш» клубӗн черетлӗ 34-мӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ.

Хальхинче чӑваш хастарӗсемпе Чӑваш Республикин ал ӗҫ ӑстисен гильдийӗн пайташӗ, чӑваш халӑх академикӗ Любовь Вазюкова тӗл пулнӑ.

Любовь Степановна хӑй тӗрлекен чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Светлана Храмова кӑсӑклӑ вӑйӑ-конкурс ирттернӗ.

Тӗлпулу вӗҫӗнче хастарсем «12 УЙӐХ» премьерине курнӑ.

Клубӑн ҫитес тӗлпулӑвне ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Ҫак кунсенче «Авалхи чӑваш ӗнем» ушкӑн валли кунталӑк, пурне те ӑнланмалла каласан — календарь, хатӗрлеме тиврӗ. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ хыҫҫӑн, тата чӑвашӑн пурнӑҫне сӑнанӑ хыҫҫӑн, пуҫра тӗвӗленнӗ шухӑшсене пӗлтерес килет.

Чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук, тенине эпӗ те, эсир те сахал мар илтнӗ пуль. Пире паянхи саманапа тан аталанса пыма чӑрмантаракан япаласенчен пӗри вӑл, ман шутпа — хамӑра ытла та ӗлӗкхипе тата авалхи япалапа ҫыхӑнтарма тӑрӑшни. Ҫавна пулах, ман шутпа, пирӗн чӑвашӑн чылай япала ҫук та. Ура хуракан япаласем тата та пур-ха вӗсем, анчах кунта ҫак япала пирки сӑмахласа илесшӗн.

Чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансен чи юратнӑ сӑмахӗсенчен пӗри вӑл: «ҫӗнӗ йӑла шутласа кӑлармастпӑр, киввине манмастпӑр» текенни. Ваттисен сӑмахӗ те пур: «Авалхи йӑлана ан пӑрахӑр, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑларӑр». Ҫакӑ вара, ман шутпа, чӑваша паянхи саманапа тан пыма ытла та чарса пырать. Машинӑри тормоз пекех. Ытла та ӗлӗкхипе пурӑнасшӑн.

Ку пурнӑҫӑн кашни кӗтесӗнче тӗл пулать тесен те йӑнӑш мар пуль. Цифрӑсене пирӗн темшӗн ӗлӗкхилле, карт ҫырӑвӗ пек ҫырас килет, миҫе ӗмӗр унтанпа иртмен пулин те халӗ те Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑчӗпе йӑпанса пурӑнатпӑр.

Малалла...

 

Культура
t.me/antakala сӑнӳкерчӗкӗсем
t.me/antakala сӑнӳкерчӗкӗсем

Ҫак канмалли кунсенче Ижевскра хальхи вӑхӑтри этнокультурӑн «Тангыра» фестивалӗ иртнӗ. Ӑна мода кӑтартнипе уҫнӑ.

«Нарспи» трекпа чӑваш платйисене кӑтартнӑ. Тумсене Удмурт Республикинчи Дарали Лели дизайнер пухса пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑвашсен 4 тумне комисси лавккинче туяннӑ, ыттисене ӑста хӑй хатӗрленӗ.

Татӑк-кӗсӗкрен ӑсталанӑ тумтир те куракансене килӗшнӗ. Ӑна 20-мӗш ӗмӗр ҫурричченхи тӗрӗсемпе тата эрешсемпе усӑ курса ӑсталанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/antakala/382
 

Чӑвашлӑх
Мила Мурманская архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем
Мила Мурманская архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем

Пушкӑртстанра Чӑваш тӗррин республика шайӗнчи пӗрремӗш уявӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чӑваш хастарӗсен «Канаш» пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ.

Мила Мурманская тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уява вырӑнтисем ырласа йышӑннӑ, унта хутшӑнас кӑмӑллисем самай ҫын пулнӑ.

Чӑваш тӗррин уявне пухӑннисем валли ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫленӗ, куравсем йӗркеленӗ. Тата, паллах, юрӑ-ташӑ ӑстисен пултарулӑхне курса киленме май килнӗ. Уява пухӑннӑ йӑхташӑмӑрсем килӗсене хавас кӑмӑлпа саланнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Юлия Мареева архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем
Юлия Мареева архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчиСӑкӑтри культура ҫуртӗнче «Чӳклеме» — тыр-пул уявӗ» иртнӗ.

Чӑваш Республикин культура тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юлия Мареева «Контактра» пӗтернӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек уявсем чӑваш халӑх вӗрентӗвӗн иксӗлми пуянлӑхне упраса, чӑвашсен авалхи чапне ҫӗнетсе ҫирӗплетме май параҫҫӗ.

«Мӑн асатте-асаннесем ҫутҫанталӑкпа килӗшӳре пурӑнни, вӗсем пурнӑҫри кашни пулӑмах ҫӳлти хӑватсем йӗркелесе пынине ӗненни тата йывӑр ӗҫпе пиҫӗхсе ывӑннине те ял-йышпа пуҫтарӑнса уявсенче кӑмӑл туличчен ташласа, юрласа, вӑйӑсенче савӑнса ирттернӗ, ырӑ та тулӑх пурнӑҫа шаннӑ», — палӑртса хӑварнӑ журналист.

 

Культура
vk.com/club73439225 ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/club73439225 ушкӑнран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс-фестиваль иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ. Хирте те пултаруллӑ хӗрсен ӑмӑртӑвне Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Конкурса чӑвашла калаҫакан 16-24 ҫулсенчи хӗрсем хутшӑнӗҫ.

Сӑмах май каласан, ун пек конкурссем халӗ районсенче иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, авӑ, Сӗнтӗрвӑрринче ӑмӑртнӑ. Унта Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Татьяна Волкова ҫӗнтернӗ.

Сӗнтӗрвӑррисен конкурсӗнче ӳкерсе илнӗ сӑнӳкерчӗк айне Надежда Иванова ҫапла ҫырса хунӑ: «Чӑваш пики конкурса йӗркелесе тӑракансене!!! Хӗрсем нихӑҫан та пуҫа масмак сырман. Масмак вӑл — сурпанпа пӗрле сырмалла капӑрлӑх! Чӑваш пики нихӑҫан та ҫӳҫ-пуҫа сапаласа ҫӳремен! Тархасшӑн тирпейлӗрех йӗркелӗр-ха??? Пӗтӗм тӗнче куракан сӑнӳкерчӗк — ҫакӑн пек тӑхӑнма юрать тесе шухӑшлать!!!!!» «Питӗ тӗрӗс сӑмахсем!» — килӗшнӗ унпа Лидия Никифорова та.

Масмаклӑ хӗрсене Константин Малышев хӳтӗлеме пӑхнӑ-ха. Вӑл ун пирки «чи пӗчӗк ҫылӑх» тесе каланӑ. Анчах Малышевпа килӗшекен тупӑнман. Антонина Андреева та: «Масмак ҫыхсан хӗрсен конкурсне мар, хӗрарӑмсен конкурсне каймалла, ҫавна пӗлтерекен япала вӑл масмак», — тесе хуравланӑ.

Малалла...

 

Культура

Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор нумаях пулмасть вырӑнти «Сӑрнай» ушкӑна «курма-итлеме кайнине» «Контактра» пӗлтернӗ. Вӑл пултарулӑх коллективӗн пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ.

Постра, пӗрремӗшӗнчен, фонограмма янӑратни пирки палӑртса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, артистсен тумӗ аптӑратса янӑ.

«Тавах Турра, юлашки вӑхӑтра тухья тӑхӑннӑ кинемейсем сайра курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫула кайнӑ, хайсене тата тӑван халӑхӑн йӑла-йӗркине хисепе хуракансем пуҫа хушпу тӑхӑнса тухма тӑрӑшаҫҫӗ халӑх умне. Анчах та хальхи тумсем авалхи тӗнче тӗлӗнтермӗш тумсене ҫитеймеҫҫӗ темшӗн. Кунта, паллах, «кризис самобытности» текен пулӑмӑн витӗмӗ палӑрать. Паллах, сцена ҫине тухма кӗмӗл шӳлкеме никамах та тумасть пуль… Анчах та хӑш-пӗр тумтирӗ ҫӑм чӑлхапа ялтӑркка калушпа меллӗрех курӑннӑ пек туйӑнать… Ютран килнӗ тӗрӗсем хамӑрӑнлӑха шӗветсе, хакне чакарса, аваллӑха улӑштарса пыраҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Виктор Аванмарт.

Кунсӑр пуҫне тата: «Руслан» керменти «Сӑрнай» уявӗнче хыҫалти экран ҫинчи эрешсем «чӑвашсен пек», анчах интернет тетелӗнче кун пек эрешсене вырӑссен тесе палӑртаҫҫӗ. Эпир вара вӗсене уйӑрма те маннӑ пулас…», — пӑшӑрханса палӑртса хӑварнӑ Виктор Аванмарт.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall38193685_229
 

Чӑвашлӑх
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче ваттисемпе ачасен пурнӑҫне кӑсӑклӑ тума нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Унта чӑвашсен йӑли-йӗркипе, паллӑ ентешсемпе паллаштаракан мероприятисем те час-часах иртеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш тӗррин кунне хатӗрленеҫҫӗ.

«Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) клуба ҫӳрекенсем, акӑ, Валентина Ильина ӗҫ инструкторӗ ертсе пынипе йӗп тирмелли япала ӑсталанӑ. Ахальскер мар, чӑваш тӗррипе илемлетнӗскер.

Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисене Валентина Ильина чӑваш тӗрринчи кашни эреш пӗлтерӗшли тата мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

«Тӗрлес тесен тимлӗ пулмалла», – палӑртнӑ ӑсталӑх лаҫҫине хутшӑннӑ Людмила Крючкова пенсионер. «Ку илеме ҫынсене парнелеме аван», – хавхаланса ҫавӑркаланӑ хӑй ӑсталанӑ япалана «Ал ӑсти» клуб пайташӗ Ольга Романова.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ... 26
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ