Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе кӗҫех 73 ҫул ҫитӗ. Республика Аслӑ Ҫӗнтерӗве анлӑн уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи тӳпере салют ялкӑшӗ.
Шупашкар хули салют вӗҫтермешкӗн 550 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче «Пултарулӑх хули» АУ пӗлтернӗ закупка вырнаҫтарнӑ.
Аукцион пирки ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Тепӗр виҫӗ кунран сӗнтерӳҫӗ тупӑннӑ та. Кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ салюта «Пироснаб-Поволжье» йӗркелӗ.
Аса илтерер: салют Шупашкарти кӳлмекре ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 22 сехетре пулӗ. Унччен Хӗрлӗ лапамра хула ҫыннисемпе хӑнисем валли «Ҫӗнтерӳ летопиҫӗ» концерт пулӗ. Вӑл 20 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енри таксистсен ҫынсене ҫул ҫӳревшӗн терминал урлӑ тӳлеме майсем туса памалла. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл машинӑна ахаль транспортран уйӑрмашкӑн сӑрлама, ятарлӑ паллӑсемпе, хатӗрсемпе тивӗҫтерме тивӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ саккун проектӗнче ҫырнӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсене таксипе илсе ҫӳрекенсен машина салонӗнче ҫул ҫӳревшӗн электронлӑ майпа тӳлеме май паракан терминала саккунра палӑртнипе килӗшӳллӗн вырнаҫтармалла. Ку транспотӑн сарӑ тӗслӗ пулмалла, машинӑн айккинче таксие палӑртакан ӳкерчӗклӗ йӗр (сӑнӳкерчӗкри пек), ҫийӗнче хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ хунар пулмалла, ҫав хунарӑн ҫула тухнӑ чухне ҫутӑлмалла.
Палӑртса хӑвармалла, саккун проектне йышӑнсан малашне республикӑра такси шутне те тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Енчен те вӗсен хисепӗ 3 пин те 500 машинӑран иртсен ыттисен пассажирсене илсе ҫӳрес тесен аукцион витӗр тухса ирӗк илме тивӗ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайона троллейбус ярасси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫав ӗҫе кам тӑвассине палӑртнӑ. Аукционра «ТУС» акционерсен пӗрлӗхӗ ҫӗнтернӗ.
Аукциона икӗ заявка килнӗ: «ТУС» акционерсен пӗрлӗхӗнчен тата ҫак микрорайона хӑпартакан «ИСКО-Ч» акционерсен пӗрлӗхӗнчен. «ИСКО-Ч» ҫак ӗҫе 223,6 миллион тенкӗпе тума шантарнӑ, «ТУС» вара — 200,9 миллион тенкӗпе. Ҫапла майпа иккӗмӗшӗ аукциона выляса илнӗ.
Подрядчик ӗҫе виҫӗ тапхӑрпа пурнӑҫлӗ. Пӗрремӗшӗнче районти ҫула ҫӗнетесшӗн. Иккӗмӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе Трактор Тӑвакансен проспектӗнчи ҫула лайӑхлатӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗнче троллейбус линийӗсене карӗҫ. Ӗҫе ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Чӑваш Енри ҫичӗ районти ҫул-йӗре кӑҫалпа килес ҫул «ДорТех» предприяти тытса тӑрӗ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Правда ПФО» интернет-хаҫат паллаштарнӑ. Аукциона пӗртен-пӗр предприяти хутшӑннӑ-мӗн. Контракт хакӗ — 252,6 млн тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫул-йӗре тытса тӑма тивӗҫнӗ организацие ик ҫулта хыснаран ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрӗҫ.
«ДорТех» Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн яваплӑ пулӗ.
«ДорТех» предприятин устав капиталӗн 51 проценчӗ Александр Волков аллинче-мӗн. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтодор» предприятин гендиректорӗ пулнӑччӗ. Ӑна предприяти укҫине вӑрланӑшӑн судпа айӑпласа виҫ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑччӗ.
Шупашкарти хысна предприятийӗсенчен пӗри пӗчӗк ача лартса ҫӳремелли креслоллӑ машина туянасшӑн. REGNUM информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автомобиле вӑл 1,07 млн тенкӗпе илме шухӑшлать.
Сӑрӑ тӗслӗ «Веста-универсал» лифтбек хӑвачӗ 110 лаша вӑйӗпе танлашмалла, унта ача кресли вырнаҫтарма май килтӗр. Транспорт туяннине Шупашкар хула администрацийӗн хыснинчен саплаштарӗҫ.
Машина «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» учреждени валли пулӗ.
Машина тенӗрен, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче монохуласене васкавлӑ медпулӑшу машинисем парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑчччӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри монохуласем валли виҫӗ вӗр ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машини илсе килмелле тенӗччӗ вӑл хыпарта.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул тума пуҫлас енӗпе аукцион ирттерме тытӑннӑ. Анчах ӑна Монополипе кӗрешекен федераци сужбин Чӑваш Енри управленийӗ чарса лартнӑ. Мӗншӗн? Документаци пирки ҫӑхав килнӗ-мӗн.
Ҫавна май аукциона чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче чарса лартнӑ. Документацири положени Чулхулари «Энергопромсервис» фирмӑна килӗшмен-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, заказчик тавар характеристики тӗлӗшпе ытлашши хытӑ ыйтнӑ.
Асӑннӑ микрорайонта ҫӗнӗ шкул хута ярасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта 1100 ача валли вырӑн пулӗ. Шкула тумашкӑн 711 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Вӑл 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкӗсене уҫмалла.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул хӑпартма палӑртнӑ. Хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 711 миллион та 46 пин тенкӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, раштав уйӑхӗнче шкула тума пуҫлӗҫ. Ӑна 2019 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ шкула 1 пин ача валли хӑпартӗҫ. Вӗренӳ корпусӗнче 2-4 хут пулӗ. Вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли блока икӗ хутлӑ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: микрорайонта ҫӗнӗ шкула хӑпартмашкӑн федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта та шкул хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна ҫитес ҫул хута яма тытӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли валли чаплӑ аккордеон туяннӑ. Музыка инструментне юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче илнӗ.
«Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли» республикӑн хысна предприятийӗ музыка инструментне малтанласа 1,5 миллион тенкӗ парса илес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кайран, аукцион вӑхӑтӗнче, аккордеона 200 пин тенкӗ йӳнӗрехпе туяннӑ.
Ҫапла вара капеллӑн «Scandalli Extreme 47» Италире кӑларнӑ инструмент пулӗ. Ют чӗлхерен вырӑсла куҫарсан аккордеон ячӗ «Экстремальные скандалы» (чӑв. Экстремаллӑ тавлашу) тесе куҫать иккен.
Чаплӑ аккордеона туянма Чӑваш Енӗн хыснинчен кӗмӗл уйӑрнӑ.
Аса илтерер, филармонире халӗ юсав пырать, ҫав вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш Ен ҫинчен ҫырма килӗшекен информаци агентствисене палӑртма конкурс ирттернӗ. Халӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ: пирӗн республика ҫинчен тӳлевлӗ ҫырма ТАСС тата «Россия сегодня» (чӑв. Паянхи Раҫҫей) информаци агентствисем килӗшнӗ.
Вӗсене республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурс хыҫҫӑн палӑрнӑ.
Информагенствӑсен тивӗҫлӗ материалсем тупса вӗсене пичете юрӑхлӑ хатӗрлемелле.
Укҫа илекен информаци агентствӑсен Чӑваш Ен пурнӑҫне ҫутатакан материалсене кашни уйӑхрах вырнаҫтармалла.
Икӗ енлӗ килӗшӳ вӑхӑчӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫӗрпӳ кӗперне кам туса пӗтересси паллӑ. Аван уйӑхӗн 18-мӗшӗнче аукцион иртнӗ. Унта «Союздорстрой 10» тулли мар яваплӑ обществӑна ҫеҫ хутшӑнма ирӗк панӑ. Фирма ӗҫе 120 миллион та 591 пин те 200 тенкӗпе вӗҫлеме йышӑннӑ.
Килӗшӗве тепӗр 10 кунран алӑ пусӗҫ. Аукциона тепӗр икӗ фирма хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, анчах унта лекеймен. Подрядчикӑн ӗҫе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Икӗ уйӑх ҫеҫ юлнӑ. Юр маларах ҫуса лартрӗ тӗк – вӑхӑт тата сахалрах.
Кӗпер хатӗрпе пӗрех ӗнтӗ. Унта ҫула хӑтлӑлатмалли, асфальт тата коммуникацисене хумалли ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ.
«Союздорстрой 10» фирма пирки эпир мӗн пӗлетпӗр-ха? Тӗнче тетелӗнче ун пирки шырасан информаци тухать. Вӑл Крымра ҫумӑр витӗрех асфальт сарнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вырӑнти питлев хӑми ҫине лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |