Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аукционсем

Хулара

Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ача пахчине тумашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хака палӑртнӑ: 151 миллион та 128 пин тенкӗ.

Ача пахчи икӗ хутлӑ пулӗ, унта 240 ача ҫӳрӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ача пахчине 10 уйӑхра – ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен – туса пӗтермелле.

Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарта 11 ача пахчи тума тытӑнмалла. Хальлӗхе тӑвттӑшӗн тӗлӗшпе аукцион иртнӗ: Соляное микрорайонти, Ҫӗнӗ хула микрорайонти (2 ача пахчи), Университ-2 микрорайонти. Сосновка поселокӗнче аукциона тепӗр хутчен ирттерӗҫ.

 

Культура
«Священная роща» фильмри кадр
«Священная роща» фильмри кадр

Чӑвашкиновне йӗркелесе янӑ Иаким Максимов-Кошкинскин пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки фильм ӳкересшӗн. Малтанлӑха ӑна «Священная роща» чувашского кинематографа» (чӑв. «Чӑваш кинематографӗн «Сӑваплӑ рашчи») ят панӑ. Ятарласа аукцион ирттереҫҫӗ. Заказчикӗ – «Чӑвашкино».

Фильма ӳкермешкӗн федераци хыснинчен 2,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Фильм 45 минута пырӗ. Унта Иаким Максимов-Кошкинский тата унӑн мӑшӑрӗ Тани Юн пирки каласа кӑтартӗҫ.

Палӑртмалла: Иаким Максимов-Кошкинский 1930 ҫулта ӳкернӗ «Священная роща» фильм «Чӑвашкиновӗн» юлашки пулнӑ темелле. Ҫав ҫулах кӗркунне киностуди Атӑл тӑрӑхӗнчи республикӑсенчи тата обаҫсенчи киностудисене пӗрлештерекен «Востоккино» йышне кӗнӗ.

 

Республикӑра

Патӑрьел район администрацийӗ «Lada Vesta Cross» седан туянасшӑн. Кун пирки администрацин финанс пайӗ пӗлтернӗ. Ҫӑмӑл машинӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Автомобилӗн пирвайхи хакӗ — 846,9 пин тенкӗ.

Патӑрьелти тӳре-шара «Lada Vesta Cross» машинӑна механика курупкӑллине илме палӑртнӑ. Унӑн тӗсӗ хура металлик пулмалла.

Автомобиле суйланӑ чухне ҫавӑн пекех унӑн хыҫалти чӳречисене тӗттӗмлетнине, хыҫалтине курмалли камерӑллӑ пулнине, климат-контроль пуррине, навигациллӗ мультимеди тытӑмне, хыҫалти ларкӑчсене ӑшӑнмалла тунине, хыҫалта ларакансен чавса хумалли вырӑн пуррине шута илӗҫ.

Машина туянмалли аукцион ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Ун хыҫҫӑн контракта вунӑ кун хушшинче алӑ пусӗҫ, тепӗр вунӑ кунтан машина район администрацине ҫитмелле.

 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерне юсама пулӑшни – ырӑ йӑла. Халӗ мэри виҫӗ ветеранӑн килне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

Ҫак тӗллевпе хула хыснинчен 500 пин тенке яхӑн уйӑрнӑ. Аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫе утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн юсав ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӗҫлемелле.

Уйӑрнӑ укҫапа Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх тата Ленин проспектӗнчи икӗ хваттере (80 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ) юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Унта обой ҫыпӑҫтарӗҫ, плинтуссем ҫапӗҫ, балкон тата чӳрече блокӗсене улӑштарӗҫ.

Мусоргский урамӗнчи харпӑр ҫуртра вара 406,5 пин тенкӗпе тӑррине тӗпрен ҫӗнетӗҫ.

 

Сывлӑх

Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницинче ҫӗнӗ инфекци корпусӗ тӑвӗҫ. Аукцион ирттересси пирки утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ.

Ҫӗне корпус хута ямашкӑн пахча ҫимӗҫ управне, ҫӗр айӗнчи резервуара, ҫӳп-ҫап купаламалли лапама аркатӗҫ. Здани 1-3 хутлӑскер пулӗ. Хальхи инфекци корпусӗпе ӑна ҫӗр ҫийӗн тунӑ каҫӑ сыпӑнтарӗ.

Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн автотранспорта дезинфекцилемелли здани, котельнӑй, ҫӳп-ҫап хумалли вырӑн тумалла.

Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукциона утӑн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанхи хак – 338,1 миллион тенкӗ. Ҫӗнӗ инфекци корпусне килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 18 уйӑхра туса пӗтермелле.

 

Хулара

Шупашкарти тӗплӗ строительство управленийӗ Эльгер урамӗнчи 18-мӗш ҫурта аукциона тӑратнӑ. Икӗ хутлӑскерте нумай функциллӗ центр тӑвасшӑн.

Ҫурта юсамашкӑн республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. 26 миллион та 887 пин те 760 тенкӗ тӑракан объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.

Хальлӗхе ҫак ҫуртра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, виҫӗ аптека, почта тата мастерскойсем вырнаҫнӑ.

Аукциона заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Электронлӑ аукцион ҫӗртмен 29-мӗшӗнче иртӗ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗнӗ Шупашкарта Вексельберг теплица хута яни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи кӗркунне унта пахча ҫимӗҫ ӳстерме тытӑнмалла.

Анчах малтан теплица комплексӗ патне асфальт сармалла. Ҫула вара республика хуснинчи укҫа-тенкӗпе тӑвӗҫ. «Чӑваш Енре промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗ» АУ «Ҫӗнӗ Шупашкар» теплица комплексӗ» патне ҫул хывмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.

Ку тӗллевпе республика хыснинчен 27 миллион та 795 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫул 962 метр тӑршшӗ, 6 метр сарлакӑш пулӗ. Ҫавӑн пекех теплица комплексне шывпа тивӗҫтермешкӗн 9 миллион та 100 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.

 

Республикӑра

Юлашки вӑхӑтра «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларнӑ, вӑл панкрута тухнӑ.

«Чӑвашавтотрансӑн» арестленӗ ҫуртне аукционра сутма лартнӑ. Лотӑн малтанхи хакӗ – 89,7 миллион тенкӗ.

Объект лаптӑкӗ – 2817,9 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртӑн кадастр номерӗ -21:01:020502:273.

Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче панкрута тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/49660
 

Апат-ҫимӗҫ

Элтеперӗн администрацийӗ официаллӑ ҫынсене тата делегацисене йышӑннӑ чухне, конференцисем, савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ чухне, паллах, хӑнасене сӗтел хушшине лартмасӑр кӑларса ямасть. Йӑли ҫапла. Хӑнасене хӑш организаци апатланатарӗ? Ку енӗпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.

Ҫак тӗллевпе администраци 1 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ӗҫе килӗшӳ алӑ пуснӑ кунранпа раштавӑн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Конкурс документацийӗнче банкет тата фуршет менюне ҫырса кӑтартнӑ. Хӑнасен йышӗ – 500 ҫын таран. Пӗр ҫын пуҫне 1730 тенкӗ те 77 пус лекӗ.

Условисем ҫирӗп: чашӑк-тирӗк пахалӑхлӑ пулмалла, официантсен пӗр пек тӑхӑнмалла, сӗтел-пукана мӗнле вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлмалла тата ытти те.

Заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр республикӑна 37 делегаци килнӗ.

 

Хулара

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе кӗҫех 73 ҫул ҫитӗ. Республика Аслӑ Ҫӗнтерӗве анлӑн уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи тӳпере салют ялкӑшӗ.

Шупашкар хули салют вӗҫтермешкӗн 550 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче «Пултарулӑх хули» АУ пӗлтернӗ закупка вырнаҫтарнӑ.

Аукцион пирки ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр виҫӗ кунран сӗнтерӳҫӗ тупӑннӑ та. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ салюта «Пироснаб-Поволжье» йӗркелӗ.

Аса илтерер: салют Шупашкарти кӳлмекре ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 22 сехетре пулӗ. Унччен Хӗрлӗ лапамра хула ҫыннисемпе хӑнисем валли «Ҫӗнтерӳ летопиҫӗ» концерт пулӗ. Вӑл 20 сехетре пуҫланӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та