Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти йӗрке хуралӗн органне Алькеш поселокӗнче хӗрарӑм виллине тупни пирки пӗлтернӗ.
1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн пуҫӗ тата кӗлеткин ҫӳлти пайӗ 1,5 метр сарлакӑш, 40 сантиметр тарӑнӑш юханшывра пулнӑ. Ку тӗлӗшпе следстви умӗнченхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫак вырӑнтан 100 метр аяккарах ҫеҫ пурӑннӑ-мӗн. Ахӑртнех, ун чухне килелле утнӑ.
Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи кун ӑна вӗсем ӳсӗр курнӑ. Хӗрарӑм эрех-сӑрапа айкашнине пӗрре мар асӑрханӑ-мӗн.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Йӗпреҫ районӗнче пассажир пуйӑсӗ ӗнер 88 ҫулти кинемее ҫапса кайнӑ. Инкек ирхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Кинемее «Адлер–Новосибирск» маршрутпа каякан пуйӑс «Йӗпреҫ–Канаш» ҫулӑн 242-мӗш километрӗнче ҫапса хӑварнӑ. Ватӑ ятарлӑ вырӑнта каҫман-мӗн. Пуйӑс машинисчӗ кинемей пуйӑс кӑшкӑртнине хӑлхана чикмен имӗш. Тен, хӑлхи илтмен, куҫӗ те начартарах курнӑ-ши? Асӑннӑ районти Пӑвара пурӑннӑскер вырӑнтах вилнӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри лини пайӗ пуйӑс ҫулӗ ҫинче питӗ асӑрханмаллине асӑрхаттарать.
Ку инкек Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан Николаевсен пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Пушарта тӑватӑ ачаллӑ ҫемье пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Шар курнисене епле пулӑшасси пирки Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрес енӗпе центр ӗҫченӗсем те пуҫ ватман мар. Вӗсем вырӑна та ҫитсе килнӗ. Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ пулӑшу министерстви урлӑ пулӑшу илме кирлӗ хутсене хатӗрлесе панӑ. Кунсӑр пуҫне центр ӗҫченӗсем «Пӗрле пулӑшар» акци ирттерессине пӗлтернӗ.
Инкек курнисене пулӑшма килӗшнисенчен пӗрисем — Кӳкеҫри лицейра 5-мӗш класра вӗренекенсем. Вӗсем теттесем тата ачасен ҫипуҫне пухнӑ та класс ертӳҫипе Алексей Егоровпа пӗрле ҫав япаласене социаллӑ пулӑшу центрне пырса панӑ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫӗрле, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче пулнӑ. ВАЗ–21140 машинӑпа пыракан полицин участокри уполномоченнӑйӗ ҫулпа пыракан 24-ри каччӑна ҫапса кайнӑ. Ҫапла, кайнӑ. Инкеке лекнӗ ҫамрӑка пулӑшма васкаман вӑл, хӑвӑртрах тапса сикнӗ. Тарма сӑлтавӗ те пулнӑ ҫав — 38 ҫулти полицейски руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Машина ҫапса хӑварнипе ҫуран ҫӳрекен сылтӑм урине хуҫнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать.
Ку ӗҫре кӑсӑклӑ пӗр самант та пур-ха. Малтанласа ку инкекшӗн айӑпа йӗрке хуралҫин арӑмӗ хӑй ҫине илнӗ иккен. Ӳсӗрле руль умне ларнӑ тесе ӑна вырӑнти йӗрке хуралҫисем администратвилӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах прокуратура тата Шалти ӗҫсен министерствин органӗсем ҫине тӑнипе айӑплине тупса палӑртма май килнӗ иккен. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Следстви управленийӗн тӗпчевҫи хӗрарӑма административлӑ майпа сӑлтавсӑр айӑпланӑ фактпа яваплисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, шалти ӗҫсен пайӗн яваплӑ ӗҫченӗсене вара явап тыттарма сӗннӗ иккен.
Пуш уйахӗн 27-мӗшӗнче ир-ирех Канашри Павлов урамӗнчи пӗр йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма чи малтанах Канашри медицина центрӗн хуралҫи асӑрханӑ. Центр шӑпах ҫунакан ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем ҫитиччен ҫурт ҫунса пӗтме тытӑннӑ, тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Стенасем ҫӗҫ ишӗлмен. Ҫулама сӳнтерсен пушарнӑйсем икӗ арҫын виллине тупнӑ. Иккӗшӗ те — бомж. ЧР Тӗпчев комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ятне-шывне тупса палӑртман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынсем тетӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ тӗрӗслев пырать.
Ку ҫурт урӑх районта пурӑнакан ҫыннӑн. Вӑл хӑш чухне ҫурта тӗрӗсленӗ. Пӗррехинче унта бомжа асӑрханӑ. Урамра ҫанталӑк сивӗ пулнӑран кил хуҫи ӑна унта хӗл каҫма ирӗк панӑ. Хӑш чухне унта арҫыннӑн пӗлӗшӗсем пынӑ. Вӗсем те — килсӗр-ҫуртсӑррисем пулнӑ. Ҫурта ҫутӑ кӗртмен, газ пулман. Бомж ҫурта ҫутса, кӑмака хутса пурӑннӑ.
Следстви шухӑшӗпе пушар ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулманран тухнӑ. Кунта кӑмака айӑплӑ пулманни палӑрнӑ — инкек умӗн ӑна хутман имӗш.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Тутарстанра 2011 ҫулта пулса иртнӗ инкек пирки экспертсем. Авари ҫӗрле, юсама пуҫланӑ ҫул ҫинче пулнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМӗн министрӗ Сергей Семенов ларса пыракан машина ҫул хӗрринчи хӑйӑр ҫине кустӑрмапа лекнипе автомашина ҫул айккине вӗҫсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руле министр тытса пыман, водитель.
Машинӑна шар кӑтартнӑшӑн Чӑваш Енӗн ШӖМӗ ҫул юсакан «Свиягадорстрой» обществӑран 844,554 пин тенкӗ шыраса илме Тутарстанӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче унти тӳре тавӑҫа тивӗҫтерме, тӑкака саплаштарма килӗшнӗ-ха.
Анчах строительсем ҫакӑн пек йышӑнупа килӗшмен, Самарта вырнаҫнӑ Вунпӗрмӗш арбитраж апелляци судне ҫитнӗ. Самарти тӳре Чӑваш Енӗн ШӖМ тавӑҫне 419,866 пин тенкӗлӗх тивӗҫтерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне эксперта тӳленӗ 2,4 пин тенке тӳлеттермелле тунӑ.
Суд йышӑнӑвне автотехника экспертизи витӗм кӳнӗ-мӗн. Экспертсем юсав пыракан вырӑнта 40 километр хӑвӑртлӑхпа пыма асӑрхаттарнине водитель пӑхӑнсан инкеке сирме пултарнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та тӑкак шайне айӑплин шайне кура, тепӗр майлӑ каласан, ҫуррине кӑна саплаштармалла тунӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти бассейнра арҫын путса вилнӗ. Инкек унӑн ывӑлӗн умӗнчех пулса иртнӗ. Ашшӗ шыв айӗнчен тухманнине кура ача инструкторсене пырса пӗлтернӗ, лешсем туртса кӑларнӑ. Васкавлӑ пулӑшу та чӗннӗ, анчах арҫынна пулӑшма май килмен.
Ҫӗнӗ Шупашкарти инкеке паян правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Яковлев шучӗпе унта «ҫын факторӗ» витӗм кӳме пултарнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, путса вилнӗ арҫын шыв айӗнче ишме юратнӑ. Анчах ҫав енӗпе вӑл нимле федерацинче те тӑман. Бассейнсенче апла майпа ишме ирӗк памаҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ун валли ятарлӑ инструктор кирлӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев бассейнсенче тата вӑй-хал культурипе спорт учрежденийӗсенче тепӗр хутчен инструктаж ирттерме хушнӑ.
Красноармейски районӗнчи участокри уполномоченнӑйсен тата ҫул ҫитменнисем енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Авари кӗҫнерникун каҫхи сехет тӗлӗнче Яманак ялӗ ҫывӑхӗнчи обществӑлла чарӑнуран инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Аварире вилнӗ полицейски машина рулӗ умӗнче хӑй пулнӑ. Унӑн «Renault Logan» машинипе Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ тытса пыракан «Mazda 6» ҫапӑннӑ. Инкекре полицейски вилнӗ, машинӑра ларса пыракансем суранланман. Инкек сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем ӗҫлени пирки Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтерет.
Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ.
«Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ.
Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче кӑҫалхи ҫулла пушар тухни пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗччӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӑшӗсем хытах шар курнӑ, теприсем — кӑштах.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫынсене резерв фончӗн шучӗпе кӗмӗл уйӑрса пулӑшмалла пулнӑ. Виҫӗ хваттерте пурӑнакан ҫынна ҫапла вара кашнин пуҫне 10-шар пин тенкӗ памалла тунӑ. Ытти хӑваттерте пурӑнакансене вара пурлӑх пӗтӗмпех е пӗр пайӗ сая кайнине саплаштарма 100-шер тата 50-шар пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи виҫӗ хваттертисене вара ҫак тупра лекмен. Шывпа хӑш-пӗр япала юрӑхсӑра тухнипе шар курнисем капла лару-тӑрупа ҫырлахма пултарайман — прокуратурӑна ҫӑхавланӑ.
Республика прокуратури кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттарса Чӑваш Енӗн финанс министрӗ ячӗпе хут ҫырса панӑ. Ҫапла вара маларах асӑннӑ виҫӗ хваттерти ҫынсем валли тепӗр 240 пин тенкӗ уйӑрмалла тунӑ. Ҫынсене уйӑрса хӑварнӑ тесе Финанс министерствинче тӑрӑшакан яваплӑ пӗр специалиста вара дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |