Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Солнце на спицах» (чӑв. Йӗп ҫинчи хӗвел) велочупу иртӗ. Вӑл 11 сехетре унти «Химик» культура керменӗ патӗнчи лапамра пуҫланмалла.
Старта тухнӑ республикӑри велочупуҫӑсем кайран Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫул тытӗҫ. Унта вӗсем Андриян Николаев летчик-космонавтӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ митинга хутшӑнӗҫ. Мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн унти вил тӑпри ҫине чечек хурӗҫ, унти часавая кӗрсе тухӗҫ. Велочупуҫӑсене «Здравствуй, Индия» тата ытти фильма (космоса улӑхнӑ паттӑрсемпе паллаштаракан ӗҫсене) кӑтартӗҫ.
Кӑҫалхи, вун пиллӗкмӗш, велочупӑва Андриян Николаев Индире пулнӑранпа 55 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Унта вӑл Валентина Терешковӑпа тата Валерий Быковский мӑшӑрӗпе Индира Ганди йыхравланипе кайнӑ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Курск ҫапӑҫӑвӗнче совет салтакӗсем фашистсене ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыв историйӗнчи паллӑ пулӑм 75 ҫул каялла пулса иртнӗ.
Вӑхӑтӑн шелсӗр таппи хаяр ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑннисен йышне пӗчӗкшерӗн чакарсах пырать. Курск пӗккинчи юнлӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннисем паян пирӗн республикӑра 32 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ҫав шутран 15-шӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсене социаллӑ хӳтлӗх службин ӗҫченӗсем, ытти ҫавӑн пек тытӑмсенче вӑй хуракансем саламлаҫҫӗ.
Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннисен ретӗнче, РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, — 6 хӗрарӑм. Унти хӑй йӗрне хӑварнисен вӑтам ӗмӗрӗ — 95 ҫул. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 92-ре, чи асли — 98-та.
Ҫакна та палӑртмалла: Курск пӗкки патӗнчи танк ҫапӑҫӑвӗ вӑрҫӑри Хӗрлӗ ҫар хӑватне сисӗмлӗ те курӑмлӑ витӗм кӳнӗ.
Тобольскра Иртыш юханшывӗн ҫыранӗ ишӗлнипе унти чӑваш сӑмахӗ шар курнӑ. Асӑннӑ хулари «Тобольск-Информ» интернет-портал ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче юханшыв ҫыранӗ черетлӗ хутчен ишӗлнӗ. Ҫавна май унти чӑваш сӑмсахӗн пайӗ анса ӳкнӗ.
Ирина Трофимова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш сӑмсахӗнче хӗрес вырнаҫтарнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ҫыран ишӗлнӗ. Асӑннӑ вырӑнтан ҫӗр вунӑ метрта йӑтӑнса аннӑ. Ҫав кун аслати авӑтнӑ, вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ишӗлнӗ вырӑнпа ҫынсем пӗрех иртсе ҫӳреҫҫӗ иккен.
Тобольск хулинчи чӑваш сӑмсахӗ — историлле вырӑн. Унта Ермакпа Ҫӗпӗр патши Кучум ҫапӑҫнӑ. Ҫав саманта каярах Василий Суриков вырӑс художникӗ «Покорение Сибири Ермаком» (чӑв. Ермак Ҫӗпӗр ҫӗнсе илни) ӳкерчӗкре сӑнланӑ.
Иван Яковлев ҫуралнӑ ялта, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, аслӑ вӗрентекенӗмӗр ячӗллӗ парк уҫасшӑн. Ҫак ӗмӗтпе Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов пӗлтӗр ҫунатланнӑ. Халӗ Кӑнна Кушкинче ҫӗнӗ проекта хута ярассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
«Хыпар» хаҫата Эдурад Бахмисов пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Теччӗ районӗнчи «кашни яла ҫитсе курма» тӗв тунӑ хыҫҫӑн машинӑпа икӗ кун ҫӳренӗ, унтах ҫӗр каҫнӑ. «Савӑнмаллине те куртӑм, анчах чылай ялта пушӑ ҫурт йышлине асӑрхарӑм. Юхӑннисем те, ишӗлсе аннисем те пур. Ҫакӑ пӗлтӗр пулчӗ. Чӑваш ялӗсем пӗтес хӑрушлӑх пур. Вӗсен ячӗсем архивсемсӗр пуҫне ниҫта та ҫырӑнса юлман. Ара, хӑй вӑхӑтӗнче Иван Яковлев ҫав ялсем тӑрӑх та ҫӳренӗ-тӗр, шкулсем те уҫнӑ пулӗ. Ҫапла майпа Аслӑ вӗрентӳҫӗн ялӗнче ун ячӗллӗ парк тӑвас шухӑш ҫуралчӗ», — ӑнлантарнӑ Эдурад Бахмисов Надежда Смирнова журналиста.
Парка Кӑнна Кушкинчи шкулпа Иван Яковлевӑн музейӗн территорийӗнче тума пуҫланӑ та ӗнтӗ. Ҫак ӗҫре вырӑнти халӑх та, культура ӗҫченӗсем те, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та пулӑшаҫҫӗ иккен.
Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ Илья Прокопьева хисеп туса тата асра тытса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Илья Прокопьев пӗлтӗр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑччӗ. Ун чухне вӑл 90 ҫула ҫитнӗччӗ.
Асӑну хӑми Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Хӑмана РФ Художниксен союзӗн пайташӗ Игорь Голубев ӑсталанӑ.
Хӑмана уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Илья Прокопьевӑн ырӑ кӑмӑлне пӗр шухӑшлӑн палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫавнах каланӑ.
Паллӑ ҫынпа пӗрле ӗҫленӗ Валериан Дубинин Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӑ Андрей Михайлов журналист Дубинин та Илья Прокопьев сӑпайлӑхпа уйрӑлса тӑнине палӑртнине пӗлтернӗ.
Тутарстанри Кӑнна Кушки ялӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа кино ӳкерес ӗҫе пуҫӑннӑ.
Документлӑ фильмӑн пӗр пайӗ валли ӗҫсене букварь авторӗн, чӑваш алфавитне йӗркеленӗ ҫыннӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче пухнӑ. Кино ӳкерекенсем Тутарстанра утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнине Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫӗн пресс-служби паян ирпе пӗлтернӗ.
Министерствӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, фильма хатӗрлессипе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ ӗҫлет. Документлӑ кино ӳкерекенсем кӳршӗллӗ регионти Теччӗ район администрацийӗ тата Кӑнна Кушкинчи И.Я. Яковлев музейӗ фильма ӳкерес ӗҫре самай пулӑшнине палӑртнӑ. Уншӑн ушкӑн вӗсене тав тунине пӗлтернӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденӗн кавалерӗ, музыка педагогӗ, композитор, Олимпиада Яковлевна Агакова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.
Юбилея халалласа Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Славная дочь земли Чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ хӗрӗ) курав-портрет уҫнӑ. Унта «Знамя труда» хаҫатра тата «Тӑван Атал» журналта, тӗрлӗ кӗнекере ун ҫинчен пичетленнӗ ӗҫсем, сӑн ӳкерчӗксем вырӑн тупнӑ.
О.А. Агакова 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ҫуткасси ялӗнче вӗрентекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Амӑшӗсӗр ӳснӗ вӑл. Ашшӗ, Яков Ананьевич Агаков, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗскер, чӑваш чӗлхине, литературине тата музыка вӗрентнӗ. Кӗвӗ-ҫемме юратакан Олимпиада Агакова Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Кайран вӑл чылай ҫул педагог пулса ӗҫленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ.
Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрне нумаях пулмасть Петӗр Хусанкай ятне панӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тивӗҫни — уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 49-мӗш номерлӗ вӑтам шкул.
Республикӑн тӗп хулинчи вӗрентӳ учрежденине Петӗр Хусанкай ятне парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн шкулпа ҫыхӑннӑ хутсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртмелле. Сити-менеджер алӑ пуснӑ документра ҫавна та пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тытӑннишӗн шкулӑн тӗллевӗллӗ малтанхиллех юлассине те хушура асӑннӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗн ятӗнче улшӑну пулса иртнине сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытас тӗллевпе сӑлтавланӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Филипп Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятин тӗллевӗсенчен пӗри СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей, Чӑваш тата Дагестан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин тата Красноармейски районӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне сарасси теҫҫӗ.
Фестиваль кунӗнче Ф.М. Лукин музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Унта Чатукассинчи шкул ачисем, фестиваль хӑнисемпе унта хутшӑнакансем пулнӑ.
Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлне халалласа фойере Филипп Лукин юррисем янӑранӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |